Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫа (тĕпĕ: пуҫ) more information about the word form can be found here.
Ҫапах та, шӑналӑка пӗр кӗтессинчен сирсе, пуҫа кӑларса пӑхрӑм.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Мӗн калаҫни пуҫа юлман, значӑтцӑ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кала, Эрхип, манӑн пӗлессӗм килет: мӗн пулчӗ Сантӑрккана? — тарӑн пусӑран илтӗннӗ пек туйӑнчӗ Ҫимун сасси, тӗлӗкри пек туйӑмӗ иртсе кайман-ха унӑн, шухӑшӗсем пуҫа вырнаҫаймаҫҫӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Гитлер урса кайнипе Пуҫа усса ларас мар!

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗтерет ку эсремет вӑрҫӑ пирӗн пурнӑҫа, пуҫа ҫиет.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Совет влаҫӗшӗн эпӗ хам пуҫа хума хатӗр.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗр пуҫа мӗн чухлӗ шухӑш капланса килнинчен тӗлӗнетӗп.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫа темле хӑрушӑ шухӑшсем килсе кӗреҫҫӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял Советӗнче пулнӑ вӑл, унта ӗҫне пӗтернӗ, халӗ пуҫа чиксе хӑраса ҫӳресси ҫук.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хамӑн тырра комсомолецсен килне кайса чикме пуҫа ҫухатман-ха, — тесе йӗрӗнчӗклӗн шӑл йӗрсе пуҫне пӑркаларӗ Вӑрӑм Павӑл, халӑх умӗнче ик-виҫ хут хӗрес хывса кӑтартрӗ…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тен, сирӗн пуҫа ҫавӑрса ярӗҫ.

Возможно, вам буквально вскружат голову, а в животе запорхают бабочки.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ун чухне пӗр-пӗрне ӑнланса юратни, пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнни кӑна пирӗн пурнӑҫа чечеклентерӗ, йывӑрлӑхсене пуҫа усмасӑр ҫӗнтерме вӑй-хӑват парӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сана, чун юратнӑ кума, мана пӗр сӑмахранах ӗненнӗшӗн пуҫа ҫӗре тивертсех тав тӑватӑп.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— «Пуҫа мӗншӗн ҫыхнине ыйтрӗ пулсан, ӗнер ялта мӗн пулса иртнине нимӗн те пӗлмест-ха ку. Каласа парсан харкашу тапранӗ. Халь вӑхӑт мар», — шухӑшларӗ Макҫӑм.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫухалса кайни пуҫа ҫиме те пултарать.

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑ, урӑх никам та мар, ман пуҫа ҫавӑрчӗ, пӗтӗм кӑмӑла улӑштарчӗ».

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗне курса пуҫа ҫухатиччен ӗҫрӗн?

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах укҫа тесе пуҫа ҫухатас мар.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахӑртнех, ҫӗнӗ пӗлӗш сирӗн пуҫа хӑвӑрт ҫавӑрӗ.

Вероятно, новый знакомый сможет очень быстро вскружить вам голову.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӳрех хӗпӗртӳ туйӑмӗ пуҫа пырса ҫапрӗ: эппин, сцена ҫинче ҫирӗппӗн ҫӳрекен пирӗн пекех кулленхи пурнӑҫ пирки те шутлать иҫмасса.

Help to translate

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed