Шырав
Шырав ĕçĕ:
пуличченех (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
11. Иртенпех ҫиккер шыракансене, сӗм каҫ пуличченех эрехпе хӗрекенсене хуйхӑ ҫитӗ!11. Горе тем, которые с раннего утра ищут сикеры и до позднего вечера разгорячают себя вином;
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хӑйӗн хӑватлӑ сывлӑшӗпе вӑл тахӑҫан пулассине курса тӑнӑ, Сионра хуйхӑрса пурӑнакансене лӑплантарнӑ; 28. пулассине, никам пӗлменнине мӗн пуличченех пӗлтерсе тӑнӑ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ; 23. эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ. 24. Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ. 25. Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ, 26. ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ. 27. Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех, 28. ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех, 29. шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ: 30. ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ, 31. Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ. 32. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Священниксем ӗнтӗ мӗн тӗттӗм пуличченех парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа левитсем хӑйсем валли те, хӑйсен тӑванӗсем Аарон ывӑлӗсем валли те пӗҫерсе хатӗрленӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗрке хушнӑ пек, Пасха путекне вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ; сӑваплӑ парнесене хурансенче, чӳлмексенче, урӑх йышши савӑт-сапара пӗҫернӗ те васкасах халӑха валеҫсе панӑ, 14. ҫакӑн хыҫҫӑн вара хӑйсем валли тата священниксем валли хатӗрленӗ, мӗншӗн тесессӗн священниксем, Аарон ывӑлӗсем, мӗн тӗттӗм пуличченех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ левитсем хӑйсем валли те, священниксем — Аарон ывӑлӗсем — валли те хатӗрленӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ӗнтӗ пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Турӑ ҫуртне кайнӑ та ҫӗре ларса Ҫӳлхуҫа умӗнче макӑрнӑ, ҫав кун вӗсем мӗн каҫ пуличченех типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.