Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшара (тĕпĕ: патша) more information about the word form can be found here.
Халӗ патшара ларакан императорпа унӑн министрӗсем лилипутсем хушшинче пӗр йӑла туса хунӑ; кун пекки ӗлӗк нихҫан та пулман тесе мана ӗнентерме тӑрӑшатчӗҫ.

Нынешний император и его министры ввели среди лилипутов обычай, которого, как меня уверяли, никогда не существовало раньше.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, канат ҫинче ташлама ҫивӗч ҫынсене е патак урлӑ сикме, е патак айӗн тухма лайӑх пултаракан ҫынсене патшалӑхри пысӑк вырӑнсене лартаҫҫӗ; ку йӑлана чи малтан халӗ патшара ларакан император аслашшӗ туса янӑ.

Так, например, позорный, обычай назначать на высшие государственные должности самых ловких плясунов на канате или давать знаки отличия тем, кто особенно ловко перепрыгнет через палку или проползет под нею, — этот обычай впервые введен дедом ныне царствующего императора.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Халӗ патшара чипер ларакан императорӑн аслашшӗне ача чухнех ирхи апат вӑхӑтӗнче пӗҫернӗ ҫӑмарта ҫиме панӑ имӗш.

Случилось так, что деду нынешнего императора, еще в бытность его ребенком, подали за завтраком вареные яйца.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Император ҫамрӑках мар — ҫирӗм сакӑр ҫул та тӑхӑр уйӑхра; вӑл патшара ҫичӗ ҫул хушши чипер те телейлӗ ларать ӗнтӗ.

Император не первой молодости — ему двадцать восемь лет и девять месяцев; и он благополучно царствует уже семь лет.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, икӗ чӳрече хушшинче, «патшара лӑпкӑ ларакан» императорӑн портречӗ ҫакӑнса тӑрать; кӑшт сылтӑмарахра, ҫӳлерех, кӗтесре турӑш ҫакӑнса тӑрать: Георгий-победоносец шурӑ лаша ҫинче, вӑл вилес пек тапаланса выртакан дракона сӑнӑпа чикет.

За спиной у него, в простенке, — портрет «благополучно царствующего» императора; чуть поправей и повыше, в углу, — икона. Георгий-Победоносец на белом коне поражает копьем распластанного под ним в предсмертных судорогах дракона.

XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӗсен именийӗ — Воронеж кӗпӗрнинчи Задонский уездра: имение Екатерина патшара ларнӑ чухнех ӗмӗрлӗхех халалласа панӑ имӗш.

Имение — в Задонском уезде Воронежской губернии: наследственное, жалованное еще при Екатерине.

XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Сулайман патшара ларнӑ чухне (вӑл ҫынсене ҫеҫ мар, пӗтӗм чӗрчунсене те тытса тӑнӑ) пӗр ӑслӑ ҫын ун патне леш тӗнчерен чӗрӗлӗх шывӗ тултарнӑ чашӑк ҫӗклесе пынӑ та, ӑна Сулаймана тыттарса, ҫапла каланӑ, теҫҫӗ:

Говорят, что в царствование царя Сулаймана (а он правил не только людьми, но и всеми живыми существами) некий мудрый ученый принес из загробного мира чашу, полную живой воды, отдал ее Сулайману и сказал:

Сулайман патшапа нумай пӗлекен тӑрна ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Кандэ вуннӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне хырҫи-марҫисем мӗнле ӳссе кайнине хӑвах пӗлетӗн вӗт.

Ведь с десятого года Кандэ налоги и поборы, сам знаешь, как выросли.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кандэ император пиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ.

Шел пятый год царствования императора Кандэ.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпир, Маякинсем, Кӗтерин аннемӗр патшара ларнӑ чухнех хуҫасем пулнӑ, апла пулсассӑн, эпе — таса юнлӑ ӑруран, — тенӗ вӑл хӑйӑлтатакан сасӑпа.

— Мы, Маякины, еще при матушке Екатерине купцами были, — стало быть, я — человек чистой крови…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кандэ патшара тӑххӑрмӗш ҫул ларнӑ чухне Вӑрӑм Мӑйӑн ӗҫӗсем пачах та начарланса ҫитнӗ.

В девятом году царствования Кандэ дела у Длинной Шеи пошли совсем скверно.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кандэ император саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Сунь, ямшӑк ӗҫне пӑрахса, ялхуҫалӑх ӗҫне куҫма шутланӑ.

Как на восьмом году царствования императора Кандэ решил бросить извоз и заняться сельским хозяйством.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Нума Помпилий — легенда тӑрӑх — Рим патши, — римлянсен историкӗсем вӑл пирӗн эрӑччен 715 — 672 ҫулсенче патшара ларнӑ тесе шутланӑ.

Help to translate

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Тӗлӗнсе каймалла: пӗтӗм ӗҫ патшара пулнӑ иккен.

Удивительно: оказываетя всё дело было в царе.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Патшара ларса пӗтерчӗ государь.

Отцарствовался государь.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ӗҫ влаҫра тата патшара, — терӗ ман атте.

— Во власти дело, в царе, — сказал мой отец.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Нью-Йорк поселенине II Катӗрне патшара лартнӑ вӑхӑтра Раҫҫей империне куҫса килнӗ нимӗҫсем никӗсленӗ.

Поселение Нью-Йорк было основано немецкими переселенцами в Российскую империю при правлении Екатерины II.

Украинӑри посёлока Нью-Йорк ята тавӑрса панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29010.html

Король Филипп хӑй патшара ларнине ҫӗнӗ столицӑна суйласа куҫнипе палӑртма шутланӑ.

Король Филипп хотел отметить своё царствование выбором новой столицы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Иван Васильевич Грозный патшара ларна вӑхӑтра Строгонов ятлӑ пуян хуҫасем пулнӑ.

При царе Иване Васильевиче Грозном были богатые купцы Строгоновы.

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пурлӑхне илессе илнӗ те, анчах хӑйӗн тӑванӗ патшара ларнӑран Амулий кӗвӗҫе пуҫланӑ.

Когда Амулий взял богатства, ему стало завидно, что брат его царем.

Рим хули пуҫланни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed