Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хутаҫа шӑрт пӗрчисем хушшине типӗ хӑйӑр ҫурри таран тултараҫҫӗ те шӑрт вӗҫӗсем йӗркеллӗ саркаланса тӑракан пуличченех силлеҫҫӗ.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Шыв юхӑмӗ челнока та, шкунӑна та пӗр пек хӑвӑртлӑхпа, илсе каять, анчах шкуна галсене ҫав тери тӑтӑш улӑштарнипе малалла нимӗн чухлӗ хускалайми пуличченех чарӑнса тӑрать.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Уҫӑ алӑкран пуля вӗҫсе кӗрсе, доктор аллинчи мушкета турпас пуличченех ҫӗмӗрсе тӑкрӗ.В открытую дверь влетела пуля и раздробила мушкет доктора в щепки.
XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Эпӗ типтерлӗ, ырӑ ӗҫ тума вӗрентнӗ ача пулса ӳсрӗм, катехизиса та пӗр сӑмаха тепринчен уйӑрса илмелле мар пуличченех пӑхмасӑрах темиҫе хут калама вӗренсе ҫитнӗччӗ.
XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Каҫ пуличченех тӳпере хӗрлӗрех таса мар пӗлӗтсем пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Пӗчӗкҫеҫ кӗпер ҫинче тӑракан арӑмӗ ӑна, сӑрт хыҫне кӗрсе курӑнми пуличченех пӑхса тӑрса, макӑра-макӑра, ӑсатрӗ…Жена со слезами смотрела ему вслед с мостика, пока он не скрылся на повороте за холмиком.
II // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.
Ӑсатма тухнисем мӗн лашасем курӑнми пуличченех хыҫалтан пӑхса тӑчӗҫ.
XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пурте салансан, Сяо Сян ӑна юлма хушрӗ, вара вӗсем ҫӗрле пуличченех калаҫса ларчӗҫ.А когда все разошлись, попросил его остаться и просидел с ним до поздней ночи.
XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Лешсем тӑкӑрлӑкалла пӑрӑнса курӑнми пуличченех пӑхса ӑсатрӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чжао Юй-линь килӗнче мӗн ҫӗрле пуличченех сасӑсем кӗрлесе тӑчӗҫ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хӑшпӗр ушкӑнсенче калаҫӑва тӗттӗм пуличченех вӗҫлерӗҫ, ҫавӑнпа хресченсен ыран помещикпа татӑлма лайӑх туя хатӗрлеме вӑхӑт ҫителӗклех пулчӗ.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Мӗн каҫ пуличченех Фома тӗксӗммӗн ҫӳренӗ, мужиксем хӑй ҫине хисеплӗн тата шӑлкӑнса пӑхнине те асӑрхаман.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна намӑс та, кичем те пулса кайнӑ; каҫ пуличченех вӑл киле таврӑнма, пӗчченех ҫӳресе ирттернӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иккӗшӗ те мӗн сывлайми пуличченех ҫапӑҫнӑ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫӗнӗ туссем ҫурма сасӑпа пахчара мӗн ҫӗрле пуличченех калаҫрӗҫ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Каҫ пуличченех задание кайма хушасса кӗтсе лартӑмӑр.
13. Ҫапӑҫусем пуҫланасса тем пекех кӗтетпӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпир ҫывхарса килекен татӑклӑ ҫапӑҫусенче совет авиацин техники пур енрен те вӑйлӑ пуласси ҫинчен, сывлӑшри ҫапӑҫусенче ҫӗнтерӳ кунӗ пуличченех хамӑр мала тухасси ҫинчен малтанах пӗлсе тӑтӑмӑр.
12. Фотокинопулемет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Сывлӑшра иртен пуҫласа тӗттӗм пуличченех моторсем кӗрлеҫҫӗ.
26. Майӑн пӗрремӗшне ют ҫӗршывра уявларӑмӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Юлашкинчен, Чушка вӑрӑм чӑпӑркка вӗҫӗ лекми пуличченех хӑйӗн барьер ҫумӗпе чупмалли ҫинчен аса илчӗ.
Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Ӗҫлессе тӗттӗм пуличченех ӗҫлерӗмӗр.
11. Пирӗн «ПО-2» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.