Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерӗшне (тĕпĕ: пӗлтерӗш) more information about the word form can be found here.
Эпӗ ун хуравӗн тарӑн пӗлтерӗшне ӑнланаймарӑм пулин те, ӑна ним те каламарӑм…

Я не понял, но промолчал.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Баобабсем ӳкернӗ чух вара эпӗ ҫак ӗҫӗн шутсӑр пысӑк пӗлтерӗшне туйса ӗҫлерӗм.

А когда я рисовал баобабы, меня вдохновляло сознание, что это страшно важно и неотложно.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Малтан виҫҫӗмӗш класра вӗренекенсемпе калаҫу ирттернӗ, вӗсем викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ, ҫул-йӗр правилисене, светофор сигналӗсен пӗлтерӗшне тишкернӗ.

Вначале с третьеклассники побеседовали, ответили на вопросы викторины, изучили Правила дорожного движения, значение сигналов светофора.

Светофор сигналӗсемпе ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3475793

Анчах та сӑмах реактивлӑ авиаци ҫинчен пынӑ чух «ерипен» тенӗ сӑмах хӑйӗн яланхи пӗлтерӗшне ҫухатать, мӗншӗн тесен этем сисӗмӗ ҫакӑн пек хӑвӑртлӑхсем хушшинчи расналӑха уйӑрса илме пултараймасть.

Help to translate

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Ӑҫта йывӑрлӑх ытларах, ӑҫта тӗпчесе пӗлмелли нумай, ҫавӑнта шыратӑп эп хам валли ӗҫ… Кӗрешӳре кӑна эпӗ пурнӑҫ туятӑп, унсӑрӑн ун аслӑ пӗлтерӗшне ҫухататӑп, тунсӑха ӳкетӗп…» — тенӗ Валерий Павлович час-часах.

Help to translate

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ун чух ӑнланнӑ-ши эп ҫак йӗркесен тарӑн пӗлтерӗшне?

Help to translate

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

АПК ӗҫченӗceне Уй кунӗн пӗлтерӗшне палӑртса ЧР Пуҫлӑxӗ Олег Николаев саламларӗ.

Help to translate

Caвӑнӑҫ кӳрекен хыпар // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cavanac-kyreken-hypar

«Творчество чуваш» статйинче юмахсен пурнӑҫ аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ улшӑнӑвӗсене палӑртнӑ, ҫакӑн йышши хайлавсем ҫамрӑксене вӗрентсе ӳстерес ӗҫри пӗлтерӗшне, чӑваш юмахӗсен сюжет пуянлӑхне, урӑх халӑх юмахӗсем чӑвашсем хушшинче мӗнле сарӑлнине кӗскен ӑнлантарнӑ.

В статье «Творчество чуваш» он отмечает, как сказка меняется с течением времени, отражая мировоззрение народа на разных этапах развития общества. Он также касается таких вопросов, как воспитательная роль сказок, многообразие сюжетов и богатство образов в чувашской сказочной прозе, взаимодействие сказок разных народов.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Павильонсене кӗрсе республикӑра туса илекен ҫырла тата унран хатӗрленӗ продукци тӗслӗхӗсене тишкернӗ, ҫак мероприяти ялти ӗҫӗн пысӑк пӗлтерӗшне кӑтартса пани ҫинчен каланӑ.

Help to translate

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Художествӑллӑ пултарулӑх коллективӗсем профессионаллӑ коллективсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени театрсемпе филармонисен репертуарне пуянлатать, студисене ҫӳрекенсемшӗн творчествӑлла практикӑ пулса тарать, вӗсене искусствӑн кӑткӑс жанрӗсене алла илме, ӑсталӑха ӳстерме тата кунпа пӗрлех художествӑллӑ пултарулӑхӑн пӗлтерӗшне хӑпартма пулӑшать.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программинче обществӑн культурӑ пурнӑҫне хӑватлан тата нумай енлӗн аталантарса пымалли, халӑха воспитани парас ӗҫре литературӑпа искусствӑн пӗлтерӗшне татах ӳстермелли ҫул-йӗрсене палӑртса хунӑ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчах Ленин партийӗ ҫеҫ, Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗ кӑна ҫак чаплӑ сӑмахсене хӑйсен чӑн-чӑн пӗлтерӗшне пама пултарчӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑхӑт тахҫанах ҫурҫӗр иртни те уншӑн пӗлтерӗшне ҫухатрӗ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Педагогсен пӗлтерӗшне кура Раҫҫей Президенчӗ 2023 ҫула ахальтен мар Вӗрентекенпе вӗрентӳҫӗ ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ.

Help to translate

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Пӗчӗкрех пулнӑран вӑрҫӑ нушин пӗлтерӗшне аванах ӑнкарман-ха.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Кун пек каласа эпӗ ачасене вӗрентсе, воспитани парас ӗҫре ытти предметсен пӗлтерӗшне нимӗн чухлӗ те чакарасшӑн мар-ха.

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Экологи ӑнланулӑхӗн пӗлтерӗшне ӳстерсе эсир пирӗн планетӑн тасалӑхӗшӗн тата тӗрӗстӗкеллӗхӗшӗн куллен кӗрешетӗр, тавралӑха типтерлӗн сыхласа упрас ӗҫе йӗркелетӗр, Чӑваш Республикин тата пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрӑн экологи пуласлӑхне пысӑк тӳпе хыватӑр.

Вы ежедневно боретесь за чистоту и здоровье нашей планеты, повышая значимость экологического сознания, формируете бережное отношение людей к окружающей среде, вносите огромный вклад в экологическое будущее Чувашской Республики и страны в целом.

Олег Николаев Эколог кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/05/ole ... em-ekologa

— Сӑмах этем чун-чӗри таса пулмалли ҫинчен, ӗҫ коллективӗнчи ҫынсем пӗр-пӗрне тӗрӗс ӑнланасси ҫинчен, ӑмӑрту тӗллевӗпе пӗлтерӗшне тӗрӗс ӑнланасси ҫинчен, ӗҫри ҫӗнӗлӗхсене анлӑ ҫул парасси ҫинчен, ертсе пырассине лайӑхлатасси ҫинчен пырать.

Help to translate

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Лаша пуласси тихаран, ҫын пуласси ачаран паллӑ» ваттисен сӑмахӗ хӑйӗн пӗлтерӗшне нихӑҫан та ҫухатмасть.

Help to translate

Пуласлӑхӗ пысӑк // Ольга КАЗНАЧЕЕВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... 81a%d0%ba/

Ҫӗнӗ технологисен ӗмӗрӗнче вулавӑшсем хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатмалла мар.

Help to translate

Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗн ҫӗнӗ кӗнекипе паллашрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=1_Rw32EsKd4

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed