Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑйне хӑй: — Манӑн алӑра унӑн пӑхӑр шарикӗ пулинччӗ хӑть.Она стала разговаривать сама с собой: — Ах, если б у меня была теперь хоть та медная шишечка!
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Хӑвӑртрах каҫ пулинччӗ хӑть, — пуҫа пырса кӗрет шухӑш, — Каҫпа ҫаврӑнкалама май пулӗччӗ. Тен, хырӑмпа шуса та пулин ку шакалсенчен пӑрӑнма пулӗ. Света…
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
4. Эпир ҫак хӳшӗре пурӑнса йывӑрлӑх тӳссе йынӑшатпӑр, киввине хывсах пӑрахасшӑн мар эпир, ӑна улӑштарасшӑн ҫеҫ, вилӗмли вырӑнне чӗрӗ тӑраканни пулинччӗ тетпӗр.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Халӗ Сан умӑнта пирӗн парне — такасене, вӑкӑрсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ пек, самӑр путексене пиншерӗн кӳнӗ пек — кӑмӑллӑ пулинччӗ: Сана шанакансем намӑс курмӗҫинччӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Манӑн юррӑм Ӑна кӑмӑллӑ пулинччӗ; вара эпӗ Унпа пӗрле савӑнӑп.34. Да будет благоприятна Ему песнь моя; буду веселиться о Господе.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапла, [Санӑн] ырӑлӑху, хӗрхенекен кӑмӑлу ӗмӗрӗм тӑршшӗпех манпа пӗрле пулинччӗ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче нумай-нумай кун пулӑп.
Пс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлле илтмешкӗн Санӑн хӑлху тимлӗ пулинччӗ, куҫу уҫӑ пулинччӗ: эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн Санӑн умӑнта Израиль ывӑлӗсемшӗн, Хӑвӑн чурусемшӗн кӗлтӑватӑп, Израиль ывӑлӗсенӗн ҫылӑхӗсене каҫарма тархаслатӑп — эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпӗ те, ман аттем килӗ те ҫылӑха кӗтӗмӗр.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Михее чӗнме янӑ ҫын ӑна каланӑ: акӑ пророксем пурте пӗр сасӑллӑн патшана ырӑ пуласса шантарса калаҫҫӗ; санӑн сӑмаху та вӗсенӗн сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулинччӗ: эсӗ те ырӑ каласам, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иавис вара Израиль Туррине тархасласа ҫапла каланӑ: эй Турӑ, Эсӗ мана Хӑвӑн пиллӗхӳпе пиллесемччӗ, манӑн ҫӗрсене аслатсамччӗ, Санӑн аллу, мана усалтан сыхласа, манпа пӗрле пулинччӗ, эпӗ вара хуйхӑрмӑттӑм!.. тенӗ.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Михее чӗнме янӑ ҫын ӑна каланӑ: акӑ пророксем пурте пӗр сасӑллӑн патшана ырӑ пуласса шантарса калаҫаҫҫӗ; санӑн сӑмаху та вӗсенӗн сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулинччӗ; эсӗ те ырӑ каласам, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Пурӑнӑҫу ҫӳҫӳ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑрӗ, кунӗн-ҫӗрӗн чӗтресе ҫӳрӗн, хӑвӑн пурӑнӑҫна ху шанми пулӑн; 67. чӗрӳ тухса ӳкесле сикнӗрен, ҫапла чӗтресе пурӑннӑран, хӑвӑн куҫупа ху мӗн курса тӑнӑран ирхине эсӗ: «ах, каҫ пулинччӗ!» тейӗн, каҫхине вара: «ах, хӑвӑртрах тул ҫутӑлинччӗ!» тейӗн; 68. вара Ҫӳлхуҫа сана, карапсем ҫине лартса, эпӗ хӑвна: «эсӗ ӑна урӑх кураймӑн» тенӗ ҫулпа каялла Египет ҫӗршывне тавӑрӗ; унта сире арҫын чурасем, хӗрарӑм чурасем тума хӑвӑр тӑшманӑрсене сутасшӑн пулӗҫ, анчах туянаканӗ тупӑнмӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа эсир манпа мӗн калаҫнине илтрӗ те мана ҫапла каларӗ: санпа калаҫнӑ ҫак халӑх сӑмахне илтрӗм Эпӗ; вӗсем мӗн калани пурте ырӑ; 29. эх, вӗсен чӗри те ҫавӑн пекех пулинччӗ, хӑйсене те, хӑйсен ывӑлӗсене те ӗмӗрех ырӑ пултӑр тесе вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑринччӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнинччӗҫ! 30. пыр, кала вӗсене: «чатӑрӑрсене таврӑнӑр» те; 31. эсӗ ху вара кунта Манпа пӗрле юл, Эпӗ сана пур йӗркене те, пур ӳкӗтпе саккуна та каласа парӑп, эсӗ вӗсене халӑха вӗрентме тивӗҫ: Эпӗ хӑйсене еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче Израиль ывӑлӗсем [ҫав] йӗркепе пурӑнччӑр.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моисей ӑна каланӑ: эсӗ маншӑн кӗвӗҫместӗн-и? эх, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗ ҫине Хӑйӗн Сывлӑшне яринччӗ, Ҫӳлхуҫа халӑхӗн пур ҫынни те пророк пулинччӗ! тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.