Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗлӗк эпӗ пӗрмай чӗлӗм, ҫӗҫӗ туса Выл пасарӗнче сутаттӑм.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Гипсне илнӗренпе палатӑра сахал выртать, ура ҫемҫелтӗр тесе, пӗрмай утать…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
«Эпир кунта акӑ мӗнле выртатпӑр, гипс айӗнче пирӗн сурансем тахҫанах хуртланнӑ… пӗрмай хускалмасӑр выртнӑран ҫурӑм та, аяксем те ҫӗрсе кӑвакарнӑ, эсир, ав, чипер хӗрсемпе янккаса ҫӳретӗр».
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вӑл хӑй кирлӗ сӑмахсем тупайманнине ӑнланчӗ, ҫапах пӗрмай: — Спаҫҫипӑ, Таня, спаҫҫипӑ! — тесе пӑшӑлтатрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Мӑнтарӑн, пӗрмай сан ҫинчен ыйтать, хӑйӗн сывлӑхӗ пирки нимӗн те шарламасть…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫӳҫне шакла кастарнӑ; хӑй питӗ ырхан, пичӗ шап-шурӑ, пӗр пӗрчӗ хӗрлӗ тӗс юлман; путса кӗнӗ пысӑк куҫӗсем, питӗ хытӑ асапланакан ҫын куҫӗсем, кӑвар пек ҫунса тӑраҫҫӗ; тен, ыратнипе пӗрмай ҫыртнӑран пуль, тути кӑшт хӗрлӗрех, тӑртаннӑ пекрех курӑнать.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫапла канӑҫсӑррӑн, пӗрмай заводра та халӑх ҫинчи ӗҫре иртсе пычӗ Таньӑн вӑхӑчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Анчах ҫавӑнта кайнӑ чухне ҫул ҫинче те пӗрмай Тимофей Михайлович ҫинчен шухӑшларӑм.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
— Мӗншӗн пӗрмай Хивархипе?
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пусмӑрлӑхра ҫӗр-шыв асап курать пӗрмай.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ас тӑватӑр пуль, «киремет хурамине» кастарасшӑн мар пулчӗ, халь акӑ Палюк мучипе эпир Твиккапа Квикка валли йӑвасем туса панӑшӑн пӗрмай лӑркать.
Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.
Ҫавӑнпа ӑвӑс кӑнтӑрла та, сӗм ҫӗрле те пӗрмай пӑшӑл-пӑшӑл! пӑшӑл-пӑшӑл! пӑшӑлтатса ларать.
Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.
Пӗрмай ӳсӗретӗн, — сӑмах хушать Виктор Андреевич.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
— Мӗн эс хура курак пек пӗрмай пӗр тӗрлӗ юрлан? — сасартӑк ҫӗкленчӗ Ваҫли.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
«Пӗрмай ҫын ҫумне хушни килӗшмерӗ. Унпа эп мар, судья та пурӑнаяс ҫук», — аса илчӗ Ҫинук Борис сӑмахӗсене.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Пӗрмай тӗттӗмре вӗҫсе йӑлӑхнӑран-ши?
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Час-час сиксе тухакан тавлашура Иван Сергеевич ӑна пӗрмай «ҫак ӗҫпе» тӗртсе илет.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Мӗншӗн тесен мана пӗрмай кӗвӗҫӳ туйӑмӗ канӑҫсӑрлантарчӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
…Пӗрре, йӗпе тӑман пӗрмай ҫуса тӑчӗ пулин те, Алимпи бригади, хӑйне панӑ задание тултарас тесе, ҫӗрлечченех ӗҫлерӗ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Куҫӗ умӗнче пӗрмай Иван сӑнӗ тӑчӗ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.