Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паратчӗ (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Шӑхличӗсем туса паратчӗ вӑл мана, вырӑсла калаҫма, купӑс калама вӗрентетчӗ.

Он мастерил мне свирели, учил говорить по-русски, играть на скрипке.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫӗ пӑт ыйтнӑ пулсан «виҫҫӗ» те паратчӗ пуль, кӑштах хамӑн ӑс ҫитмерӗ…

Эх, надо бы три запросить, он бы и три дал, не додумался я!..

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗтерне ӗнисене чӗкӗнтӗр ҫеҫки паратчӗ, ҫавӑнпа Ивана курсан та ӗҫлеме пӑрахмарӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр чухне, чун уҫӑлнӑ вӑхӑтра, ват хусах вӗсене юмах та ярса паратчӗ.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫлӗ пулччӑр тесе хутпа кӑранташ паратчӗ.

Help to translate

Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Ача сачӗ валли стендсем те, теттесем те ӑсталаса паратчӗ.

Help to translate

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Окопсем чавса таврӑнсан 1945 ҫулчченех вӑрман каснине, ытти йывӑр ӗҫсене тунине каласа паратчӗ.

Help to translate

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Хӑш-пӗр самантсенче вӑл вӑрҫӑ пуҫлансан темиҫе уйӑхран Тӑвай районне окопсем чавма кайни ҫинчен аса илсе каласа паратчӗ.

Help to translate

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Каннӑ вӑхӑтра вӑрҫӑсенче пулнӑ халапсене каласа паратчӗ.

Help to translate

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Сентиер Ҫеменӗ пит интереслӗ каласа паратчӗ ун ҫинчен.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ачамӑрсене ырлӑх-сывлӑх паратчӗ

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Атте кайӑксем валли сӗтел лартатчӗ, унта вара хӗвелҫаврӑнӑш е каптӑр вӑрри сапса паратчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Асламӑшӗ пек Павлуша никам та юратман: ирхине ура та сырса яратчӗ, каҫхине юмах та каласа паратчӗ, амӑшӗнчен вӑрттӑн чӑх яшки те пӗҫерсе панӑччӗ пӗррехинче.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эх, пирӗн Пасси пулсан, — паратчӗ сире! — тетчӗҫ арҫын ачасем пӗр-пӗринпе тӳпелешнӗ чухне.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпир асӑннӑ карчӑк тахҫан вӑл пурӑннӑ хваттер хуҫиччӗ; вӑл хӑех апат илсе килсе паратчӗ; унӑн тахҫанхи хитре, халӗ вара типсе кушӑрханӑ алли турилкке лартнӑ чух чӗтретчӗ, тата вӑл яланах чаплӑн калатчӗ:

Старушка, о которой мы упомянули, была некогда его квартирной хозяйкой; она сама приносила обед; ее когда-то красивая, а теперь сухая рука дрожала, ставя тарелку, и она произносила одни и те же неизменные, торжественные слова:

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Лешӗ е кил-ҫуртне пуҫтаратчӗ-и, е выльӑхне апат паратчӗ — ӗҫне шарт пӑрахатчӗ те ачасене ӑҫта кӗтсе илнӗ, ҫавӑнта тенешкел кӑткӑс та чӑлхануллӑ вырӑна ӑнлантарма пуҫлатчӗ.

Help to translate

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Елис амӑшӗ Элекҫейсен ачисене шелленипе тӑрсан-тӑрсан вӗсем патне пӗрер курка сӗт, пӗрер пашалу е капӑртма леҫсе паратчӗ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Вӑл Нарспи ҫинчен вӗҫӗмсӗр каласа паратчӗ.

Help to translate

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Хӑйӗн асапне, ыратӑвне кӑтартасшӑн марччӗ, яланах кӑмӑллӑ, шӳтлесерех калаҫатчӗ, шурӑ хута ҫеҫ чун-чӗрине уҫса паратчӗ.

Help to translate

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Ҫӗнӗ темӑна пурне те ӑнланмалла уҫса паратчӗ.

Help to translate

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed