Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ ҫак ҫынсен пуҫӗнче йӗркесӗр ӗҫсем ҫеҫ, тата вӗсем ҫак хулара усал канашсем параҫҫӗ, 3. вӗсем: «часах мар-ха; ҫуртсем лартӑпӑр; вӑл — хуран, эпир — ашӗ» теҫҫӗ.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пирӗн тӑшмансем вара ҫапла каларӗҫ: вӗсем эпир хӑйсен хушшине сасартӑк пырса кӗнине, хӑйсене ҫӗмӗрсе тӑкнине пӗлмесӗрех-курмасӑрах юлӗҫ — ҫапла вӗсен ӗҫне чарса лартӑпӑр! терӗҫ.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иудейсене вӑл ҫапла каланӑ: ҫак хуласене туса лартӑпӑр та вӗсене пашнеллӗ, хапхаллӑ-сӑлӑплӑ хӳме тытса ҫавӑрӑпӑр.7. И сказал он Иудеям: построим города сии и обнесем их стенами с башнями, с воротами и запорами.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: эпир кунта хамӑр кӗтӳсем валли сурӑх витисем, хамӑр ачасем валли хуласем туса лартӑпӑр; 17. хамӑр эпир чи малтан вӑрҫа тухӑпӑр, Израиль ывӑлӗсене хӑйсен ҫӗрне илсе ҫитеричченех вӗсен умӗнче пырӑпӑр; пирӗн ачасем вара ҫакӑнта юлччӑр, кунти халӑхран сыхланса тӗреклӗлетнӗ хуласенче пурӑнччӑр; 18. Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн еткер ҫӗрне иличчен эпир хамӑр киле таврӑнмӑпӑр; 19. пире Иорданӑн ҫак енчи хӗвелтухӑҫнелли ҫӗрне еткерлӗхе парсассӑн, эпир Иордан леш енче ыттисемпе пӗрле еткерлӗх илмӗпӗр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.