Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мунчара (тĕпĕ: мунча) more information about the word form can be found here.
Алӑкран пӗшкӗнсе кӗчӗ те вӑл тӗлӗнсе кайрӗ — мунчара никам та ҫук, урайӗнче ҫеҫ ыраш улӑмӗ сапаланса выртать.

Help to translate

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мунчара та алӑка ялан уҫса хупнӑран пӗрре тарларӗ, тепре ӗнтӗркесе выртрӗ вӑл.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрса пӑлхав пуҫлӑхӗсемпе сӑмахланӑ хушӑра ун тӗкӗрҫисем картишӗнче ӑшӑ мунчара ларчӗҫ.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Витре ҫине мунчара усӑ курмалли пысӑк алтӑра хуратӑп.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Апла пулсан, мунчара эсӗ мана ҫимӗк курӑкӗпе нумайччен ҫап, юрӗ-и? — терӗм эпӗ.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫимӗк чух ҫав курӑксемпе мунчара ҫапӑнсан, чирлӗ ҫын сывалать, ватӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пулать, ҫамрӑксем тӗреклӗ, пултаруллӑ ҫитӗнеҫҫӗ тенӗ, — терӗ анне.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мунчара милӗкпе ҫатлаттарса ҫапӑнни, ача ҫухӑрса йӗни илтӗнет.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юман мунчара кӑшт вӗрирех хутсан вут пуҫҫисӗр те сӗрӗм тивет.

Ежели баня из дубовых бревен сложена, от них угар бывает, даже когда слишком жарко протопить.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй ӗшенсе ҫитсен мунчара кӗтекен хӗр патне пӗр каҫхине Тӗмеркке хӑйсен ҫамрӑк тарҫине тӗксе кӗртсе ячӗ.

Когда Тимеркке изнемог от бесконечных ласк Эрнеслу, в один из вечеров он послал вместо себя к ждавшей его в бане девушке своего молодого работника.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чей ҫине ярса вӗреттер те мунчара эреке хушса ӗҫ, ик-виҫӗ кунтан иртсе те каять.

Вскипяти чай с медом да водочки налей и дерни в баньке горяченькой, через два-три дня как рукой всю хворь снимет.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мунчара кансӗрлемест вӑл сана.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эльгеев чӑвашсем хура мунчара епле ҫапӑннине пӗрре мар курнӑ-ха, ҫапах калаҫӑва хутшӑнса нимех те шарламарӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Йӗпе мунчара мар, тип мунчара ҫапӑнни уйрӑмах усӑллӑ…

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗнле тӳсеҫҫӗ ҫав стариксем теттӗм, вӗсем мунчара ҫапӑннине курсан, кайран хам та ҫавсем пекех ҫапӑнма вӗренсе ҫитрӗм, — текелесе, сентре ҫинчен анчӗ шурсухал.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чир тухтӑр е организм пиҫӗхтӗр тесен, ҫапӑнма тытӑниччен тип мунчара тар кӑларса ларас пулать.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Нумай пулать-ҫке мунчара шыва кӗменни.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Те ҫапӑннӑ ҫӗртен сиксе аннӑ пулнӑ, те вӗри мунчара ӑшаланнӑ пулнӑ — хӗп-хӗрлӗ ӳт-тирлӗскер, хуп-хура йӗпе пуҫлӑскер, тин кӑна вӗри шывпа пӗҫертсе ҫӑмланӑ ват автан пекех туйӑнса кайнӑ ҫак ҫын куракансене.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кушников парса хӑварнӑ йӳҫӗ эмеле, ҫӑка чечекне вӗретсе пылпа ӗҫкеленӗ, мунчара та тарлакаласа ларнӑ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ку шур мунчара — чулӗ те курӑнмасть, таҫта ҫӑва шӑтӑкӗнче.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паллах, мунчара ҫӑвӑнса курман мар вӑл, хула мунчинче килйышӗпе час-часах пулаҫҫӗ.

Help to translate

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed