Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сарма the word is in our database.
сарма (тĕпĕ: сарма) more information about the word form can be found here.
«Ҫук, епле пулсан та ҫак брошюрӑна мӗнпур района сарма памалла мар. Ун пек юрамасть!»

«Нет, ни в коем случае нельзя допустить, чтобы эта брошюра обошла весь район. Нельзя!»

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Туслӑ та ҫирӗп ҫемьесем пирӗн ӗмӗрхи йӑла-йӗрке хаклӑхӗсене ятарлӑ майпа сарма тӑрӑшакан гражданла мӑшӑрланупа ирӗклӗ хутшӑнусен «моди» нихӑҫан та улӑштарма пултарайманнине ӗненмелле ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Крепкие семьи доказывают, что никакая искусственно навязываемая «мода» на гражданские браки и свободные отношения не может подменить наши вечные, традиционные ценности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Ҫавӑнпа та сӑмах сарма юратакан хӗрарӑмсем те халь вӗсем пирки тӑрӑлтатма пӑрахрӗҫ.

Даже охочие до сплетен бабы перестали судачить о них.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тӳрлетесси тем мар, сарма пулать.

— Дело поправимое, можно расширить.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Врангель ҫарӗн Царицын енчи ҫитӗнӗвӗсем унӑн фронтне сулахаялла тӑсса сарма, Дон ҫарӗн фронт анлӑшне чакарса, ун составӗнчен темиҫе утлӑ дивизи илме май параҫҫӗ.

Успех армии Врангеля на царицынском направлении позволил растянуть фронт этой армии влево и, сократив тем самым фронт Донской армии, взять из состава ее несколько конных дивизий.

XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Шалымов, мӗн эсӗ ҫемҫерех сарма пултараймарӑн-и?

— Шалымов, ты что, не мог помягче настелить?

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малтан эпӗ кунта ларакансенчен акӑ мӗн ыйтасшӑн — пӗлтӗр кӗркунне ҫурт тӑррине витме е кӑҫал ҫуркунне выльӑх айне сарма улӑм илнӗ-и кам та пулин?

Для начала я у всех, кто тут сидит, спрошу вот о чем — получал ли кто прошлой осенью солому на крышу или нынче весной для подстилки скотине?

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ильинична лампӑна сӳнтерчӗ, аллипе хыпашласа, курницӑна вырӑн сарма кайрӗ.

Ильинична погасила лампу, ощупью пошла стелить в горничке.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Намӑс сире пирӗн ҫинчен ҫавӑн пек элек сарма!

Довольно совестно такую мораль распущать!

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ну, ывӑлӑм, мӗнле пурӑнатӑн эсӗ унта? — ыйтрӗ Тимофей Ильич, Ниловна Сергей валли вырӑн сарма кайсан.

— Ну, сыну, як там тебе живется? — спросил Тимофей Ильич, когда Ниловна пошла приготовить Сергею постель.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ниловна килӗшсе пуҫне сулчӗ, Марфа Игнатьевна савӑнӑҫпа ҫуталса, сӗтел ҫине ҫӗнӗ ҫитти сарма пуҫларӗ.

Ниловна утвердительно кивнула головой, а Марфа Игнатьевна с сияющей улыбкой уже постилала на стол новую скатерть.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Дарья, тыр али ҫине вырӑн тӑвас тесе кипке сарма хӑтланса, унӑн-кунӑн вӗткеленсе чупрӗ.

Дарья суетилась, застилая решето.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ху куратӑн, эпӗ темле ҫирӗп курӑнма тӑрӑшсан та, ҫунатӑмсене темӗн пек сарма тӑрӑшсан та, вӑйӑм ҫук…

Ты видишь, я уже стар, и как я ни бодрюсь, как ни расправляю крылья, а сил нету…

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах халӑх тӑшманӗсем романа тиркесе тӑкма пӑхнӑ, ун пирки элек сарма тытӑннӑ, унӑн авторне тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрса ярасшӑн пулнӑ.

Однако враги народа пытались опорочить роман, распространяя клевету на него, и отклонить его автора от правильного пути.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Асӑрхамасть вӑл, епле унӑн кашни ирӗксӗр куҫ ытамнех, Пантелей Прокофьевича сарӑм сарма пулӑшнӑ хутранах, хӑйӗн салхуллӑ та килӗшӳллӗ куҫӗсемпе Наталья турта-турта илнине; ашӑм карти тавра лашасем хӑвалакан Петро ун ҫине пӑха-пӑха илнине, хӑй ӑшӗнче темӗн ҫинчен шутласа, ӑна питленӗн сӑмсине каҫӑртса кулнине те вӑл курмасть.

Он не замечал, как Наталья, помогая Пантелею Прокофьевичу настилать посад снопов, перехватывала каждый невольный взгляд мужа своим тоскующим, ревнивым взглядом; не видел того, как Петро, гонявший по кругу лошадей, взглядывая на него, курносил лицо неприметной, про себя, ухмылкой.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен, кухньӑра кӑмака ани ҫывӑхне ларса тулнӑ шӑнасем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе тӗлӗрсе кайнӑ чух, Аксинья, тутисене чӗтретсе, вырӑн сарма тытӑнсанах, Степан, унӑн ҫӑварне хура та кӑштӑрка аллаппийӗпе хупласа, ӑна кӳпкеме тытӑнать, намӑсне мӗнне пӗлмесӗр Григорипе мӗнле пурӑнни ҫинчен пӗтӗмпе калаттарать.

По ночам, когда в кухне над камельком засыпало мушиное стадо и Аксинья, дрожа губами, стлала постель, бил ее Степан, зажимая рот черной шершавой ладонью, выспрашивал бесстыдно подробности о связи с Гришкой.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ашшӗ йӗрӗпе ӳкрӗ, куҫне кӑштах хупса, ҫавипеле курӑк сарӑмӗ сарма тытӑнчӗ.

Григорий шел за ним следом, полузакрыв глаза, стелил косой травье.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ялти ҫынсем хушшинче урлӑ-пирлӗ калаҫаканнисем те пур, ҫав хӗрарӑм голован хӗрпултӑрӗ те мар, хурӑнташӗ те мар, теҫҫӗ; анчах эпир хамӑрах куртӑмӑр ӗнтӗ, голована курайман ҫынсем нумай, вӗсем ун ҫинчен тем тӗрлӗ элек сарма та хатӗр.

На селе поговаривают, будто она совсем ему не родственница; но мы уже видели, что у головы много недоброжелателей, которые рады распускать всякую клевету.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Ҫапла калаҫҫӗ тата: хӗрсене салтаксем валли вырӑн сарма тата пыллӑ чихирь ӗҫтерме хушнӑ, тет, — терӗ Назарка, урисене Лукашка пекрех саркаласа тата папахине те ун пекех ӗнси ҫинелле антарса.

— А то бают еще, девкам постелю стлать велено для солдатов и чихирем с медом поить, — сказал Назарка, отставляя ногу, как Лукашка, и так же, как он, сбивая на затылок папаху.

XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хӑйпе хӑй калаҫнӑ майӑнах вӑл сак ҫинчен темле ҫӗтӗк тумтире шутарса илчӗ те, — ахӑртнех, хӑйӗн вырӑнӗ пулчӗ пуль вӑл, — кӑмака ҫывӑхӗнчи пӑтаран икӗ тӑлӑп вӗҫертрӗ, вара Егорушка валли вырӑн сарма тытӑнчӗ.

Разговаривая с собой, она сдернула со скамьи какое-то тряпье, вероятно, свою постель, сняла с гвоздя около печи два тулупа и стала постилать для Егорушки.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed