Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗни (тĕпĕ: кӗр) more information about the word form can be found here.
Ҫав коллективӑн сӑмахӗ пирӗншӗн закон пулнӑ, вӑл сана тиркени ху мӗнпе айӑпа кӗни ҫинчен пур енчен те шухӑшлаттаратчӗ, вӑл сана ырлани сана телейлӗ тӑватчӗ, хӑвна ӗненме пулӑшатчӗ.

Слово этого коллектива было для нас законом, его осуждение заставляло по совести и без скидок разобраться, в чем ты неправ, его одобрение делало счастливым, помогало поверить в себя.

9 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

«Тухса тӑр варрине!» — тетчӗ те командирсен совечӗн секретарӗ, айӑпа кӗни тухса тӑратчӗ, юлташӗсем ун ҫине пур енчен те шӑтарас пек пӑхатчӗҫ, лешин вара хӑй тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем ҫинчен тӗп-тӗрӗссине каласа пама тиветчӗ.

«Выйди на середину!» — говорил секретарь совета командиров, и провинившийся выходил, а со всех сторон на него были устремлены пытливые взгляды товарищей, и он должен был дать им отчет в своих поступках.

8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Эттай каласа та пӗтереймерӗ, чӑнах та, пӳлӗме шкул директорӗ килсе кӗни курӑнса кайрӗ.

Не успел Эттай закончить фразу, как на пороге комнаты действительно показался директор школы.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Хӗллехи кермене ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кайни, шурӑ чехсене аркатни, чӑваш тӑрӑхӗвче алхаснӑ Калюков бандин юлашкийӗсене тытма пулӑшни, колхоз тунӑ ҫӗре ҫанна тавӑрса хутшӑнни, кӗҫӗн ывӑлӗсем пуҫ хунӑ хыҫҫӑн иртнӗ вӑрҫа хӑй ирӗкӗпе кайма тӑрса ӑна унта яманни («Шӗшлӗн» сулахай ури уксахлать) тата ытти, тата ытти пирки те шухӑш ҫӑмхине ҫӑмхалама тытӑннӑччӗ те — ҫывӑхрах, ҫӳл енчен, кулӑс сассине янках чун кӗни — ун чӗрине шартах ҫуй сапрӗ.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пачах тӑлӑха тӑрса юлни, хуҫисен килне инкек килсе кӗни вӗсене пушшех туслаштарнӑ пулас.

Наверное, сблизила их полная заброшенность, несчастье, постигшее их дом.

IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Аван-ха, эсӗ килсе кӗни, шуйттан!

Хорошо, что ты пришла, чёрт!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Юрӗ, эпӗ сире хамӑн кӗске шухӑшӑмсене пӗлтерем эппин тата вӗсем манӑн ӑс-тӑна епле килсе кӗни ҫинчен каласа парам.

— Ладно, скажу я вам некоторые краткие мысли и как они дошли до моего разума.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Настасья Ефимкӑна хытарсах хушса хӑварчӗ: енчен те Настасья хапха хыҫӗнче кампа калаҫни тата кампа пӗрле кӗни ҫинчен ыйтса пӗлме хушса Тит Титыч казачока ярсан, ҫӗвӗҫӗпе, Покровски хапха патӗнче пурӑнакан Ольга Петровнӑпа калаҫрӗ, унпа кӗчӗ, тесе каламалла, терӗ.

Настасья строго-настрого наказала Ефимке, если Тит подошлет казачка спросить, с кем она говорила за воротами и с кем взошла, сказать со швеей, мол, с Ольгой Петровной, что живет у Покровских ворот.

I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Тытӑҫӑва кӗни усӑсӑр пулма пултаратчӗ, — килӗшет Владимир Ильич.

Бессмысленно было лезть в драку, — согласился Владимир Ильич.

Сокольникире пулса иртнӗ тамаша // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Антанта Российӑна килсе кӗни тарӑхтарса янӑ ӑна.

