Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лашапа (тĕпĕ: лаша) more information about the word form can be found here.
Наҫтиҫ малтан пӑвӑнса ӳкес мар тесе лашапа тан чупнӑ, тет, ывӑнса ҫитсен пӗтӗрӗнсе ӳкнӗ, ним пӗлми пулнӑ.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Киле кайнӑ чухне Ваҫҫа ялтан тухсанах арӑмне лашапа юнашар турта ҫумне кӑкарать те лашине чуптарать.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Выльӑх чунӗсем вӗсен пӗтӗмпе те иккӗ ҫех юлнӑччӗ — ҫулланнӑ лашапа мӑкла ӗне.

Из скотины у них во дворе остались пожилая лошадь и комолая корова.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пире, лашапа иксӗмӗре…

Нам с лошадью-то…

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗнӗ килте ӗнтӗ лашапа ӗне те, сурӑхсем те, хур-кӑвакал та, йытӑпа кушак таранчченех пурччӗ.

За зиму пустой дом наполнился вещами, а двор — скотом, домашней птицей.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ашшӗпе Кӗмӗш лашапа кӳршӗ яла армана кайрӗҫ.

Кемеш с отцом отправились на лошади в соседнее село на мельницу.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лашапа таҫтан таврӑнатчӗ.

— Да на лошади откуда-то возвращался один.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑмахран, 1971 ҫулта Закат ятлӑ лашапа Анатолий Албутов пӗрремӗш вырӑна тухни паянхи кун та куҫ умӗнче.

Help to translate

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Йӑлмахва хирне мӗнле майпа кӑна кӑпкалатман-ши% кӗреҫепе чавса, вӑкӑрпа, лашапа сухаласа…

Help to translate

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Кайнӑ чухне мӑк сухалӗ мана пӗр лашапа кӑна ӑсатасшӑн.

Ну, стал провожать меня эта козлиная борода, запряг одну лошадь в повозку.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑнтӑрла тӗлнелле Ярилепе Шахрун лашапа кӑштӑртатса килсе кӗреҫҫӗ.

А к обеду вернулись пропавшие Шахрун с Яриле.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫуран чӗнсе кайнӑ та каҫ пулас умӗн килне лашапа тиесе пырса пӑрахнӑ.

Пошел он туда на своих ногах, а обратно его привезли на лошади и сбросили у двора.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑппӑн шурӗҫ ялалла Парӑн-парӑн лашапа

Help to translate

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Комбайн пек машинӑсем пирки Турикасра ҫӑвар та ан уҫ, вӑл ҫунашкана лашапа турттарса пыниех пулать.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакна ҫеҫ астӑвать: ашшӗпе амӑшӗ килте лашапа ӗне курмасӑрах ҫӗре кӗчӗҫ.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та лашапа килнисем те сахал мар — Галимджан умӗнченех темиҫе урхамаха ташлаттарса иртсе кайрӗҫ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла ашшӗпе Кӑтра Михала лашапа ӑмӑртакансене вӑрман катине чӗнеҫҫӗ — старт унта пулмалла.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна ҫынсем манман-ха, ун чухне лашапа кам мала тухнине, паттӑрсем пӗр-пӗринпе мӗнле кӗрешнине халӗ те асӑнаҫҫӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл колхоз картишне ҫитнӗ ҫӗре лашапа ӗҫлекенсем лашисене те кӳлме тытӑнманччӗ.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лашапа юрамасть, лашасене халь кантарас пулать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed