Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӑнман (тĕпĕ: парӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫав вӑхӑтрах упӑшки хӑйне парӑнман ҫынна тӳсейменнипе тилӗресрен те хӑрарӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Хӑй ирӗкӗпе парӑнман хӗре пусмӑрлама кам хал ҫитерӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне хӑй вара никамран та хӑраман, никама та парӑнман, такама та ҫӗнтерме пултарас этем пек туя пуҫларӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир вырӑссене парӑнман, парӑнас та ҫук.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа та тыткӑнра Нимӗҫ тем чул хӗссен те, Тамӑкри пек мӑшкӑлпа Хӗн-асапа тӳссен те, Эпир ним те шарламан, Шарлама та шутламан, Тем чул йывӑр пулсан та, Эпӗр пурпӗр парӑнман.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хӑрама та шутламан, Нимӗҫ тем чул урсан та, Эпӗр пурпӗр парӑнман.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Пирӗн паттӑр Хӗрлӗ Ҫар Нихӑҫан та парӑнман, Хӑть те мӗнле тӑшмана Парӑнмашкӑн шутламан.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫынсем шыва кӗрсе пӗтнӗ ав, Элентей ялти парӑнман вунӑ килӗрен пӗри.

Люди нормальные вон все окрестились, а Элендей да еще девять таких же нехристей.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нумайӑшӗ вара ҫавӑнтах ҫунса кайнӑ, ҫапах салтаксене парӑнман».

Говорят, много чуваш живьем сгорели, а не сдались солдатам.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗркӗшӳ-ҫапӑҫура Савтепи хӑйӗнчен аслӑрах ачасене те парӑнман.

Савдеби, помнится, не поддавалась даже старшим подросткам.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кавказ ҫаплах парӑнман.

Кавказ и не думает покоряться.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл парӑнман ӑна ҫапах — Чура пулман-тӑр.

Help to translate

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах Якур мучин ӑс-халӗ Ӑраскала пит парӑнман: Вӑл ватӑ йыт пек ӳлесен те, Ҫил-тӑвӑл евӗр силлесен те, Мучи ҫӗре, ҫук, тӑрӑнман.

Help to translate

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Сталинград вӑл граждӑн вӑрҫи вӑхӑтӗнче те шуррисене парӑнман.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Русь тутарсенчен нумай шар курнӑ, анчах нихҫан та вӗсене парӑнман.

Help to translate

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вӑхӑта ӗнтӗ Пӑлхар ҫӗрӗнчи парӑнман хуласем ҫунса пӗтрӗҫ.

Help to translate

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Булькӑна лапчӑтса хурас тесе упа йӑваланса та пӑхнӑ, йытӑ пурпӗрех парӑнман, ӑна шыв сапса кӑна вӗҫертме пултарнӑ.

И повалился на голову, чтобы раздавить Бульку; но Булька до тех пор на нем держался, пока его не отлили холодной водой.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Чӗмпӗрте шуррисем пуҫпулнӑ вӑхӑтра Учредительнӑй пуху Комитечӗн членӗсем Дмитрий Петров, Семен Николаев тата ытти чӑваш националисчӗсем Яковлева хӑйсем майлӑ ҫавӑрма хӑтланнӑ иккен, — анчах вӑл парӑнман.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫитмӗл икӗ ҫулхи патвар старик, ун умне темӗнле йывӑрлӑх пыра-пыра тухнӑ пулсан та, парӑнман.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапах парӑнман офицерсемпе юнкерсем.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed