Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак мыскара мана йӑлӑхтара пуҫларӗ, эпӗ ку шӑплӑха ахаль сӑмах майӗпех пӗтересшӗн пулса, ӑна пӗр стакан чей сӗнме шухӑшларӑм; сасартӑк вӑл сиксе тӑчӗ те аллисемпе мана ыталаса тытрӗ, мана ҫемҫе те кӑвар пек вӗри тутипе хӗрӳллӗ чуп туса илчӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Уйӑх пуҫламӑшӗнчех кӗр тыррисене акса пӗтереҫҫӗ, ҫӗр улми кӑларма тытӑнаҫҫӗ, ҫӗртме сухине пӗтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
Краҫҫын ламписем ҫутса ҫункӑҫа пӗтересшӗн мар.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
11. Усал ӗҫрен пӑрӑнтӑр, ырӑ тутӑр; килӗштерме тӑрӑштӑр, ҫавӑн енне туртӑнтӑр; 12. Ҫӳлхуҫа куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем кӗлтунӑ енче; анчах Ҫӳлхуҫа сӑнӗ — усал тӑвакансене тӳртӗн: Вӑл вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтересшӗн.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫав ҫырӑва вуласа та пӗтереймен-ха, акӑ ӗнтӗ Галилейӑран урӑх хыпарҫӑсем, ҫуркаланса пӗтнӗ тумтир тӑхӑннӑскерсем, ҫакӑн пек хыпар илсе ҫитернӗ: 15. пире хирӗҫ Птолемаида, Тир, Сидон ҫыннисем тата пӗтӗм Галилейӑри суя тӗнлӗ ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ — вӗсем пире пӗтересшӗн, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Итлесе пӗтерӗр ҫакна, чухӑнсене хыпса ҫӑтасшӑн, мӗскӗнсене пӗтересшӗн антӑхса тӑракансем, 5. эсир: «ҫӗнӗ уйӑх иртсе каятех, вара эпир тырӑ сутма пуҫлӑпӑр, шӑматкун иртсе каятех, вара эпир кӗлетсене уҫӑпӑр, виҫене чакарса, сикль хакне ӳстерсе, тӗрӗс мар тарасапа халӑха улталаса, 6. кӗлмӗҫсене кӗмӗлле, чухӑнсене пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутӑн илсе, хывӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр сутса пурӑнӑпӑр» теекенсем, итлӗр.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑсчахсене вӗлерме хушу тухсассӑн, Даниилпа унӑн юлташӗсене те шыранӑ, вӗсене те пӗтересшӗн пулнӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӗмренӗрсене хӑйрӑр, йӗннӗрсене тултарӑр! Ҫӳлхуҫа Миди патшисен чун хавалне хускатса янӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Вавилона хирӗҫ тӑма шухӑшласа хунӑ — Вӑл ӑна пӗтересшӗн; ку вӑл Ҫӳлхуҫа тавӑрни, Хӑйӗн Ҫурчӗшӗн тавӑрни пулать.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Усал этемӗн ӗҫӗсем те — тӗп тӑвакан ӗҫсем: вӑл усал кавар хатӗрлет, чухӑн ҫын айӑпсӑр пулсассӑн та, ӑна суя сӑмахпа пӗтересшӗн.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Тимӗрҫӗ те ҫавӑн пекех — сунтал умӗнче тимӗртен мӗнле япала тӑвасси ҫинчен шухӑша кайса ларать: унӑн ӳт-тирне тӗтӗм ҫиет, вучахран вӗри ҫапнине те тӳсет вӑл; 30. ҫапкӑч сассисӗр пуҫне нимӗн те илтмест, хӑй савӑт ӗлки ҫинчен куҫне илмест; 31. пӗтӗм чун хавалӗпе вӑл ӗҫне пӗтересшӗн тӑрӑшать, вӑл ӑна пахаран та паха туса ҫитересшӗн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫылӑхлӑ ҫӗрӗн ҫимӗҫӗсене пӗтересшӗн вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн шыв варринче те ҫулӑмран хытӑрах вӗтеленӗ.19. А иногда и среди воды жгло сильнее огня, дабы истребить произведения земли неправедной.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
95. Усал ҫынсем мана пӗтересшӗн сыхласа тӑраҫҫӗ; эпӗ вара Эсӗ пӗлтернине тарӑнрах тимлетӗп.95. Нечестивые подстерегают меня, чтобы погубить; а я углубляюсь в откровения Твои.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ман сӑмахӑмсене куллен тӳнтерлетсе калаҫҫӗ; мана усал тӑвасшӑн анчах шухӑшлаҫҫӗ: 7. манӑн чунӑма пӗтересшӗн пуҫтарӑнаҫҫӗ, пытанса лараҫҫӗ, манӑн кашни утӑма сӑнаҫҫӗ.
Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах Унӑн сӑнӗ — усал тӑвакансене тӳртӗн: Вӑл вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтересшӗн.17. Но лице Господне против делающих зло, чтобы истребить с земли память о них.
Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авӑ Амадаф ывӑлӗ Аман — Македони ҫынни, Перси юнӗшӗн чӑннипе те ют ҫын — пирӗн тӳрӗлӗхрен питех те аякра тӑраканскер, пирӗн хӑна пулчӗ, эпир кирек мӗнле халӑха та кӑмӑлланӑ пек, ӑна пурте чун-чӗререн хапӑлларӗҫ, ӑна пирӗн атте вырӑннех хучӗҫ, ӑна патша ҫумӗнчи иккӗмӗш ҫын вырӑнне картса чысларӗҫ; анчах та вӑл, мӑн кӑмӑлне пусараймасӑр, пире влаҫсӑр та чунсӑр тӑратса хӑварма шутларӗ, пире ҫӑлакана, яланах ырӑ тӑвакан Мардохее тата патшалӑха пӗрле тытса тӑракан айӑпсӑр Эсфире те вӗсен пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле тӗрлӗрен чее те усал мелсемпе пӗтересшӗн пулчӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах та Ҫӳлхуҫа Давид килне Давидпа хывнӑ халала пула пӗтересшӗн пулман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл ӑна хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те ӗмӗрлӗх ҫутаткӑҫ пама пулнӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах та Ҫӳлхуҫа вӗсене хӗрхеннӗ, вӗсене каҫарнӑ, Хӑй Авраампа, Исаакпа, Иаковпа хывнӑ халалӗшӗн вӗсем енне ҫаврӑннӑ, вӗсене тӗппипех пӗтересшӗн пулман, вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирмен.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм: Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм; Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Аттеҫӗм! манӑн аллӑмри тумтирӳн арки вӗҫне пӑх-ха; эпӗ сан тумтирӳн аркине касса илтӗм, хӑвна вӗлермерӗм; пӗлсе-ӗненсе тӑр: манра усаллӑх та, каварлӑх та ҫук; эпӗ, сана хирӗҫле ӗҫ туса, ҫылӑха кӗмен; эсӗ вара манӑн чунӑма шыратӑн, эсӗ ӑна пӗтересшӗн.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.