Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑннине (тĕпĕ: савӑн) more information about the word form can be found here.
Савӑннине пытармарӗҫ упӑшкипе арӑмӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Апла тупӑнчӗ иккен-ха! — хӑй савӑннине пӗлтерчӗ Пӑкачав.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир, килти ҫынсем, пурте ӑҫта та пулин каяс е кӳрӗш-арӑша каҫас пулсан, Катя пире килхушши алӑкӗ умӗнче куҫ хупмасӑр тенӗ пек кӗтсе ларатчӗ, эпир таврӑнсан, хӑй савӑннине палӑртса, ҫемҫен мяуклатчӗ, хирӗҫ чупса пырса, ура ҫумне пуҫӗпе те, хӳрипе те шӑлӑнкаласа, мӑррк! мӑррк! мӑррк! мӑрклататчӗ.

Help to translate

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Вӗсем савӑннине никам та курмарӗ, илтмерӗ.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуянни япала ытларах туянса юласшӑн, хӑйӗн мулне кӑтартасшӑн тата хӑна-вӗрле пуҫтарасшӑн, чухӑнни ҫитмен пурнӑҫа кӑшт йӳнеҫтересшӗн, пӗр-ик алтын укҫа тӑвасшӑн, ыттисем савӑннине, пасар мыскарине курса юласшӑн.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ан тив, сывӑ юлнисем чипер таврӑнччӑр, ҫынсем савӑннине курса, Алимпи хӑйӗн юратнӑ Иванне асра тытӗ те яланах чӗрине йӑпатса пурӑнӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Атте килнӗшӗн эпӗ епле савӑннине каласа та пӗтерес ҫук.

Help to translate

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑйсӑррӑн кӗҫенчӗ, ҫапах хӑй савӑннине систерчӗ тыткӑнри ут.

Лошадь почуяла приближающихся ребят и из последних сил поприветствовала их.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хирти Мӑнтӑр ялӗнчи чи аслӑ арҫынсенчен пӗри Василий Краснов та ялта ҫакӑн пек пуҫаруллӑ, ӗҫрен хӑраман, ӗҫе майне пӗлсе пурнӑҫлакан ҫынсем пурришӗн савӑннине пытармарӗ:

Help to translate

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Мариҫ ҫумне пырса ларнӑ Ванюк хӗр мӗншӗн савӑннине пӗлмест.

Ванюк сидит рядом с Марись и не задумывается, отчего так радостна и весела нынче девушка.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хальхинче Мултиер хӑй савӑннине пӗртте палӑртмарӗ.

Однако Мульдиер больше не выказывал своей радости.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Галимджана йӗри-тавра ҫамрӑксем хупӑрласа илнӗ — кашни хӑй савӑннине пӗлтересшӗн, ӑна куҫ умӗнче пӗр сӑмахпа та пулин ырласа илесшӗн.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсир савӑннине ҫынсене кӑтартмастӑр.

Вы радуетесь, хоть и не подаете вида.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Туссемпе ҫулҫӳреве тухса савӑннине укҫа ыйтӑвӗ тӗксӗмлетӗ.

Приятное путешествие в компании друзей может быть омрачено проблемами с деньгами.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чухӑнсем хӑйсем ӗҫсе ҫининчен ытларах ҫынсем савӑннине курса ҫӳрерӗҫ.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Апла мӗн хӑрамалли пур! — хӑй савӑннине пӗлтерсе ывӑҫ тупанӗсене ҫӑт-ҫат! тутарчӗ Болдуш.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тухать! — савӑннине пытараймасӑр кӑшкӑрса ячӗ Кӗпӗрьян.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӑмавар ҫукчӗ-ха килте, — терӗ старик, хӑйне кирлӗ япала тупнишӗн савӑннине палӑртса.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тупа ту, — терӗ вӑл савӑннине шурса кайса, — тинӗсӗн хӑрушӑ тупипе тупа ту, ку…

— Поклянись, — сказала она, побледнев от радости, — поклянись страшной морской клятвой, что это…

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл ӗҫ майлашнӑшӑн савӑннине пӗлтерчӗ; эпир кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехетре «Хумсем ҫинче чупакан» каютинче тӗл пулма килӗшсе татӑлтӑмӑр, — хам эпӗ унта чылай маларах ҫитме тӗв турӑм.

Он был рад услышать, что дело слажено, и мы условились встретиться в четыре часа дня на «Бегущей по волнам», куда я рассчитывал приехать значительно раньше.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed