Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн пулнисене вӑл нимӗн те астуман, ҫавӑнпа та ҫак кӑмӑллӑ та ӑшӑ чунлӑ сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрарӑмӑн сӑнӗ мӗншӗн ҫакӑн пек пӑлхануллӑ пулнинчен тата вӑл хӑй ҫине ыйтуллӑн пӑхнинчен Мересьев тӗлӗнсе кайрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл, ҫав ӗлӗк мӗн пулнисене аса илме тапратса, питех те тарӑн шухӑша кайнӑ, ҫапла вӑл Бекки вӑранса хуллен кулса янине те асӑрхаман.Он долго сидел, глубоко задумавшись, как вдруг Бекки проснулась с тихим веселым смехом.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫавӑнтанпа нумай ҫул иртрӗ, мӗн-мӗн пулнисене пурне те эпӗ мантӑм; вӑл япала таҫта ют ҫӗршывра пулнӑччӗ пулас.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тӗл пулу вӗҫӗнче тӑватӑ пинлисен клубне кӗме тивӗҫ пулнисене чысларӗҫ.
Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06
33. Ӗненнипе вӗсем патшалӑхсене ҫӗнтернӗ, тӳррипе сут туса пурӑннӑ, Турӑ пама пулнисене илнӗ, арӑслансен ҫӑварне хуптарнӑ, 34. хӑватлӑ вут-ҫулӑма сӳнтернӗ, ҫивӗч хӗҫрен хӑтӑлнӑ; халсӑрлӑх хыҫҫӑн вӑй илнӗ, вӑрҫӑра ҫирӗп пулнӑ, ют халӑх ҫарӗсене хӑвала-хӑвала янӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр; 3. куллен пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире; эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫарнӑ пек, 4. пирӗн ҫылӑхсене каҫар пире; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире, тейӗр.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Петра та, унпа пӗрле пулнисене те ыйхӑ пуснӑ; вӑрансассӑн вӗсем Иисус мухтавлӑхне тата Унпа пӗрле тӑракан икӗ ҫынна курнӑ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Епле вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе священниксемсӗр пуҫне урӑх никамӑн та ҫиме юраман парне ҫӑкӑрӗсене илсе хӑй те ҫинӗ, хӑйпе пӗрле пулнисене те панӑ? тенӗ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫав чурасем вара ҫулсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те — усаллисене те, ыррисене те — пухса пынӑ; туй ӗҫкине вара туллиех пуҫтарӑннӑ.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн яту хисеплентӗр; 10. Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр; 11. паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире; 12. эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире; 13. ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
78. Хӑйсен ҫылӑхӗсемпе ҫыхӑнса ларнисене, хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсен айне пулнисене хуйхӑ ҫитӗ!78. Горе тем, которые связаны грехами своими и покрыты беззакониями своими!
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унта ҫитсессӗн, вӑл йӑхташӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ, парне вырӑнӗ умне священниксене тӑратнӑ, керемре пулнисене те чӗнтернӗ, 32. вара киревсӗр Никанорӑн пуҫне, аллине — усал ҫын, каппайланса, Пурне те Тытса Тӑраканӑн сӑваплӑ Ҫурчӗ енне тӑснӑ алла — кӑтартнӑ та 33. ҫылӑхлӑ Никанорӑн чӗлхине касса илме, ӑна вакласа кайӑксене пӑрахса пама, ӑссӑрӑн аллине вара Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ҫакса хума хушнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл, хӑйпе пӗрле пулнисене суя тӗнлисем тапӑнса килнинчен хӑрама кирлӗ маррине, унччен те тӳперен пулӑшу килсех тӑнине аса илсе, халӗ те Пурне те Тытса Тӑраканран ҫӗнтерӳпе пулӑшу кӗтме ӳкӗтленӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑйпе пӗрле пулнисене «Турӑ ҫӗнтерӗвӗ» текен паллӑ парса, вӑл суйласа илнӗ патвар ҫамрӑксемпе ҫӗрле патша чатӑрне тапӑннӑ, унӑн ҫарӗнчи тӑватӑ пине яхӑн ҫынна вӗлернӗ, кунсӑр пуҫне чи пысӑк сӑланне ун ҫинче ларакан халӑхӗ-мӗнӗпе тӗп тунӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17. вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудӑна Никанор ҫывӑхарни ҫинчен хыпарланӑ, вӑл вара хӑйпе пӗрле пулнисене ҫар ҫитни ҫинчен пӗлтерсессӗн, 13. хӑравҫӑсем тата Турӑ тавӑрасса ӗненменнисем хӑйсен вырӑнне пӑрахса тарса саланнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14. Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15. ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16. унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Вара Трифон, Ионафанпа пӗрле пулнисене пурне те пӗтерсе тӑкас тесе, Галилейӑпа аслӑ тӳремлӗхе ҫуран ҫарпа утлӑ ҫар янӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫана тӑрӑшсах мухтавла, ӗмӗрсен Патшине мухтаса юрла, ҫак хулара савӑнса каллех кӗлӗ чатӑрӗ туса лартчӑр, Туррӑмӑр тыткӑнра пулнисене савӑнтартӑр, ҫак хулара хурлӑх куракансене ӗмӗр-ӗмӗрӗпе юраттӑр.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иудейӑра та, Иерусалимра та пӗлтерсе тухнӑ: тыткӑнра пулнисене пурне те Иерусалима пухӑнма чӗннӗ, 8. кам та кам вара виҫӗ кун хушшинче унта пымасть, пуҫлӑхсемпе аслӑ ҫынсем кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пӗтӗм пурлӑхне тупаламалла, ӑна хӑйне куҫса килнӗ халӑхран уйӑрмалла, тенӗ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.