Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫа (тĕпĕ: пуҫ) more information about the word form can be found here.
— «Пуҫа мӗншӗн ҫыхнине ыйтрӗ пулсан, ӗнер ялта мӗн пулса иртнине нимӗн те пӗлмест-ха ку. Каласа парсан харкашу тапранӗ. Халь вӑхӑт мар», — шухӑшларӗ Макҫӑм.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫухалса кайни пуҫа ҫиме те пултарать.

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑ, урӑх никам та мар, ман пуҫа ҫавӑрчӗ, пӗтӗм кӑмӑла улӑштарчӗ».

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗне курса пуҫа ҫухатиччен ӗҫрӗн?

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах укҫа тесе пуҫа ҫухатас мар.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахӑртнех, ҫӗнӗ пӗлӗш сирӗн пуҫа хӑвӑрт ҫавӑрӗ.

Вероятно, новый знакомый сможет очень быстро вскружить вам голову.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӳрех хӗпӗртӳ туйӑмӗ пуҫа пырса ҫапрӗ: эппин, сцена ҫинче ҫирӗппӗн ҫӳрекен пирӗн пекех кулленхи пурнӑҫ пирки те шутлать иҫмасса.

Help to translate

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

— Эпӗ, — пуҫа сӗлтсе ҫирӗплетрӗм.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ҫак вӑхӑтрах пуҫа пӑрмасӑр, «атлетпа» пӗр-пӗрне куҫран пӑхса тӑрсах: — Алена, ачасене алӑран ҫавӑтса ку вӑрмантан вӑр-вар тух та йӗрке хуралҫисене чӗнме тӑрӑш, — систеретӗп арӑма.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Пуҫа юр ӑшне чиксе хурасси патнех ҫитрӗм вӗт.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Чӳречерен мӗн курнине халӗ ас та тумастӑп ӗнтӗ: пуҫа урӑх шухӑш канӑҫсӑрлантарчӗ манӑнне.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Темскер пуҫа ҫавӑрать, хӗвел ӑшшӑн лӑпкать, симӗс курӑк куҫа кантарать…

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тӗлленмест-ши мана ку чӗрӗ чун сасси тесе пуҫа иккӗлентерсе сулласа илтӗм.

Help to translate

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Ун ҫине пуҫа кӑшт ҫӗклесенех куҫа йӑмӑхтарса ярать.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Татьяна ун умне ҫитсе тӑрсан хӗвел пуҫа хытӑ пӗҫертесрен ҫыхнӑ пысӑк мар тутрине салтса алӑри пир сумкине чикрӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӑҫта ҫитнине пӗлес тесе пуҫа ҫӗклерӗм те тавралӑха сӑнатӑп.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Аслатийӗ хытӑрах кӗрӗслеттерме тытӑнсан, пуҫа тӳшек-минтер айне пытарни те пӗрре мар пулнӑ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Пыра йӗпетмелли, пуҫа минретмелли.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Общежити коменданчӗпе Марина Осиповнӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн пуҫа кӗрсе-вырнаҫса юлнӑ-тӑр вӑл.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пуҫа чӳречерен тулалла кӑларса пӑхсан, пулас ҫуртӑн кӑшкарӗ мӗн ҫӳлти хута ҫитичченех курӑнать, ӗҫлекенсене те аванах сӑнама пулать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed