Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пул the word is in our database.
пул (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Мускав хирӗнче выртса вилнӗ Кӗҫтук сӑнӗ: «Епле пурӑнӗ-ши ӗнтӗ ман Укаҫ, пулӑшма тӑрӑш Укаҫа, кӳршӗ пек пул, тус пек пул, ан ман», — тенӗн курӑннӑччӗ Тимуша.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мӗлкӗ ан пул, Семендеев, этем пул.

Help to translate

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ан пул, Ҫтаппан, хӑвӑн ачусемшӗн шашкӑ кайӑк, маншӑн та, ыттисемшӗн те ан пул.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эс те пулин ырӑ ҫын пул Инессӑшӑн, манран чару ҫук…

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хӑвӑра ҫӗр уйӑрса парса: «Айта, хуҫа пул унта!» — тесен эс мӗн тунӑ пулӑттӑн?

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кӑвапине каснӑ чухне, — пӗлтерчӗ вӑл пурте илтмелле, — «Аҫу пек ҫирӗп те вӑйлӑ, ӗҫчен пул, тырпул акса тума та, аллунта пуртӑ тытма та, выльӑх-чӗрлӗх усрама та, тӑшманпа кӗрешме те пултар. Патька-патша пек ӑслӑ, пархатарлӑ, ҫынсемпе тарават, ырӑ кӑмӑллӑ пул. Вӗсем сан ҫинчен ӗмӗр ырӑ сӑмах кӑна калаччӑр», — терӗм.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах Шуртан сӑмахне Итлемесен юрамасть, Шартлантарсан хал пулмасть: Курнине те курман пул!

Help to translate

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нумаях пулмасть эпӗ хам юратнӑ «Комсомольская правда» хаҫатра «Пурӑн, анчах ас тӑвӑмлӑ пул» ятлӑ статья вуласа тухрӑм.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Лӑпкӑ пул, лӑпкӑ пул. Ан хумхан, ан хумхан», — типпӗн ӳсӗренҫи турӗ Магаев, шалта тилӗ чеелӗхӗпе кашкӑр хаярлӑхӗ ҫеҫ хӑрушлӑха сирсе яма пулӑшасса шанса:

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ак ӗнтӗ пилӗк ҫул хушши каллех пӗрле пуласса тӗмсӗлсе кӗтнӗ Полина ҫывӑхрах, юнашарах, тӗл пул ӗнтӗ унпа, калаҫ чунна уҫса кӑмӑлу туличчен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Летчик пул, герой пул!» тесе, мана атте маччаналла ывӑтса утьӑкка сиктернӗ…

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Михха, ывӑл ача пулать тенине илтсен, чунтан хавасланса: — Ырӑ сӑмахсемшӗн тавтапуҫ, Ваҫухха аппа. Ӗнтӗ аслӑ пӳлӗме тухар та сӗтел хушшине лар. Манӑн хисеплӗ хӑна пул! — терӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ вӑтӑр тенкӗ укҫа кӑларса пачӗ те парӑнса килӗшме сӗнекен сасӑпа: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачам, тем пулсан та кӑмӑлна тӳлеккӗн тытма тӑрӑш. Ятлаҫса ҫӗнтерес те, хӑратас та ҫук ӑна. Хуна валли инкек шырани ҫеҫ. Аннӳ тем чул та каларӗ мана… Чунӗ сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр… — Ҫтаппан сӑхсӑхса илчӗ. — Ан ҫыхлан ҫавӑнпала, пӑрӑн ун ҫулӗ ҫинчен терӗ. Эпӗ итлемерӗм. Мӗнпур инкекӗ те ҫавӑнтан сиксе тухрӗ. Эсӗ ӑслӑрах пул. Кӑмӑллӑн калаҫса татӑлма тӑрӑш. Ҫӗре ҫеҫ каялла ҫавӑрса илесчӗ. Каллех ӗлӗкхи пек пурӑнма пуҫлӑттӑмӑр, — терӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑпарту сӑмсине уйӑрса хунӑ ҫӗрех Ҫтаппан кӑлпасси касса хучӗ те: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, Татьяна. Эпир мӗн ҫинине эсӗ те ҫи. Эпир мӗн ӗҫнине эсӗ те ӗҫ. Эпир тутӑ, эсӗ те тутӑ пул. Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр. Чуну сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр, — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӑюллӑрах пул вӗсен умӗнче, хӑюллӑрах пул!

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хастар пул, чее пул, такама та ултала, анчах мана ан ултала.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑюллӑрах пул, хӑюллӑрах пул.

Help to translate

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ухмахла ан калаҫ, пӗчӗк ача пек ан пул, Сарыев мӑрса, — ӑна хӑта тесе те каласшӑн пулмарӗ Тукай.

Help to translate

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр чухне Сафана ӳкӗтлетчӗ-ха тата, кам та пулин айӑпа кӗрсен ӑна: ытла хытӑ чӗреллӗ ан пул, тепринче вӑл сана хирӗҫ тӑмасть тетчӗ.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс таҫта ӗҫпе ҫӳреттӗнччӗ пулмалла, сывӑ пул.

Ты куда-то по делам вышла, так? Тогда до свидания.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed