Шырав
Шырав ĕçĕ:
Дрейфа кӗриччен «Пилигрим» унчченхи пекех шыв сирпӗтсе, пӑс кӑларса выртакан кит патнелле кӑштах ҫывхарчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Тӑна кӗриччен кӗтер-ха, унтан хӑйсемпе мӗн пулнине хӑйсемех каласа парӗҫ, — хуравларӗ Халл капитан.— Подождем, пока они придут в себя, и тогда они сами расскажут свою историю, — ответил капитан Халл.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Кӗриччен алӑкран шаккамалла, кӗрсен сывлӑх сунмалла.Перед тем, как войти в отдельное помещение, нужно постучать в дверь и, войдя, поздороваться.
Учрежденире // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Интернациональнӑй ҫар шкулне вӗренме кӗриччен Таннер паллӑ борец пулнӑ, пӗр чемпионатра кӑна мар вӑл Финляндин чемпионӗ пулса кӗрешӗве тухнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Бошар класа пырса кӗриччен пӗр самант малтан, Вахнов, Бошар ларас пукан ҫине йӗп чиксе хуни ҫинчен Ивановпа Тёмӑна каласа памасӑр тӳссе тӑраймарӗ.
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тата, тивлет те сире ҫапла тума хушать: сирӗн ывӑлӑра пӑхса ӳстерес ӗҫе, эпир, вӑл гимназие килсе кӗриччен хутшӑнман-ҫке…
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӗсем пӑшал кӳпчекӗсемпе арча тӗпне ватрӗҫ, хупӑлчине штыксемпе шӑтарса, пӳлӗме вӑркӑнса кӗриччен малтан, ҫав шӑтӑксем витӗр унта мӗн пуррине пӑхса сӑнама шутларӗҫ.
ХIII. Палач // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӗсем шала кӗриччен пени усӑсӑр: кунта ҫеҫ, башньӑра, пирӗн вӑйсем танлашаҫҫӗ.
VI. Ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Куратӑп, — терӗ аппӑшӗ, унтан ӑна пӳлӗмрен каялла кӑларса, аллине щётка тыттарчӗ: кӗриччен юрна шӑлса тасат-ха эс, маттур ача!— Вижу, — сказала тетка и, повернув его обратно, сунула ему щетку: — Обчистись в сенях, молодец!
17 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫапла ӗнтӗ вӑл кӗнекесем тепӗр хут шкафа килсе кӗриччен, пӗр ҫул е икӗ ҫул иртсе каять.
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сергейпе Саня, вӑл килне кӗриччен, урам тӑрӑх уткаласа ҫӳренӗ, вара тин Христофора сас панӑ.Сергей и Саня походили на улице, пока она не убралась восвояси, и только тогда окликнули Христофора.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Кунашкал училищӗсем пӗтӗм пысӑк Российӑпа та иккӗ кӑна пулнӑ, ҫавӑнпа училищӗне Сергей пырса кӗриччен виҫӗ ҫул малтан кӑна уҫнӑ пулин те, ҫамрӑксем ун ҫинчен таҫта та пӗлнӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ефим килсе кӗриччен эсӗ мана кӗнекесем пар, — ӑна нумай пӗлин ытлашши пулать…Ты меня снабди книжками, покуда Ефим не пришел, — ему лишнее много знать…
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хушкапуҫа вӗсем хӗле кӗриччен мӑннисене пачӗҫ, хӑйсене валли кашни кун пӗрер курка сӗт ҫеҫ ыйтрӗҫ.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
«Фон Полозова г-жа» валли илнӗ ложа хыҫӗнче (кам пӗлет, епле илме пултарнӑ-ха кельнер ӑна — чӑннипе, штадт-директора сутӑн илмен вӗт-ха вӑл) — ҫак ложа хыҫӗнче дивансем лартса тухнӑ пӗчӗк пӳлӗм пулнӑ; Марья Николаевна хӑй унта кӗриччен Санина театра ложӑран уйӑрса тӑракан ширмӑна ҫӗклеме хушрӗ.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл кимӗ ҫине кӗриччен тата майланса лариччен нумай култарчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Старик кооператива ӗҫлеме кӗриччен икӗ професси пӗлнӗ — атӑ ҫӗлеме тата платник ӗҫне.Старик до службы в кооперативе знал две профессии — сапожника и плотника.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Туннеле кӗриччен пӗр вунӑ утӑмра, шоссе хӗрринчех, пӗччен пӳрт ларать.Шагах в десяти от входа в туннель, у самого шоссе, стоял одинокий домик.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Савнӑ Элен, — терӗ Гленарван, борт ҫине кӗриччен малтан, — крушенипе хӗнхур курса тӑнӑ моряксем пирӗнпе тавӑрӑнаймарӗҫ терӗм эпӗ, анчах вӗсене тупассине хытӑ шанса тӑратпӑр терӗм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫапах та, Паганелӗн «йӑвине» кӗриччен малтан, Гленарван вышка ҫине улӑхса горизонта тепӗр хут сӑнаса пӑхма шут тытрӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.