Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лашапа (тĕпĕ: лаша) more information about the word form can be found here.
Акӑ аппа лашапа килсе чарӑнчӗ те, эпӗ чупса тухрӑм.

Help to translate

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Илсе кайрӗҫ мана тутар ялне лашапа.

Help to translate

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑҫал ачасене Ҫӑварни катаччине пӗр лашапа тепӗр пони ярӑнтарчӗҫ.

Help to translate

Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi

Вӑйлах, тӗреклӗ телейпех, «ҫунатлӑ карап ҫинче ҫунатлансах вӗҫрӗҫ», пар лашапа ҫӗмӗрттернӗ пекех ҫӗмӗрттерчӗҫ-ха вӗсем пурнӑҫа, чыхланачыхлана, какӑричченех печӗҫ унӑн пылак, сипетлӗ шерпетне.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ара, Комета тенӗрен, ҫав чӑрсӑр лашапа ҫирӗм ҫул хушши ӗҫлерӗ Уртем.

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Пирӗн Василий Петрович кӳлнӗ лашапа пырать пек.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул каҫ вара мана Ҫимун лашапа пырса лартса килчӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

– Пире, арҫын ачасене, лашапа ҫӳретнӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Петӗр патша вӑхӑтӗнче ун пек патвар юмансене лашмансем кунтан Питӗре ҫити лашапа турттарнӑ, теҫҫӗ.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Лашапа йытта уйрӑмах юратать, вӗсем ӑна этемӗн чи шанчӑклӑ, чи ҫывӑх тусӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӗсем, лашапа маларах ӗлкӗрсе, ирхи пуйӑспах ларса кайнӑ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрне качча панӑранпах кӗрӳшӗсене чӗнмесӗр пурӑннӑ пирки халь сӑмах пуҫарма йывӑр пулсан та: — Эпир Наҫтикпе сӳтсе яврӑмӑр та… Хӑвӑр килӗшсен, пӗрлешсе ӗҫлесен аванрах пулмӗ-ши тесе шутларӑмӑр. Эсир касса тӑрӑр, эпӗ лашапа киле турттарам, — терӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтмен ҫӗртен вӗсем патне Сантӑр лашапа пычӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лашапа ӗнесӗр юлнипе пӗтӗмпех пӗтмен-ха.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр лавне хамӑр лашапа, тепӗр лавне Макҫӑм кумсен лашипе.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн тӑвать-ха ку тутар ҫавӑн чухлӗ лашапа, шухӑшлатӑп хам.

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ Паласпа Кӗҫӗн Палас тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем лашапа Шӑхранран иртсе вирьял енне кайни вӑл тахҫантан пӗрре ҫеҫ пулкалать.

Help to translate

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каясса лашапа мар, ҫуранах каяҫҫӗ.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Варсан Викторчӑ, сан халех киле таврӑнма тивет, — пуҫне тайса каларӗ лашапа килнӗ ҫын.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ана пуҫӗпе е лашапа, е ҫуран ҫынсем ирте-ирте каяҫҫӗ, «Сахар Петровчӑ, турӑ пулӑштӑр! Вӑй патӑр!» — тесе, кӑшкӑра-кӑшкӑра хӑвараҫҫӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed