Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш чухне аҫа ҫури ман пата хыҫалти ҫенӗхе пыратчӗ; унта маччана хӑпарса каймалли пусма айӗнче эпӗ ҫывӑрса пурӑнаттӑм; пусма ҫинче, чӳрече тӗлӗнче, кӗнекесем вулаттӑм.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурӑнӑҫ кутӑнла хӑтланса нимне уямасӑр манӑн чунӑмри хӑйӗн чи лайӑх ҫырӑвӗсенех шӑлса пыратчӗ, тӑрӑхласа кулнӑ пекле, ун вырӑнне темле кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑр тӑратса хӑваратчӗ, — эпӗ пурӑнӑҫӑн пусмӑрлӑхне хирӗҫ ҫиленсех пит хытӑ тӑраттӑм, эпӗ ыттисем ишнӗ шыв тӑрӑхах ишсе пыраттӑм, анчах маншӑн шывӗ сивӗрехчӗ, вӑл мана, ыттисене ҫӗкленӗ пек, ҫӑмӑллӑнах ҫӗклесе тӑмастчӗ, — хӑш-хӑш чухне мана хам пӗр-пӗр тарӑн ҫӗрелле путса пынӑ пек туйӑнатчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗрре эпир унпа урамра тӗл пултӑмӑр; вӑл йывӑр енот кӗрӗкӗ тӑхӑнса, пуп пек чаплӑн та ерипен утса пыратчӗ, эпӗ унпа сывпуллашрӑм; ман ҫине ывӑҫ тупанӗ айӗнчен пӑхса илсе, вӑл шухӑша кайнӑ пекле каларӗ:
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Лавкара йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрлансах пыратчӗ, эпӗ чиркӳ кӗнекисене пурне те вуласа тухрӑм, кӗнекеҫӗсем тавлашнисемпе халлапланисем мана ӗнтӗ урӑх илӗртместчӗҫ, вӗсем яланах пӗр япала ҫинчен калаҫатчӗҫ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Темиҫе кун хушши эпӗ коропкӑсемпе кӗнекесем килессине кӗтсе шутсӑр тертленсе пурӑнтӑм; юлашкинчен, кӗнекесем килсе ҫитрӗҫ, эпӗ вӗсене кладовойӗнче суйлама тытӑнтӑм, ман пата кӳршӗ приказчикӗ утса пыратчӗ те ӑна Псалтирь пама ыйтать.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Уйра юр ирӗлетчӗ, ҫӳлте хӗллехи пӗлӗтсем ирӗлсе, йӗпе юр ҫумӑр пулса, ҫӗр ҫинелле ӳкетчӗҫ; хӗвел хӑйӗн ҫутӑ кунхи ҫулӗпе вӑрахӑнтарах та вӑрахӑнтарах ҫӳретчӗ, сывлӑш ӑшӑрах пулса пыратчӗ, ӗнтӗ ҫурхи савӑнӑҫ килсе ҫитнӗ пекех, вӑл юри вылямалла таҫта хула хыҫӗнче уйсенче пытанса ларнӑ та часах хулана килсе кӗрес пекех туйӑнатчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Урай хӑмине улӑштармалла тесе час-часах сӑмахлатчӗҫ, шӑтӑкӗ пӗрмай ӳссе пыратчӗ, ҫил-тӑман пулнӑ чух унтан труба витӗр вӗрнӗ пекех вӗретчӗ, ҫынсем шӑнса пӑсӑлатчӗҫ, ӳсӗретчӗҫ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мӗн те пулин тума пултараттӑм эпӗ, мана мухтатчӗҫ, мантан тӗлӗнетчӗҫ, анчах эпӗ хусканма пултарнӑ пек пулнӑ кичемлӗх каллех ҫӑралса та тӗрекленсе ҫынсене пусса пыратчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпир хӗрсех ҫум ҫумлаттӑмӑр, вӑл пур — пыратчӗ те икшер сехет сӑмах калатчӗ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Хӑш чухне тата кӗнекеҫӗсем пыркалатчӗҫ: мӑн хырӑмлӑ та хӑрах куҫлӑ ҫын Пахомий, ҫуланса пӗтнӗ ваткӑллӑ сӑхманлӑскер, шӳсе кайнӑскер те нӑрӑклатса ҫӳрекенскер; шӑши пек яка, пӗчӗк старик Лукиан, ӑшӑ кӑмӑллӑскер те ҫивӗчскер, унпа пӗрле кучер йышши, пысӑк салху ҫын, хура сухаллӑскер пыратчӗ, кӑмӑла каймалла мар кичем, анчах та хитре сӑнлӑскер, пӗртте выляман куҫлӑскер.