Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушатрӗ (тĕпĕ: пушат) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑрӑнса пӑхмасӑр тата пӗрмаях хӑй ҫинчен, мӗн курни ҫинчен шухӑшласа, Евсей чӗлпӗре пушатрӗ те каллех хӑй шӑпине Буланый ҫине шанса пачӗ: пӗлнӗ ҫӗре кайтӑрах, хуть пӗр вырӑнта ан тӑтӑр.

Но оглядываясь и все еще думая о себе и о виденном, Евсей ослабил поводья и снова доверился Буланому, — пусть идет куда знает, лишь бы не стоял на одном месте.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл черккене хӑвӑрттӑн пушатрӗ, шкап енчен ҫунса хӗмленекен куҫсемпе ҫаврӑнчӗ те тутине кӗпе ҫаннипе васкавлӑн шӑлса илчӗ, — Юрату!

Он быстро выпил рюмку, отвернулся с загоревшимися глазами от поставца и торопливо утер губы рукавом рубашки, — Любовь!

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫавӑнтах револьверне персе пушатрӗ.

И разрядил револьвер.

XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рачко тутине пӗркелеттерсе Огнянов черккине те пушатрӗ, эрехе хӑйӗн эрех те марччӗ ӗнтӗ, уксус пекчӗ.

И Рачко допил стакан Огнянова, скорчив гримасу, — вино унего было не вино, а уксус.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Макар лаша ҫӑварлӑхне вӗҫерчӗ, чӗлпӗр вӗҫне унӑн малти уринчен йӑлласа ҫыхрӗ, хырӑмсалӑхне пушатрӗ.

Макар разнуздал коня, привязал повод уздечки к его передней ноге, ослабил подпруги.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑватӑ миххине Ҫемен пырса пушатрӗ, анчах пиллӗкмӗшӗн анине салтса ярсан, Ушаков ҫакӑн ҫине хурчӑка пекех сиксе ӳкрӗ: — Санӑн аҫу ҫакнашкал вӑрлӑхпа акма хатӗрленнӗччӗ-им-ха вара? — терӗ те, Ҫеменӗн сӑмси умне тӳрех пӗр ывӑҫ хайхи вӑрлӑха ывӑҫласа пырса кӑтартрӗ.

Четыре чувала Семен высыпал, а когда развязал гузырь пятого, Ушаков налетел на него ястребом: — Это таким зерном твой батя собирался сеять? — и сунул под нос Семену горсть зерна.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав хушӑра Яков Лукичӑн ывӑлӗ ятарласа килнӗ ҫыннӑн лашине утӑ хурса пачӗ, йӗнер хырӑмсалӑхне пушатрӗ, ҫӑварлӑхне вӗҫертсе ячӗ.

Тем временем сын Якова Лукича положил лошади приехавшего нарочного сена, ослабил подпруги седла, разнуздал.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл Гаврик пуллине хӑй пуллисем ҫинех пушатрӗ.

Они выгружала бычки Гаврика прямо на свои бычки.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр чемоданӗ ниепле те хупӑнмастчӗ, вӑл ун хуплашкине уҫрӗ те шалта мӗн пуррине кровать ҫине силлесе пушатрӗ.

Один чемодан ни за что не закрывался, и он взял его за верхнюю крышку и опрокинул на кровать.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ йӗмерӗм, анчах та сӑн-питӗм тискерленсе кайнӑччӗ пулӗ манӑн, мӗншӗн тесен сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын ман ҫине пӑхса илчӗ те аллине пушатрӗ: эпӗ тарас ҫуккине пӗлчӗ, ахӑр.

Я не плакал, но, должно быть, у меня было отчаянное лицо, потому что человек в кожаном пальто внимательно посмотрел на меня и разжал свою руку: понял, что не убегу.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл галстукӗ ҫине те, сӑмса тутӑрӗ ҫине те, ҫаннисен ӑшне те духи ярса ҫур кӗленче пушатрӗ.

Он налил себе полсклянки за галстук, в носовой платок, на рукава.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мересьев протезсен чӗнӗсене ҫеҫ кӑшт пушатрӗ те, ҫурӑмӗ ҫинче выртса пӗлӗтелле пӑхрӗ.

Мересьев только ослабил ремни протезов и, лежа на спине, смотрел на небо.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах та хӑй управленине памарӗ, аллисемпе урисене кӑшт пушатрӗ ҫеҫ, ҫак ӑнланмалла мар чудакӑн аллисенчен управленине самантрах каялла илме хатӗр пулса пычӗ.

Но не передал, а только ослабил руки и ноги, готовый в любой момент выхватить управление из рук этого непонятного чудака.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Аманнисем халь сахал пулчӗҫ; начальство хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна пушатрӗ, унта икӗ койка ҫеҫ хӑварчӗ: сылтӑмра — Мересьевӑнне, сулахайра, юханшыв хӗрринчи урамалла тухакан чӳрече патӗнче — Стручков майорӑнне.

Раненых было мало, начальство разгрузило сорок вторую палату, оставив в ней две койки: справа мересьевскую и слева, у окна, выходившего на набережную, майора Стручкова.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӑши хӑйӗн шӑнӑрӗсене пушатрӗ те уҫланкӑна тухрӗ, пӗлӗтелле чалӑшшӑн пӑхса, шӑн юра ҫуларӗ.

Зверь распустил напряженные мускулы, вышел на поляну, лизнул наст, кося глазом на небо.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пушатрӗ.

Опустошил.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Каччӑ эрехпе вылякан мар, анчах та пӗр-ик черкке ҫуттине пушатрӗ ҫав.

Парень не баловался водкой, но все же одну-две рюмки светлой пропустил.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed