Шырав
Шырав ĕçĕ:
Савӑннипе, тӗлӗннипе чӗлхе ҫыхланчӗ-ши — ыйтуллӑн пӑхакан юлташсене ним калама та пултараймарӑм.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ӑна чи малтан Вера асӑрхарӗ: «Ҫул ку!.. Ҫул…» — савӑннипе йӗре-йӗре упаленчӗ вӑл ҫул ҫинче, лаша тислӗкӗпе такӑнса ӳкнӗскер.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Хӑвалакансем кайнӑ хыҫҫӑн Савантер савӑннипе ухмахланса каясси патнех ҫитрӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем савӑннипе тав тума та манса кайрӗҫ пулас, пепкене иккӗн харӑс ҫатӑрласа ярса тытрӗҫ те часрах шала, пӳрте кӗрсе пытанчӗҫ…
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Левенчук савӑннипе бруствер урлӑ пӑхма пикенчӗ кӑна — хайхи тӑшман автоматчикӗ ӑна тӗллесе темиҫе пуля кӑларса ячӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Тухса ӳксенех, савӑннипе кӗҫех макӑрса яраттӑм.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Савӑннипе чалт! сикет.
Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.
Пурнӑҫӗ йывӑр пулнипе йӗрет пуль тесе, савӑннипе иккен.
Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Савӑннипе хама, лӑштах ярса, вӗри мунчаран уҫӑ сывлӑша валт кӑна сирпӗнсе тухса таса юр ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкнӗнех туйрӑм.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Пачах урӑхла, ун тутине ӑш-чиккинченех туртӑнса тухнӑ йӗкӗлтевлӗ, нӗрсӗр, сарамак курӑкӗ пек кулӑ пырса ҫакӑнчӗ, тепӗртакран ҫеҫ куҫ шуррийӗ пӗҫернӗ ҫӑмарта шурри евӗрлех пысӑкланса кайрӗ, анчах тӗлӗннипе мар, савӑннипе.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ну, эпӗ ҫӑвӑнам-ха, савӑннипе пит-куҫа чӳхеме те мантӑм.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫынсем савӑннипе кулчӗҫ, макӑрчӗҫ, ыталанса чуптурӗҫ, танк ҫине чечек ҫыххисем ывӑтрӗҫ.Люди смеялись и плакали от радости, целовались и засыпали танк цветами.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кирук, савӑннипе, калама ҫук пӑлханса кайрӗ, хӑй мӗн илтнине те ӗненесшӗн пулмарӗ: нивушлӗ вара вӑл юрласа панӑ юрӑсене те кӗнекере ҫапса кӑларӗҫ, нивушлӗ вӑл юрӑсене пиншер ҫын вулӗ, юрлӗ?!.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Савӑннипе хыта пӑлханнӑ Кирук кӗнекене икӗ аллипе те ҫатӑрласа тытрӗ, хуплашки ҫине пысӑк саспаллисемпе ҫырнине пӑшӑлтатса вуларӗ:
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Савӑннипе сыпма та, туртма та пӑрахнӑ, — шӳтлерӗм эпӗ, анчах ҫак шӳт вырӑнсӑр пулчӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Ҫырса пӗтерес умӗн савӑннипе хам шухӑша Оксанӑна каласа патӑм.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Чӗри савӑннипе тухса ӳкес пек вӑркӑшма тытӑнчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Каҫарӑр тархасшӑн, савӑннипе йӑлтах манса кайнӑ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук савӑннипе чуть ҫеҫ макӑрса ямарӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анукран ҫеҫ ҫивӗнтӗрччӗ! — савӑннипе вутлӑн-хӗмлӗн пулса каларӗ Лукарье.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.