Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хӑна пур-ҫке! — терӗ вӑл, пырса Санькӑна ал тытса, унтан сӗтел умне пукан ҫине ларчӗ те ыйхӑллӑ сасӑпа арӑмне чӗнсе илчӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Павӑл ташша тухсан, вӑл каллех кӗлеткине тӳрлетрӗ, пуҫне каҫӑртса хучӗ, сӑнран ҫуталчӗ, ҫӑмӑлланса кайрӗ, — пукан ҫинче лармасть, сывлӑшра тӗк пек выляса-вӗҫсе тӑрать тейӗн, ҫак шухӑ, илемлӗ кӗвве, пуҫа хӑмла хӑвачӗ пек ҫавӑрса яракан, пӗтӗм ӳт-пӗвӗ хум пек тытса илсе ҫӗклекен кӗвве унӑн кивӗ тӗссӗр купӑсӗ мар, пӗтӗм кӗлетки шӑрантарса кӑларать тейӗн.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Хлихха ҫынсен карти умӗнче, хыҫсӑр пукан ҫинче, куҫлӑхне йӑлтӑртаттарса ларать (таҫтан тупса килнӗ ӗнтӗ ӑна валли хыҫсӑр пукан, кунта, ҫӗнӗ клубра, креслӑсем ҫеҫ курӑнатчӗҫ), пӳрнисене ҫемҫетмелле пек, купӑсне турткаласа илет.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Павӑл алӑк ҫумӗнчи пукан ҫине лӗштӗрех ларчӗ те пуҫне усрӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Праски инке чӳрече умӗнчен пӑрӑнчӗ те сӗтел ҫине икӗ кашӑкпа икӗ вилка хучӗ, квас тултарнӑ кӑкшӑмпа стакан лартрӗ, пукан хыҫне чӑлт-шурӑ алшӑлли ҫакрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Вӑл журналне юнашар пукан ҫине хучӗ, ҫӗрелле тинкерчӗ, пӗр хушӑ нимӗн шарламасӑр вӑрӑм хитре пӳрнисемпе креслӑна тӑкӑртаттарса ларчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Тӑрсан-тӑрсан кӑххӑм! ӳсӗрчӗ те пукан кӗтессине ларчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫав самантра темиҫе тонна туртакан панель, лайӑх ҫыпӑҫтарса лартма ӗлкӗреймен «пукан» ҫӗввисене татса, хӑрах еннелле тайӑлма тытӑнать.
XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Тӑхтама пултараймастӑп эпӗ, — алӑк патӗнчи пукан ҫине лак! ларчӗ хӗрарӑм.
XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Чӳрече умӗнче тӑракан арҫын пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ те ҫывӑхри пукан ҫине ларчӗ.
XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Электросварщик «пукан» шӑратса ҫыпӑҫтарнине чӑтӑмсӑррӑн пӑхса тӑрать-тӑрать те вӑл, кран стрели айне чупса пырса, троссен вӗҫӗнчи ҫекӗлсене ярса тытать, вӗсене панелӗн пралук йӑллисенчен хӑпӑл-хапӑл ҫаклатать.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Сиксе тӑтӑм — диван умӗнчи пукан ҫинче тетрадь листи выртнине асӑрхарӑм.
XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Григориу ӑна пукан сӗнчӗ.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тепӗр пӳрчӗ, ахӑртнех, Думитрун ӗҫ пӳлӗмӗ: ҫыру сӗтелӗ кунта, кӗнеке шкафӗсем, диван, пӗр кресло, темиҫе пукан.
XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Лешӗ ҫурт кӗтессинчи тимӗр-бетон колонна ҫумне сӗвентернӗ ҫӳллӗ пусма ҫинче тӑрать, панель вырнаҫтарса лартма «пукан» шӑратса ҫыпӑҫтарать.
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Бригадирпа тепӗр арҫын, хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер, юпа вӗҫне иккӗн икӗ енчен тытса пукан варринелле тӗллерӗҫ те — лӑкӑшт! кӗрсе те ларчӗ юпа «стакана».
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Бригадир сӑмахӗ йӗкӗтсен кӑмӑлне ҫӗклентерсе ячӗ пулас: вӗсем пирусӗсене тивертмесӗрех кӗсйисене каялла чикрӗҫ те хӑйсем ларнӑ купа ҫинчен сӗтел ҫийӗ пысӑкӑш хӑма илчӗҫ, ӑна электросварщиксем тин ҫеҫ каркаласа пӗтернӗ пралук «пукан» патне йӑтса пычӗҫ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Турунов хӑйне ҫапла тыткаланине тӗлӗнсе, килӗштермесӗр сӑнанӑ обком секретарӗ пукан хыҫӗ ҫине тайӑлчӗ те аллипе стройтрестри партком секретарӗн хулпуҫҫине сӗртӗнчӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Шӑплӑхра ун айӗнчи пукан чылайччен чӗриклете-чӗриклете лачӑртатрӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кунта кӗнӗ ҫыннӑн кашниннех вӑхӑчӗ питӗ те шутлине кура тӑркач тӳрех мала иртме, диспетчерсене сӑмах хушма хӑяймарӑм эпӗ, ҫавӑнпа алӑк патӗнче кӑштах тӑтӑм та, кирлӗ пулсан тем чухлӗ те кӗтме хатӗр ҫын пек, пӗртен-пӗр пуш пукан ҫине лайӑхах вырнаҫса лартӑм.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.