Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Меллӗ кун ҫитнӗ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем ӑна вӑтӑр кӗмӗл укҫа пама пулнӑ; 16. ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӑл Иисуса тытса пама меллӗ самант шыранӑ.Они предложили ему тридцать сребренников; 16. и с того времени он искал удобного случая предать Его.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп; 29. Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр; 30. Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл, тенӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вара тусӗсемпе тӑванӗсем питех те савӑнса саланнӑ та, хӑйсем пӗлнӗ пек, хурал тӑратма хулари меллӗ вырӑнсене ҫарсем вырӑнаҫтарса тухнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене Схедия ятлӑ вырӑна илсе ҫитерсессӗн, патша каланипе, тинӗс ҫулҫӳревӗ те вӗҫленнӗ; патша иудейсене хула умне, лашасене ӑмӑртса чуптарма уйӑрнӑ уҫӑ ҫӗре, тӑратма хушнӑ; ҫакӑ анлӑ ҫавра вырӑнта иудейсене пурин умӗнче те — хулана килекенсем умӗнче те, каялла ҫӗршыв варринелле каякансем умӗнче те — тӗслӗхшӗн мӑшкӑл кӑтартма питӗ меллӗ пулнӑ; ҫапла вӗсене ҫарпа та ҫыхӑнма паман, пӗр-пӗр кӗтес те пулин паман.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иуда, тӑшман енчен кӗтмен ҫӗртен мӗнле те пулин усал ӗҫ ан пултӑр тесе, меллӗ вырӑнсене кӑраллӑ ҫынсене тӑратса тухнӑ — вара вӗсем лӑпкӑн канашланнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйне Димитрий канаш пухӑвне чӗнсессӗн вара, унран иудейсен шухӑшӗ-кӑмӑлӗ мӗнлереххи ҫинчен ыйтсассӑн, вӑл, ӑссӑр шухӑшне пурӑнӑҫламашкӑн меллӗ самантпа усӑ курса, ҫапла каланӑ: 6. иудейсем хушшинче асидей теекеннисем пур, вӗсен ҫулпуҫӗ — Иуда Маккавей, ҫавсем вӑрҫӑ майлӑ, пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ, патшалӑха тулӑхлӑ пулма памаҫҫӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Горгий пекех, тӗреклӗлетнӗ меллӗ вырӑнсем тытса тӑракан идумейсем те иудейсене канӑҫ паман, Иерусалимран хӑваласа янӑ ҫынсене хӑйсем патне йышӑнса вӑрҫӑ хускатсах тӑнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тӑшман хыҫҫӑн пуҫтарса илнӗ пӗтӗм кӑрала меллӗ вырӑна тӗплӗн купаласа хунӑ, ытти тупӑшне Иерусалима илсе килнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл хуласемпе ялсене кӗтмен ҫӗртен тапӑнса ҫунтара-ҫунтара янӑ, ҫапӑҫма меллӗ вырӑн йышӑнса сахал мар тӑшмана ҫӗнтернӗ, ӑна хӑваласа янӑ; 7. ҫак ӗҫсене тума чылай чухне вӑл тӗттӗм каҫ суйласа илнӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен хыпар пур ҫӗре те сарӑлнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт ӗҫе меллӗ килсе пынине кура, Ионафан ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене Рим хулине Рим халӑхӗпе тунӑ туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе яма янӑ, 2. Спарта ҫыннисем патне те, ытти вырӑна та ҫавӑн ҫинченех ҫырса янӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара вӗсем меллӗ куна кӗтсе илнӗ: ӗнерхи, виҫӗмкунхи пекех, Сусанна пахчана икӗ тарҫӑ арӑмпа ҫеҫ пынӑ та ҫавӑнта ҫӑвӑнма шутланӑ, мӗншӗн тесессӗн шӑрӑх пулнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чылай халӑх патши пулса, пӗтӗм тӗнчене алӑра тытса, эпӗ, хамӑн вӑйӑмпа-хӑватӑмпа мӑнаҫланмасӑр, патшалӑха йӑвашшӑн та лӑпкӑн тытса пырса, хама пӑхӑнса тӑракан халӑхсем яланах савӑнӑҫлӑ та тату пурӑнӑҫпа пурӑнччӑр тесе тӑрӑшатӑп, патшалӑхӑмра вӑрҫӑ-харҫӑ ан пултӑр, унта пӗр чикӗрен пуҫласа тепӗр чикӗ таран ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе сӑнаса тӑратӑп, пур халӑх та ӗмӗтленекен тӑнӑҫлӑх ҫиттӗр-ҫирӗплентӗр тетӗп.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ача-пӑча туризмӗн вӗрентӳ сулӑмӗллӗ проектне ӗҫе кӗртессипе регионсен хушшинчи пӗрремӗш конференцие Чӑваш Енре ирттерни ҫӗршыв ертӳлӗхӗ пирӗн республикӑна туризма аталантарма меллӗ хутлӑх пек курнипе пӗрлех нумай пулмасть хута кайнӑ «Чӗрӗ уроксем» кунта чӑннипех ӑнӑҫлӑ кӑтартусем парасса шаннипе те ҫыхӑннӑ.
Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Хуҫалӑхра ӑна ытларах выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантарма янине шута илсен куккурус уйрӑмах меллӗ.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Путене ҫӑмартисене те ҫак меслетсемпех тасатма меллӗ.
Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№
Ҫакӑ пирӗншӗн, ялта пурӑнакансемшӗн, ҫав тери меллӗ.
Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Кризис лару-тӑрӑвӗнче хамӑр ҫӗршывра канни пушшех те меллӗ.
Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Ку технологи хӗлле те, кӗркуннехи-ҫуркуннехи тапхӑрта та усӑ курма меллӗ.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ӗҫ вӑйӗ унта пулнӑ та - производствӑшӑн меллӗ.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№