Душа его оскорбилась нашествием на Россию Антанты.

Россия — ункӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫавнашкалах ӗнтӗ вӑл пурҫӑнпа шӑтӑклаллӑ кӗпе-тумтир тӑхӑннӑ улпут майри Кулине кӗтессине пырса кӗни те.

Уж значит хорошо, коли бенгальский огонь зажгли, и уж значит хорошо, коли барыня в шелку да в кружевах вошла к Акулине в угол.

XI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Василь мӗнле айӑпа кӗни ҫинчен эпӗ чухлама ҫеҫ пултарнӑ, ҫавӑнпа та халӗ Лелюков, хӑйӗн адъютантне чылай вӑхӑт хушши каҫару ыйттарса, тӗрӗс е тӗрӗс мар туни ҫинчен ӑнланма мана йывӑр пулчӗ.

О проступке Василя я мог только догадываться и поэтому не мог судить, верно или неверно сейчас поступает Лелюков, так долго заставляя извиняться своего адъютанта.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пирӗн ҫарсем Ҫурҫӗр Крымра Сивашри позицисене тата Перекопа татса кӗни тӑшманӑн Керчь енчи ҫарӗсене хӑрушлӑх кӳнӗ.

Прорыв Сивашских позиций и Перекопа на севере Крыма создал угрозу Керченскому направлению.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Юлашкинчен вӑл хӑрами пулчӗ те ял патне ҫывхарма юраманни ҫинчен, унта тӑшман батальонӗ килсе кӗни ҫинчен каласа пачӗ.

Наконец он пришел в себя и с юношеским жаром советовал мне даже не приближаться к их селу, так как туда пришел татарский добровольческий батальон.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ӑна вӗсем: «ҫӗнӗ йӗрке» ҫинчен, ҫав патак-гумм ҫинчен, ҫаптармалли машина ҫинчен, Биркенау кӑмакин тӗтӗмӗнчен этем какайӗ шӑрши кӗни ҫинчен каласа панӑ.

Ну, ему и рассказывают про этот самый про «новый порядок», про гуммы, про порольные машины, про дымы Биркенау, что пахнут человеческим мясом.

Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.

Информбюро сводкисем тӑрӑх, тӑшман Дон урлӑ каҫса Краснодарски крайӑн тавралӑхне ҫитсе кӗни ҫинчен эпир вӑхӑтӗнче пӗлсе тӑнӑ.

Из сводок Информационного бюро мы знали, что противнику удалось форсировать Дон и выйти в пределы Краснодарского края.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Унтан вара вӑл тыткӑна лекнисемшӗн хута кӗни те пулнӑ, рабочисене увольнительнӑйсем панӑ, унӑн арӑмӗ красноармеец арӑмӗсене апат леҫнӗ, — ҫаксем пурте аса килчӗҫ.

А тут вспомнилось, и как он за пленных заступался, и как увольнительные рабочим давал, как красноармейкам пайчишко его жена таскала.

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

Унӑн ача-пӑчанни пек янӑравлӑ сасси эпир мӗн сӑлтавпа кунта ҫӗмӗрсе кӗни ҫинчен виҫҫӗмӗш рангри капитана уставӑн пӗтӗм йӗрки тӑрӑх рапортласа пачӗ.

Он звонким голосом рапортовал капитану третьего ранга по всем уставным правилам о причинах нашего вторжения.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

…Хӑлӑхсӑр чупкӑн ача киле мӗнле пырса кӗни ҫинчен тепӗр хут ҫырса кӑтартма питӗ кансӗр.

…Трудно еще раз описывать извечную картину возвращения блудного сына.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Сталин янӑ совет чаҫӗсем Прагӑна тул ҫутӑласпа те пӗр енчен пырса кӗни ҫинчен пӗлмест-ха вӑл.

Он еще не знал, что на рассвете в Прагу с другой стороны вступили советские части, посланные Сталиным.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed