Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паратчӗ (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Конкурссенче Надежда Евдокимовна пире яланах пулӑшатчӗ, ӑс паратчӗ, хаклӑ канашсем паратчӗ.

На конкурсах Надежда Евдокимовна всегда поддерживала нас, направляла, давала ценные советы.

"Учитель ҫинчен вӗрентекен" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3466759

Курак матки ӑна малтанхи кунсенче яшка та пулин антарса паратчӗ.

Help to translate

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович вырӑн ҫинче куҫне уҫса ярсанах, халиччен ун патне арӑмӗ ҫепӗҫҫӗн кулса пыратчӗ, кӑмака ҫинчен ӑшӑ чӑлха илсе пырса паратчӗ.

Help to translate

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫамрӑксене хӑй йӗри тавра пухса ҫарти пурнӑҫ пирки каласа паратчӗ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Питӗнчен пӗр-ик хут ҫеҫ ҫапрӑм», — каласа паратчӗ аҫу чирличчен.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ачашлатчӗ, ваннӑра ҫуса яратчӗ, уйрӑм апат пӗҫерсе паратчӗ, ир-каҫ урам тӑрӑх уҫӑлтарса ҫӳрететчӗ.

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Тата мӗн тери хавхаланса каласа паратчӗ вӑл хӑйӗн савнийӗ ҫинчен.

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Аннушкин ӑна ҫӑкӑр татӑкӗ пӑрахса паратчӗ, лешӗ хырӑмӗ тем пек выҫнӑ пулсан та васкамасӑр чӑмлама тытӑнатчӗ е, ҫавӑн пекех васкамасӑр, улахрах вырӑна йӑтса тухса каятчӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кӗпе-йӗм ҫуса паратчӗ, йӑран хусӑклама пулӑшатчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӑшӑрӗ, Анастасия, яланах аса илсе каласа паратчӗ:

Help to translate

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Мункун праҫникӗнче ачисене Татти инке ҫӑмартасене сухан хуппипе хӗретсе паратчӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Стенькке ятлӑ маттур утаман ҫинчен Укаслӑва аслашшӗ те юмахсем ярса паратчӗ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн атте-аннесемпе тачӑ ҫыхӑну тытатчӗ, сӗнӳ-канашсем паратчӗ.

Help to translate

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Ҫапла кӑшкӑрсан пӗве леш енчен, вӑрмантан, ӗнемӗр сас паратчӗ те тата кӑшкӑрсан хӑех килетчӗ.

Help to translate

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Амаҫури анне ахаль мар ҫак вӑрманти арҫури алхасӑвӗсем ҫинчен йӳҫене-йӳҫене каласа паратчӗ пуль ҫав…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каярах, фабрикӑсемпе заводсенче тухса калаҫнӑ чухне, Н. К. Крупская ҫак калаҫӑва час-часах аса илетчӗ, буржуалла ҫӗршывсенче хӗрарӑм пурнӑҫӗ йӑлтах упӑшка пуянлӑхӗнчен килни ҫинчен кала-кала паратчӗ.

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Народник пулнӑ май Мещеряков ӑна хӑй енне ҫавӑрма тӑрӑшни, шкула кайнӑ-килнӗ чухне каҫса кайса тавлашни, юлашкинчен Мещеряков хӑй те марксизм енне куҫни ҫинчен кала-кала паратчӗ.

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ывӑлӗ килте чухне вӑл ӑна яланах ҫак сак ҫине вырӑн сарса паратчӗ.

Где бывало стелила сыну.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кашни процесс валлиех директор тӑхлана нормӑпа паратчӗ, хыҫҫӑн вара мастертан кашни грамшӑн тенӗ пекех отчет пама ыйтатчӗ.

Для каждого процесса в отдельности директор лично выдавал норму олова, требуя потом у мастера отчета за каждый израсходованный грамм.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лавр уншӑн тахҫанах ҫӗр тенкӗ паратчӗ вӗт сана…

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed