Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел тӳсме ҫук хытӑ хӗртрӗ, унан пайӑркисем шыв ҫинче вылярӗҫ, майӗпе хӑмӑш кӑштӑртатрӗ, симӗс бархат тӗслӗ шӑрчӑксем пӗр хӑмӑш туни ҫинчен теприн ҫине пӗр сассӑр вӗҫе-вӗҫе каҫса ларчӗҫ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем майӗпе унан урисем ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пек пулса пынӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халатсем, йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пижамӑсем тӑхӑннӑ канакансем майӗпе парк тӑрӑх саланчӗҫ.Отдыхающие в халатах, в полосатых пижамах медленно разбрелись по парку.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Майӗпе Юлиус Фучик тӗрмере ҫырнисене пухса ҫитертӗм.
Густа Фучик сӑмахӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тата ытла тӑрук мар, пӗчӗккӗн, майӗпе.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл вӗҫӗмсӗр сулкаланни, пӗр майлӑ ҫаврӑнкалани, майӗпе аллисем валли упражненисем туни ҫине (кусене вӑл ҫав тери тӑрӑшса, пӗр пек сулӑнкаланакан сехет маятникӗ пек туса пынӑ), пурин ҫине те пӑхма йывӑр пулнӑ, ҫавӑнпа та утма пултаракан юлташӗсем ҫак вӑхӑтра коридор тӑрӑх сулланса ҫӳреме тухса кӑйнӑ, койка ҫинчен тӑрайман Стручков вара одеялпа пуҫӗ ҫинченех витӗнсе, ҫывӑрса кайма тӑрӑшнӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Минутсене майӗпе ӳстерсе пырса, вӑл урисене тренировка тумалли тата пӗтӗм кӗлеткипе гимнастика тумалли вӑхӑта ирхине те, каҫхине те икшер сехете ҫитерчӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ирхине кӑна вӑл, питне ҫуса, ҫӳҫне тураса якатнӑскер, хӑйӗн сухалне хыракан хӗрарӑм-парикмахертан ҫине тӑрсах — ҫанталӑк лайӑххи-лайӑх марри ҫинчен, уяв кунӗнчи Мускав мӗнли ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, урамсенче баррикадӑсене сӳтме пуҫланӑшӑн савӑнчӗ, ҫак ҫурхи йӑлтӑртатса тӑракан, ҫав тери ырӑ кун демонстраци пулманшӑн шеллерӗ, уяв майӗпе хӑйӗн пичӗ ҫинчи хуратут паллисене пудрӑпа витсе хума тӑрӑшнӑ Клавдия Михайловнӑран кулкаласа илчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Танкист та халӗ койка ҫинчен тӑракан пулчӗ, вӑл коридорти тӗкӗр умӗнче чарӑнса тӑрса, хӑйӗн питне, мӑйне, хулпуҫҫийӗсене нумайччен пӑхрӗ, — халӗ вӗсем ҫинчи бинтсене салтнӑ пулнӑ ӗнтӗ, суранӗсем майӗпе тӳрленсех пынӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Йӗри-тавра вӑрман ларать, кӗр майӗпе ҫулҫӑ тӑкса ҫаралма тытӑннӑ йывӑҫсем хушшипе пӗчӗк юханшыв кукӑрӑлкаланса юхса выртать.Со всех сторон стоит лес, ручеек извивается молча около деревьев, полуобнаженных осенью.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав хут тӑрӑхах атте пӗтӗм памалли укҫине парса татнӑ майӗпе ҫак сутӑн илнӗ именин чӑн-чӑн хуҫи пулса тӑма тивӗҫлӗ, именине сутнӑ Троекуровӑн та тата урӑххисен те никамӑн та малашне ку именипе нимӗнле ӗҫ те пулмалла мар.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Том малтан анма пуҫларӗ, аннӑ майӗпе вӑл тӑм ҫинче картлашкасем тукаласа пычӗ.Том спускался первым, по дороге наскоро вырубая в глине ступеньки.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Судьян ҫурчӗ ҫул ҫинче пулнӑ майӗпе Том унта Беккие курма та кӗчӗ.
32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл кӗсйинчен хут ҫӗленӗн кантрине туртса кӑларнӑ, ӑна чул сӑрт тӗпекӗнчен кӑкарса лартнӑ та Беккипе пӗрле ҫула тухса кайнӑ, утнӑ майӗпе ҫӑмхине сӳтсе пынӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Аслӑ кун ҫывхарса килнӗ майӗпе вӑл асап кӑтартма юратни унӑн ӑшӗнчен тулалла тапса тухма пуҫларӗ: ним мар ӗҫсемшӗнех вӑл хытӑ айӑпласа ҫилӗллӗн киленнӗ пек туйӑнчӗ.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Сивӗ кӑвак шуҫӑм ҫуталса килнӗ майӗпе сасӑсем те ӳссе нумайланса пычӗҫ, — пур ҫӗрте те пурнӑҫ курӑна пуҫларӗ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫак шкултанах прокат майӗпе йӗлтӗр илеҫҫӗ.
Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29
Вахта майӗпе ҫӳрҫӗре ӗҫлеме ҫӳрерӗ.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
Хусан администрацийӗ вун икӗ метрлӑ автобуссене лизинг майӗпе туянать.Казанская администрация двенадцатиметровые автобусы приобретает в лизинг.
Хулара ҫӗнӗ автобуссем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Юлашкинчен вара райадминистрацин пуҫлӑхӗ А.Тихонов асӑннӑ обществӑри ӗҫсем чӑннипех те аван пынине, ҫӗвӗ продукцийӗ пысӑк пахалӑхлӑ пулнине, ҫавна май Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтессенчен курттӑм майӗпе саккас паракансем те йышлӑ пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21