Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнма (тĕпĕ: пурӑн) more information about the word form can be found here.
Мӗн ачаранах намӑса пӗлсе пурӑнма хӑнӑхнӑскер, вӑл ирӗксӗрех кичемленчӗ, «Ҫын умне, пуринчен ытла хӗр-арӑмсем умне, ҫаппа-ҫарамас тухма мӗнле хӑяҫҫӗ вӗсем?»

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь хӑй те выҫлӑ-тутлӑ пурӑннӑран виллисене тутӑ пурӑнма сӗнни вӗсенчен кулни пуласран хӑрарӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫеҫен хирте пурӑнма пит меллех мар пулӗ ҫав.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Общежитире пӗр пысӑках мар пӳлӗмре пӗрле ҫӑтмахри пек пурӑнма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Вӑл унсӑр пурӑнма та пултараймасть иккен.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Татьяна виҫӗ вырӑнлӑ пӳлӗмре математика вӗрентекен Васелисӑпа тата чӑваш чӗлхи ӑсти Валентинӑпа пурӑнма тытӑнчӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Васелиса Петровна хӑйсемпе пӗрле пурӑнма уҫӑ кӑмӑллӑ та вашават, сӑнӗпе те пӗвӗпе темле каччӑн чунне те ҫунтарма пултаракан, пурнӑҫ ӑнлавӗ те пысӑк хӗр килнӗшӗн хӗпӗртерӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Унта аякри тӑрӑхсенчен вӗрентме-ӗҫлеме ҫӳрекенсене пурӑнма ятарлӑ ҫурт — общежити те пур.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗрарӑм кӑмӑл-туйӑмне хытарнӑ, ачисемшӗн пурӑнма, вӗсемшӗн тӑрӑшма тупа тунӑ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Унта пурӑнма пӳрменшӗн, тен, хурланчӗ те пуль.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вара эпӗ ывӑлӑмпа ҫак ҫурт ӑшшине туйса пурӑнма тивӗҫлӗ мар-и?

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫавӑнпа санӑн кунта пурӑнма нимӗнле ирӗк те ҫук.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫав кунран пуҫласа вӗсем пӗр «йӑвара» пурӑнма сӑмах татрӗҫ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Апла пулсан та, ҫынсем унран ывӑлӗ вырӑнне пӳрт-ҫурт туса пама тархасланӑ: «Пурӑнма вырӑн ҫук, пӗчӗккисене хӗрхен, вӗсене пӳрт ҫути, кӑмака ӑшши кирлӗ», — тенӗ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Паллӑ, сирӗн пӗр вӑхӑт ҫемьерен уйрӑм пурӑнма тивет.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хваттер илес шутпа кӗҫ-вӗҫ пӑсма палӑртнӑ ҫак общежитире пурӑнма тытӑнчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл комендант патне кайнӑ та: «Виҫҫӗр вун пиллӗкӗмӗш пӳлӗмре йыш хутшӑнчӗ, пиллӗкмӗш ҫын пурӑнма тытӑнчӗ, ӑна та вырӑн таврашӗпе тивӗҫтермелле», — тенӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Килӗнче йӗрке те типтерлӗх, — шутларӗ Миша, — анчах ӑна кунта пурӑнма пӗрех ҫӑмӑл мар».

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ытти арап йӑхӗсем Анат Нубие пурӑнма куҫнӑ, 1174 ҫулта ӑна Египетпа пӗрлештернӗ.

Другие арабские племена заселили Нижнюю Нубию, она была присоединена к Египту в 1174 году.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ман хӗрача Сенӗк Ҫеркушӗпе килӗштерсе пурӑнма мар, унпала пӗр ҫуна ҫинче те ларса пырас ҫук!

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed