Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Тӑнӑҫлӑха курайман ҫынсем хушшинче вӑрах пурӑнчӗ манӑн чунӑм.
Пс 119 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тыткӑнран таврӑннӑ халӑх хӳшӗ туса тултарчӗ те хӳшӗсенче пурӑнчӗ.17. Все общество возвратившихся из плена сделало кущи и жило в кущах.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн пекех, Турӑ Иезавель ҫинчен те каларӗ: Иезавеле ӗнтӗ Изреель хӳми хыҫӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, терӗ; 24. Ахав кил-йышӗнчен кам хулара вилет, ҫавна йытӑсем ҫисе ярӗҫ; кам хирте вилет, ӑна вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ; 25. Ахав пек ҫылӑха парӑннӑ ҫын пулман-ха: вӑл, хӑйӗн арӑмӗ Иезавель хӗтӗртни хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса тӑчӗ; 26. вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хуса янӑ аморрейсем пекех, йӗрӗхсене пуҫҫапса, йӗрӗнчӗк ӗҫсем туса пурӑнчӗ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Илия.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иаков Рахильпе Лийӑна хире, хӑйӗн вак выльӑхӗсен кӗтӗвӗ патне, чӗнтерсе илнӗ те 5. вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн аҫӑр сӑнне куратӑп та, вӑл маншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар; анчах ман аттемӗн Турри манпа пӗрле пулчӗ; 6. эпӗ сирӗн аҫӑршӑн мӗнпур вӑйӑмпа ӗҫлесе тӑнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, 7. сирӗн аҫӑр вара мана улталаса пурӑнчӗ, мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӗ; анчах Турӑ ӑна мана усал тума памарӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.