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах тавар илекенсене астарса кӗртес тата сутӑ тӑвас тӗлӗшрен ман ӗҫ начар ӑнӑҫса пыратчӗ; ҫав калаҫма юраман салху мужиксем, йӗкехӳресем пек карчӑксем яланах темрен хӑраса та пуҫа усса ҫӳрекенскерсем, мана хӗрхенмелле пек туйӑнатчӗҫ, ман ҫирӗм пус ытлашширех ыйтмасӑр тавар илекене иконӑн чӑн хакне шӑппӑн калас килетчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пасар кунӗсенче, юнкунпа эрнекун, суту ӗҫӗ аван пыратчӗ, терассӑра пӗрмаях мужиксемпе карчӑксем, хаш чухне пӗтӗм ҫемьисемпе курӑна-курӑна каятчӗҫ, йӑлтах — Атӑл лешъенчи старообрядцӑсем ҫынна шанман, вӑрманти салху халӑх.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Часах ун патне Яков пырса ҫитрӗ, вара вӗсем календарти картӑна пӑхма тытӑнчӗҫ — пассажирӗ картӑ тӑрӑх пӳрнепе кӑтартса пыратчӗ, кочегарӗ лӑпкӑн калатчӗ:
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав уншӑн пурпӗрех пулни ман ӑшӑмра хытӑран хытӑрах усал хуйхӑ кӑларса пыратчӗ, Яков ҫине ҫиленсе ӑна кӑмӑллас мар шухӑша вӑрататчӗ.Это равнодушие вызывало у меня все более злую тоску, будило чувство сердитой неприязни к Якову.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана вӑл ытларах кӑмӑла килсе пыратчӗ, ҫав вӑхӑтрах тата кӑмӑла та каймастчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сидоров та пирӗн хыҫҫӑн утса темскер кӑшкӑрса пыратчӗ, чӳречесенчен тӗрлӗ ҫынсен пуҫӗсем курӑнса карӗҫ; канлӗн пирус туртса, Королева Маргон амӑшӗ пӑхатчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукамай пыратчӗ, эпӗ пит хавхаланса ӑна Королева Марго ҫинчен каласа кӑтартаттӑм, — кукамай тутлӑн тапак шӑршлакаласа, хытӑ ӗненмелле калатчӗ:
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫухӑра-ҫухӑра, ахлата-ахлата хӗрарӑмсем Викторушкӑран: «Дама мӗнле ларатчӗ вара, майор епле чӗркуҫленсе ларнӑччӗ?» тесе тӗпӗ-йӗрӗле ыйтатчӗҫ, Викторушка пӗрмай ҫӗнӗ япаласем хушса пыратчӗ:
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ыттисенчен сайрарах ун патне пӗр савӑнӑҫлӑ мар, ҫӳлӗ офицер, ҫамкине каснӑ паллилӗскер те тарӑн пытанса ларакан куҫлӑскер, пыратчӗ: вӑл яланах хӑйпе пӗрле скрипка илсе пыратчӗ те тӗлӗнмелле аван калатчӗ, — ҫав тери лайӑх калатчӗ: иртен-ҫӳренсем вара чӳречесем патӗнче чарӑна-чарӑна тӑратчӗҫ, пӗтӗм урамран халӑх пӗренесем ҫине пуҫтарӑнса ларатчӗ, ман хуҫасем те, килте пулсассӑн, чӳречесене уҫса яратчӗҫ те каланине итлесе музыканта мухтатчӗҫ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана урама уҫӑлса ҫӳреме ямастчӗҫ, уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑт та ҫукчӗ, — ӗҫ пӗрмаях хутшӑнса пыратчӗ; халӗ яланхи пек горничнӑй, дворник тата «чупса ҫӳрекен ача» ӗҫне тунисӗр пуҫне, манӑн кашни кулленех сарлака хӑмасем ҫине пӑтасемпе коленкор ҫапмаллаччӗ, ун ҫине чертежсем ҫыпӑҫтармаллаччӗ, хуҫан строительство ӗҫӗсен сметисене таса хут ҫине ҫырмаллаччӗ, подрядчиксен съезчӗсене тӗрӗслемеллеччӗ, — хуҫа иртен пуҫласа ҫӗрлеччен машина пек ӗҫлетчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.