Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑҫал вӑйлӑ ҫур килнипе Ыраш ӳсет пӗр тикӗс, Ҫуртри калчи ав майӗпе Шӑтса тухрӗ сип-симӗс.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ялсенче пурӑнакансене халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан сферӑри законодательство улшӑнӑвӗсемпе, округри ял хуҫалӑх аталанӑвӗн малашлӑхӗсемпе, хӑй тӗллӗн ӗҫлекен шучӗпе регистрациленекенсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессипе, патшалӑх порталӗн майӗпе илекен услугӑсемпе, тӗрлӗ ултавҫӑсенчен сыхланмалли майсемпе паллаштарнӑ.
Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/
Часах ҫырма кукри майӗпе выртакан сукмакпа икӗ ҫын васкамасӑр утӑмланине асӑрхарӗҫ: пӗри хура хурлӑхан тӗмми пек тайӑн, тепри — йӑрӑс ешӗл хурӑн пек яштака.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ҫав ҫулхине реорганизаци майӗпе районсене промышленность тата ял хуҫалӑх зонисем ҫине пайланӑран Вӑрнар архивне Элӗк районӗн хӑшпӗр ял Совечӗсен архивӗсене те панӑ, анчах вӗсем Элӗк салинчех упраннӑ.
Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra
«Ак телей! — самант йӑрӑ савӑнӑҫ ҫупӑрласа илчӗ кӑмпаҫӑна, анчах машина ҫывхарнӑ ҫемӗн ку туйӑм майӗпе сӗвӗрӗлсе «ҫара», пуртӑпа вутта шарт! касса татнӑ пек кӗске, татӑклӑ пӗтӗмлетӗве-иккӗленӗве ҫаврӑнса тӗвӗнчӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Арҫын куҫӗ тӗлне килекен, ҫил ҫук майӗпе шӑпӑрт, тарӑн шухӑша путнӑн, пӗр ухӑнмасӑр, хускалмасӑр канӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑх юрри ӗнӗрлесе ларакан йывӑҫсенчен йӑпӑшланса ӳсекен вӑркӑля тирек ҫеҫ, ҫу варринче мамӑк кутлӑ маҫака ҫаврӑнаканскер, шӑпӑрлӑ ҫара (сыхланса юлнӑ, саралнӑ пӗр-ик ҫулҫине шута илмесен) тураттисене ҫӳлелле чӑнк кӑнтарнӑскер, халӗ вилтӑпри палӑкӗ пек хуп-хура: ҫи-пуҫне тӑхӑнса хывассипе вӑл яланах малта.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗвелӗн пӗрремӗш пайӑркисем тӳпенелле кармашма пуҫласан, Миколӑпа Сима та майӗпе общежити еннелле утрӗҫ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Кун пек лапка-лапка кӑпӑшка юр ҫӗр ҫине майӗпе вӗлтӗртетсе аннӑ пек пулать.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тӑрӑшни сая каймарӗ, ҫӑмарта хупписем майӗпе хулӑнланчӗҫ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Кинемей хӑйӗн ҫумӗнче выртакан ватӑ кушакне утиялпа витрӗ те майӗпе вырӑнӗ ҫине тӑрса ларчӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Ну, вӑт, кинемей, халӗ майӗпе тӑрса лар-ха, сана вӗри апат ҫитерем, — терӗ Лена, пуканӗ ҫине тирӗкпе вӗри яшка пырса лартса.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑл, пӗтӗмпех сывалса ҫитеймен пулсан та, килти ӗҫсене майӗпе хӑех пуҫтаркалать.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Халлӗхе ҫамрӑкрах-ха, ҫамрӑк майӗпе ытлашширех ҫунатланать, вӑй ҫитменнине те пуҫӑнма пӑхать, тума май ҫуккине те тума ӗмӗтленет.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Малти пӳртрен уяв майӗпе юсав тумланнӑ Лукарье тухрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чи пӗчӗккисем те ун майӗпе тӗрлӗрен профессисемпе паллашма, вӗсен обществӑри пӗлтерӗшне, кирлӗлӗхне ӑнланма пултараҫҫӗ.
Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle
Пӗршухӑшлӑха эпир тулли мар мобилизаци майӗпе ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ретне тӑнисене пулӑшас, хавхалантрас тесе пурте кар ҫӗкленнинчен те аван куратпӑр.
Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh
Ҫавӑнпа та вӗренӳсен майӗпе гражданла оборона сигналӗсене ҫитермелли хатӗрсен ӗҫне те тӗрӗсленӗ.
Хӑрушлӑха сирме хатӗр пулмалла // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11658-kh ... r-pulmalla
Шӑй-шай, ҫынсем кӑшкӑрни майӗпе лӑпланма тытӑнчӗ.
Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӗвеланӑҫӗн кӗрен ҫути майӗпе тӗксӗмлене пуҫларӗ, сас-чӗв те илтӗнми пулчӗ.
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пичче тилхепине туртрӗ, лаша майӗпе хускалчӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.