Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫлӑн the word is in our database.
савӑнӑҫлӑн (тĕпĕ: савӑнӑҫлӑн) more information about the word form can be found here.
Унпа пур ҫӗрте те кӗрсе тухма пулать! — ҫапла каларӗ те, яланхи пекех савӑнӑҫлӑн йӑл кулса, катрашкаланса таракан ӳт-тир хутланчӑкӗ хыҫне пытаннӑ пӗр хускалми куҫӗпе сӗмсӗррӗн пӑхса, хӗвӗнчен тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хура маузерне кӑларса кӑтартрӗ.

С ним всюду можно пройти! — И достал из-за пазухи черный, матово поблескивающий маузер, все так же весело улыбаясь, вызывающе глядя недвижным глазом, укрытым за бугристой складкой кожи.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунӗ-кунӗпех вӑл савӑнӑҫлӑн, йӑл кулса, пӳрт тӑрӑх унӑн-кунӑн сулланса ҫӳрет, хӗрарӑмсемпе шӳт тукалать, табак тӗтӗмне вилеслех юратман ватӑ кинемине канӑҫ памасть, Яков Лукич патне ют ҫынсенчен кам та пулин килсе кӗресрен те хӑрамасӑрах уткаласа ҫӳрет.

Целыми днями он, веселый, улыбающийся, шатался по куреню, шутил с бабами, не давал покою старой бабке, до смерти не любившей табачного дыма: ходил, не боясь, что к Якову Лукичу заглянет кто-либо из посторонних.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич Половцевӑн йӗнерленипех пӗр вырӑнта тӑрса тунсӑхласа ҫитнӗ лаши кантӑк умӗнчен савӑнӑҫлӑн, тӑпӑртатса ташласа, чӗрнисене типпӗн чанклаттарса ыткӑнса иртсе кайнине кӑна илтсе юлчӗ.

Яков Лукич слышал, как мимо окон весело, с переплясом, с сухим чокотом копыт прошел-протанцевал под седлом застоявшийся половцевский конь.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗчӗкҫеҫ куҫӗсене чунӗ ҫырлахнӑн хӗссе пӑхма, савӑнӑҫлӑн ялкӑштарма тытӑнчӗ.

Глазки его сыто жмурились, ликовали.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Макарӑмҫӑм, чӑнах-и? — Лушка сасси, тин кӑна вӑраннипе ӑшшӑн илтӗнекенскер, савӑнӑҫлӑн чӗтренсе илчӗ…

— Макарушка, взаправди? — Голос Лушки, теплый спросонок, дрогнул радостью.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах эпир тепле майпа хӑпартӑмӑр, каҫхи капӑр Мускав манӑн куҫ умне ытарайми тухса тӑчӗ, чӗрем савӑнӑҫлӑн тапать.

Но мы каким-то образом всё же добрались, и великолепная вечерняя Москва открылась передо мной, стеснив сердце горячим и острым волнением.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кирек хӑҫан та вара пурнӑҫӑмра пӑрахут килсе халӑх савӑнӑҫлӑн вайкӑшма тытӑннине курсан эпӗ хама ытла тӑлӑхӑн та мӗскӗнӗн туяттӑм.

Когда бы потом в жизни я ни видел радостную суматоху приезда, ощущение заброшенности и одиночества неизменно возвращалось ко мне.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем савӑнӑҫлӑн выляҫҫӗ — сак самантра эпӗ, хамӑн шухӑшӑмпа та ӗҫӗмпе тертленекенскер, чи малтанхи хут туйса илтӗм: ку — Мускав вӗт, Мускав ку!

Дети играли, и в эту минуту, занятый своими заботами и волнениями, я впервые почувствовал, что ведь это Москва, Москва!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗри акӑ юнашарах ӳкрӗ, алӑксем яри уҫӑлчӗҫ, таҫги чӳрече кӗленчисем савӑнӑҫлӑн янраса тӗпренчӗҫ.

Вот один ударил совсем рядом, двери распахнулись, где-то с весёлым звоном посыпались стёкла.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫхине эпир питӗ савӑнӑҫлӑн апатлантӑмӑр.

Это был очень весёлый ужин.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Судья ӑна итлет те, унӑн лапсӑркка кӑвак куҫхарши айӗн куҫӗсем ачанни пек савӑнӑҫлӑн ялкӑшаҫҫӗ.

Судья слушает — и детским удовольствием сияют его глаза из-под косматых седых бровей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн ҫӗр варринче хӑйне Мускавран телефонпа чӗнтерсен те вӑл пӗр евӗрле сӑмахсемпе кӑна: «Юрӗ» е «Ҫук», тесе тавӑркалать, унтан вара, пайтахчен пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳренӗ май, савӑнӑҫлӑн та уҫӑ кӑмӑллӑн пирус туртать?

Почему, когда поздней ночью ему звонят из Москвы, он отвечает только «да» или «нет», а потом долго ходит по комнате и курит, взволнованный, весёлый и чем-то довольный?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пухура Саня савӑнӑҫлӑн та лӑпкӑн каласа парать, хӑвӑрт калама пуҫласанах кӗтмен ҫӗртен чарӑнкаласа илет, эп пӗлетӗп-ха ӗнтӗ вӑл мӗншӗн ҫапла чарӑнкаланине.

Саня рассказывает связно, спокойно, но я-то знаю, что скрывается за этими внезапными паузами, которыми он останавливает себя, когда начинает говорить слишком быстро.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн? — савӑнӑҫлӑн сас пачӗ Игорь.

— Что? — торжествуя, проговорил Игорь.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир вӗсене Боркине ҫити поездпа каятпӑр, унтан Кореваново урлӑ Водохранилищӗне ҫити ҫуран утатпӑр, вара ҫыран хӗррине чатӑр карса, ҫӗр каҫатпӑр, ирхине, хӗвелпе пӗрле тӑрса, ҫуллахи хӗвелтӑру кунне савӑнӑҫлӑн кӗтсе илетпӗр, кӑнтӑрлана каялла киле таврӑнатпӑр терӗмӗр.

Сказано было, что мы поедем поездом до Борок, а там пройдем пешком через Кореваново до водохранилища и на берегу его разобьем палатку, где и заночуем, а утром, встретив восход солнца, отпразднуем летнее солнцестояние и в обед вернемся с поездом домой.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сывпуллашнӑ чухне арӑмне мӗн каланине пӗлейместӗп эпӗ, анчах та арӑмӗ, арки вӗҫӗсене тӗрлӗ тӗслӗ пуставсемпе эрешленӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ, сарлака пиҫиххи ҫыхнӑскер, савӑнӑҫлӑн кулкаласа тӑрать.

Не знаю, что он на прощанье сказал жене, но она стоит у самолёта весёлая, в шубе, расшитой вдоль подола разноцветным сукном, в широком поясе.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫхине гостинӑя (хӑна пӳлӗмне) самовар тавра пухӑнса, хӑрушлӑхран епле хӑтӑлни ҫинчен савӑнӑҫлӑн шӑкӑлтатса лартӑмӑр.

Вечером мы соединились в гостиной около самовара, весело разговаривая о минувшей опасности.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл чӑмӑрӗпе куҫне шӑлчӗ, унтан савӑнӑҫлӑн сывласа илчӗ.

Он вытер кулаком глаза и радостно, глубоко вздохнул.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑри чи савӑнӑҫлӑ сехет вӑл — Клавдия Михайловна, аллисене хыҫалалла тытса кӗрсе, савӑнӑҫлӑн ҫутӑлакан куҫӗсемпе пурне те пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн: — Ну, паян кам ташлать-ха ӗнтӗ? — тенӗ сехет пулнӑ.

Самым радостным часом в сорок второй палате было, когда в дверях с таинственным видом, держа руки за спиной, появлялась Клавдия Михайловна и, оглядев всех сияющими глазами, произносила: — А ну, кто сегодня плясать будет?

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Соболев! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл савӑнӑҫлӑн та татӑклӑн.

Соболев! – крикнул он весело и решительно.

19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed