Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫыннӑн ҫак туйӑмӗ пур ҫӗрте те: мӗнле пурӑннинче, шанса панӑ ӗҫе мӗнле тунинче, хӑйне ытти ҫынсемпе мӗнле тытнинче, ун йӑли-сӑлайӗнче, калаҫура, сассинче, мӗнле тумланнинче, искусствӑна мӗнле пӗлнинче, мӗнле кӗнекесене, фильмсене, спектакльсене, мӗнле музыкӑна юратнинче, хӑй пурӑнакан хваттерне мӗнле тирпейленинче, мӗнле апат-ҫимӗҫ туяннинче, хӑйӗн пушӑ вӑхӑтне мӗнле ирттернинче тата кампа туслӑ пулнинче те палӑрать.
Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кӑмӑл мӗнле ҫаврӑнать, туйӑмсем мӗнле тӗлӗрнӗ чукнехи пек пулаҫҫӗ, малтан мӗнле куҫ суккӑрланать, хӑш самантран юн, унтан чӗре хытӑрах тапма тытӑнать, мӗнле пӗр кунтанах ҫынна ӗмӗрлӗхех юратма, уншӑн вилме те хатӗр пулатӑн, мӗнле пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хушӑн мар, савнӑ ҫыншӑн пурӑнма пуҫлатӑн, ӑс мӗнле мӑкалса е ҫав тери ҫивӗчленсе пырать, мӗнле ху ирӗклӗхне ҫынна паратӑн, мӗнле пуҫ тайӑлать, урасем чӗтреҫҫӗ, куҫҫулӗ тухать, вӗрилетсе пӑрахать? — юратуран аманнӑ ҫыннӑн ҫаксене ӑслӑ куҫпа тӗпчесе тӑма вӑхӑт ҫук.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑваш АССР гражданӗсем, мӗнле сийрен тухнипе, социаллӑ пурнӑҫпа пурлӑх тӗлӗшӗнчи уйрӑмлӑхсене, мӗнле раса тата мӗнле наци ҫынни, арҫын е хӗрарӑм пулнине пӑхмасӑр, мӗн чухлӗ вӗреннине, мӗнле чӗлхепе калаҫнине, тӗп ҫине мӗнле пӑхнине, мӗнле тата хӑш ӗҫре ӗҫленине, ӑҫта пурӑннине тата ытти сӑлтавсене пӑхмасӑр, закон умӗнче пӗр тан.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Ҫӗрле туратсӑр йывӑҫ ҫине пиҫиххипе мӗнле хӑпармаллине, йытӑсене йӗртен мӗнле пӑрса ямаллине, сивӗ пуласран юр ӑшне мӗнле пытанса выртмаллине, тӑшман ҫывӑхрипе инҫетрине пӑшал пенинчен мӗнле чухламаллине, е вӗсен сассипех орудисем ӑҫта ларнине мӗнле тупмаллине вӗрентнӗ.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Полюс ҫинче пулса курнӑ пекех, эпӗ хамӑрӑн мӗнле условисенче ӗҫлемеллине, полюсра пире мӗнле пӑр кӗтнине, экспедицине мӗнле организацилемеллине, унта вӗҫсе кайма мӗнле самолётсем суйласа илмеллине, хамӑн ӗмӗте мӗнле пурнӑҫламаллине самантрах ӑнкарса илтӗм.
Пилот ӗмӗчӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Мӗнле хӗтӗклемерӗҫ пулӗ, мӗнле тӗрткелемерӗҫ, тапаланакан йытӑ кӗлеткине хушӑкран тӗртсе кӑларма мӗнле тӑрӑшмарӗҫ пулӗ, хӑйӗн юратнӑ йыттине комиссар мӗнле ӳкӗтлемерӗ, мӗнле ачаш ятпа чӗнмерӗ, мӗн-мӗн пама пулмарӗ пулӗ, унтан кӳрентерекен сӑмахсем ҫине те куҫса пӑхрӗ: «йытӑ эс, йытӑ, киревсӗр йыт ҫури, усал чӗрчун», — ним те пулӑшмарӗ, Пират тухасшӑн пулмарӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫавсемсӗр пуҫне тата пӗр пичке ҫура пӑшал тарӗ патӑм, качакасене мӗнле пӑхса усрасси ҫинчен, мӗнле тӑрантарса мӑнтӑрлатасси, мӗнле сӑвасси, ҫу мӗнле ӳкересси тата чӑкӑт мӗнле тӑвасси ҫинчен тӗплӗн каласа патӑм, канаш парса хӑвартӑм.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗсене эпӗ ҫак утрав ҫине мӗнле лекни ҫинчен, мӗнле майпа хамӑн хуҫалӑха майлаштарса пыни ҫинчен иҫӗм ҫырли мӗнле пухни, риспа урпа мӗнле акни тата ҫӑкӑр пӗҫерме мӗнле вӗренни ҫинчен тӗплӗн каласа патӑм.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпир тата, ҫил улшӑннине кура, ҫанталӑк епле улшӑнса пынисене те паллӑ тӑваттӑмӑр: мӗнле ҫил вӗрнӗ чухне ӑшӑ, мӗнле ҫил вӗрнӗ чухне сивӗ пулнӑ; мӗнле ҫилсем йӗпе-сапасем илсе килнӗ, мӗнле ҫилсем чухне типӗ ҫанталӑк пулнӑ.
Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Дуся манпа пӗрлех ӳссе ҫитӗнчӗ, эпӗ вӑл мӗнле калаҫнине, мӗнле кулнине, мӗнле савӑннине-хуйхӑрнине, хӑйне хӑй мӗнле тыткаланине пӗтӗмпех-пӗтӗмпех пӗлеттӗм.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Манӑн ытларах пӗлесчӗ, мӗнле ученӑй, мӗнле сортсем ӗрчетет, мӗнле меслетсем сӗнет, вӑл меслетсене хамӑр колхозра мӗнле пурнӑҫламалла?
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Буденный аллине ҫӗклерӗ те шавлакан митинг халӑхне шӑп туса хучӗ, вара хӑй — лашасене мӗнле тӗрӗслемеллине, начар таканланисене мӗнле таканламаллине, мӗнле шӑвармаллине, мӗнле йӗнерлесе утланмаллине тата хӑйсемпе пӗрле мӗскер илсе каймаллине тӗплӗн каласа пачӗ.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл ун аллине мӗнле майпа ют хӗрача тӑрса юлнине, вӑл Кольӑна мӗнле майпа шыраса тупнине, виҫҫӗшӗ вӑрманти ҫуртра мӗнле пурӑнма тытӑннине, хуҫалӑха мӗнле ерипен майласа янине, вӑрман варринче ҫын пурӑнман утрав ҫинчи робинзонсем пек пурӑнни ҫинчен йӗрки-йӗркипе каласа панӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Сӑмахран, унта карета ҫине мӗнле лармаллине сӑмахпа ҫеҫ каланипе мар, ҫук, унта пӗр класра чӑн-чӑн каретах пур, вӗренекен хӗрсем вара каретӑна мӗнле илемлӗ кӗрсе лармаллине, мӗнле анмаллине вӗренеҫҫӗ, шлейфла платьепе, шлейфсӑр платьепе, ротондпа, кӗрӗкпе мӗнле лармаллине вӗрентеҫҫӗ вӗсене.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хӑйсен чус хӑмаран тунӑ ҫенӗкне ҫил-тӑвӑл мӗнле вӗҫтерсе кайни, ҫенӗкпе пӗрле чӑнкӑ ҫырантан хӑй шывалла мӗнле сикни, шыв айне мӗнле чӑмни тата ҫенӗк хӑмисене шывра мӗнле пуҫтарни ҫинчен вӑл пурне те хавасланса каласа кӑтартрӗ.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫанталӑк мӗнле пуласси ҫинчен Тарье инке шурӑмпуҫ тӗсӗ тӑрӑх, шыв тумламӗ мӗнле янӑранӑ тӑрӑх, кайӑксем хӑйсене мӗнле тыткалани тата хӑйӗн чирлӗ урисем мӗнле сурни тӑрӑх малтанах каласа хунӑ.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫак кӗнекере эпир чӑн-чӑн тусене курман вулакана тусем мӗнле япаласем пулни, мӗнрен тӑни, тусене ҫӗклесе тӑракан материксем мӗнле тата хӑҫан пулса кайни, вӗсене мӗнле вӑйсем туни, тусем мӗнле ишӗлни, пӗтни тата ҫӗнӗрен ӳсе-ӳсе ларни, хӑйсен тытӑмӗпе тата пулӑвӗпе вӗсем миҫе тӗрлӗ формӑллӑ пулни ҫинчен каласа патӑмӑр.
Юлашкинчен калани // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫӗнӗрен тумалли машина мӗнле пулассине, материалсене мӗнле вырнаҫтармаллине, унӑн моторӗн вӑйӗпе марки, оборудованийӗсемпе хӗҫпӑшалӗсем мӗнле пулмаллине шутласа палӑртнӑ хыҫҫӑн главный конструктор малтанхи чертежсене тунӑ, самолетӑн кӳлепи малтанлӑха мӗнле пулассине палӑртса, ытти ӗҫсене пурне те хӑйӗн помощникне, квалификациллӗ конструктора туса пӗтерме панӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Кунта вӗт-шак ӗҫсем таранах пурне те кӑтартса панӑ: матрацсем мӗнпе тултармалли ҫинчен, пӑр айӗнчен мӗнле майпа пулӑ тытмалли ҫинчен, цынгаран сыхланас тесе хырпа чӑрӑш лӑсне мӗнле вӗретсе ӗҫмелли ҫинчен, пӳрт айккисене мӗнле купаламалли тата пӳрт умӗсене мӗнле ӑшӑтса, бараксенче ӑшӑ тытмалли ҫинчен каланӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпӗ фашистсем пирӗн хуласемпе ялсене мӗнле ҫунтарни, ачасемпе хӗрарӑмсене мӗнле асаплантарни ҫинчен вулатӑп, Зойӑна мӗнле асаплантарни ҫинчен вулатӑп, Зойӑна мӗнле асаплантарса вӗлернине аса илетӗп, ҫавӑнпа хӑвӑртрах фронта каяс килет».
Ульяновскран килекен хыпарсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.