Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрмай the word is in our database.
пӗрмай (тĕпĕ: пӗрмай) more information about the word form can be found here.
Иккӗшӗ те кӗрешеҫҫӗ калама ҫук сатур, Иккӗшӗ те чӑрсӑрланса вӑй хушаҫҫӗ пӗрмай.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗрмай хӑйне кичемрен Сухатӳ енне пӑхать, Чӑтаймасӑр кӗтӳрен Уйрӑлать те улӑхать.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпир хамӑр харӑмсӑр, — Атте пӗрмай хӑвалать Хӑвалӑнсен тинӗсне».

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унтан сӑмах ҫавӑрса Хучӗ ҫапла каласа: «Хура халӑх ыр курать, Пӗрмай саншӑн савӑнать, Сана ӗмӗр ыр сунать, Хапӑл тӑвать хушнине, Ытла хавас ыйтнине.

Help to translate

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗвел ансан, тӗттӗмленсен, фашистсем ҫак нейтральнӑй ҫӗрти ҫӗнӗ кӗпер урлӑ пӗрмай каҫса ҫӳретчӗҫ: штабри донесенисене сулахай енне вырнаҫнӑ батальонсене илсе ҫитеретчӗҫ, хӗҫпӑшал хатӗрӗ тиенӗ машинӑсем пӗр ҫутӑ ҫутмасӑр ҫурма сасӑ туса иртетчӗҫ.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тӑшман ҫав-ҫавах тапӑнма пӑрахмасть: пульӑсем пирӗн ҫийӗн пӗрмай шилетеҫҫӗ, хутран-ситрен пирӗн таврара гранатӑсем те ҫурӑлаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Тӑшманӑн ҫарӗ шоссе тӑрӑх пӗрмай Ухта еннелле иртрӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗрмай тӑшманран хамӑр ҫӗршыврах мулкачла хӑраса ҫӳре.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Сана пӗрре мар каланӑ: кӳлӗ хӗрне пӗрмай ан ҫӳре тесе! — вӑрҫса илчӗ амӑшӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл мана пӗрмай хӑйпе хӳтӗлерӗ.

Help to translate

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Те пӗрмай Тимӗркке патӗнче тарҫӑра пурӑннипе, те хӑй имшерккерен Салма Иванӗ те, Салма Иванӗ теҫҫӗ.

Help to translate

Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрмай чавка сасси:

Help to translate

Хӗвел // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Хӑй пӗрмай пирӗн Катя ҫине йӑпӑрт-йӑпӑрт куҫ вӗлткелесе илет.

Help to translate

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Паллах, эпӗ те пӗрмай чӳрече витӗр урамалла пушӑ куҫпа мӗскӗннӗн тӗмсӗлсе пӑхса ларман: выляса, аппапа иксӗмӗр кил-ҫурт таврашӗнче айӗн-ҫийӗн тустарса кӑна ҫӳреттӗмӗр.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Чӑн-чӑн ылтӑн вӗт», — ӑшӗнче пӗрмай тав турӗ Улькка аппа хӑйне пулӑшакансене, вӗсене чӳречерен сӑнаса.

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

«Пӗрмай саншӑн, сана курасшӑн тӗмсӗлет», — терӗҫ те хӗрӗмпе кӗрӳ…

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тем тата каччӑ пӗрмай хырӑмне сӑтӑркалать.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл вӗрнине халӗ пуҫне пӗрмай, пӗр евӗрлӗ ухкаланипе ҫеҫ тавҫӑрса илме пулать.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫак вырӑнта хӑлхана пӗрмай темӗнле тӳрмен, тӳрккес сасӑ пӗр шелсӗр тӳнккенипе — зал алӑкӗ шӑлт-шалт, шӑнк-шанк уҫӑлса хупӑннипе — чалл! вӑранса кайрӑм та, пач уҫӑлнӑ пекки пулса, тӑрса лартӑм.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫакӑ арҫын ачан шухӑ аскӑнлӑхне шантса, иксӗтсе, тӗксӗмлетсе, тӗпӗр-тӗпӗр пуҫтахлӑхӗн пуҫне пӑртак пӗктерчӗ пулин те унӑн ытарма ҫук ырӑ, чӑтма ҫук юратса пӑрахнӑ хӗрачапа ҫывӑхланас, пӗрмай пӗрле пулас килсех тӑчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed