Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрчӗ the word is in our database.
пӗрчӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ырҫара пӗрчӗ тырӑ…

Закрома полны зерна…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӑйӑхе ҫукла пӗрех, ҫӳлти тутин икӗ хӗррииче кӑна темиҫешер пӗрчӗ тӗк шӑтса ларнӑ.

По углам рта, над верхней губой, торчат по два-три волоса — усы.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юлашкинчен, мӑй таранах парӑма кӗрсе ларать, лашасӑр, ӗнесӗр, пӗр пӗрчӗ тырӑсӑр тӑрса юлать.

Влез в долги, оставшись без лошади и коровы, без единого зернышка.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗлпикке темиҫе пӗрчӗ кӑклать те тӳрленсе тӑрать.

Кельбиге, вырвав несколько стеблей, вновь выпрямляется.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳлминче хӑйӗн виҫӗ пӗрчӗ тырри те ҫук…

В сусеке у него ни зернышка.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Иртнӗ каҫ пӗр пӗрчӗ те куҫ хупман.

Я, поверишь, тогда ночью глаз не сомкнул.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр чухне, кӑвак ҫутӑлла, арпалӑхра пӗрчӗ суйласа ҫу муклашки пек самӑрӑлса кайнӑ хир чаххисене алӑкра йывӑҫ кӗреҫепе ҫапса ӳкерсе те тытма пулать.

А иной раз только выйдешь на рассвете на овин и прихлопнешь деревянной лопатой раздобревшую на мякинных зернах, круглую, словно головка масла, куропатку.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эс ӗмӗтленнине пӗлетӗп, Пултараймастӑн лӑпланма, Паян сан шухӑшна питлетӗп, Анчах та хатӗр каҫарма Сана, эс тивӗҫе пӑхмасӑр, Ҫӗре усалшӑн ӳкнине, Мана пӗр пӗрчӗ шутламасӑр, Кая хурса пӳкленине.

Help to translate

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Унта упраннӑ пӗчӗк пӗрчӗ Халь ӳсрӗ, ҫитӗнчӗ ӑсра.

Help to translate

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл шыв: юлмасть унта пӗр пӗрчӗ.

Help to translate

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хиртен пӗр пӗрчӗ тыр кӗмерӗ.

Help to translate

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сана мӗн хавхалантармалли — эсӗ ӗнтӗ кашни пучахра миҫе пӗрчӗ пулмаллине те тахҫанах шутласа хуна.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах вӑрлӑх пӗр пӗрчӗ те ҫук, таҫтан тупмалла, хам та пӗлместӗп.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тырри талккӑшӗпех лайӑх, тен, кӳршӗсеннинчен те вӑйлӑрах пулӗ, анчах вырма ҫемҫерех — пӗрчӗ хуҫӑлмасть.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ав, мӗн калаҫать, — тутине пӗрчӗ Марине.

Help to translate

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кашни пӗрчӗ хисепре, Кӗр ҫитсен — вӑл кӗлетре.

Help to translate

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Правительство йӗркеленӗ выҫлӑхчӗ (колхозсенчи тырра патшалӑх пӗр пӗрчӗ хӑварми шӑлса кайнӑччӗ).

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Пӗр пӗрчӗ те памалла мар! — кӗтмен ҫӗртен ҫавӑрса хучӗ Шӗнерпуҫӗнчи Ахваниҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Сан, ҫут пуҫӑн, пур та пулӗ ытлашши, ман Сӗнтӗрвӑрри харам пырӗсем валли пӗр пӗрчӗ те ҫук.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ытла кӑнттӑ-ҫке сухалӑр, виҫшер пӗрчӗ кӑна.

Help to translate

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed