Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗмерӗ (тĕпĕ: кӗр) more information about the word form can be found here.
Ҫук, куҫа курӑнман вӑйсем вӑрӑнасран, инкек кӳресрен темле асӑрхаттарсан та, темле тилмӗрсе тархасласан та ӳкӗте кӗмерӗ Полина.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах вӑл пурнӑҫа тӳрех кӗмерӗ.

Help to translate

Вӑрмарсен фабрикине сутнӑ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.

Хӑна пӳрте урӑх кӗмерӗ, кӗслеҫӗсемпе садрах сывпуллашрӗ те анкарти хыҫӗнчи сукмакпа тухса уялла утрӗ.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин, вӑрӑм ҫула кӑштах та пулин кӗскетес тесе Тавӑта кӗмерӗ, анкартисем хыҫӗпе тӳрех Хитекушкӑнь Мӗлӗше тухма шӳт тытрӗ.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑнлантарса пар-ха ҫак вырӑна — нимӗн те пуҫа кӗмерӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ туй иртни вунӑ уйӑх ҫитсе те кӗрӳшӗ патне пырса кӗмерӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула хисеплӗн те ҫепӗҫҫӗн хуравлани Лукарье хӑлхине кӗмерӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук Микулана юратни ҫинчен Якур пуҫне те пырса кӗмерӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха илӗртсе сӳпӗлтетни Кӗтерук хӑлхине кӗмерӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ун хӑлхине нимле сас-чӳ те кӗмерӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн хӑлхине ҫамрӑксем шавласа алӑ ҫупни те кӗмерӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах тӳрех ҫенӗке кӗмерӗ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑшӗ таврӑннине пӗлсе, пахча картине майласа аппаланнӑ Сергей ҫенӗке килсе кӗчӗ, анчах лавккана кӗмерӗ, амӑшӗ тухасса кӗтрӗ.

Help to translate

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малти пӳртне кӗмерӗ, вӑрӑм коридорпа ҫаврӑнса, кайрине кӗчӗ, шкапран кӗленче илсе пӗр черкке эрех тултарса ӗҫрӗ.

Help to translate

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫывӑхрах хӗрсем юрлани те, тепӗр урамра хуткупӑс нӑрӑлтатни те ун хӑлхине кӗмерӗ.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑнах та, Мамич-Бердей кӑшкӑрашнине илтсе картишӗнчен никам та чупса кӗмерӗ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Али-Акрама пытарнӑ кунсенче, вӑрӑм та йӗплӗ чӗлхесем лӑпланиччен, Мамич-Бердей шӑппӑн ҫеҫ ҫӳрерӗ; мӑрсасемпе тавлашӑва кӗмерӗ, халь кунта эп хуҫа тесе никама та нимӗнле ӗҫ те хушмарӗ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода пӳлӗмне ҫеҫ илсе кӗмерӗ ӑна.

Help to translate

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ман пата кӗмерӗ.

Help to translate

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах, мӑшкӑл мар-и уншӑн: пӳрте кӗмерӗ Мамич-Бердей, никампа калаҫмарӗ, хӗр ачана ют ҫын урлӑ чӗнсе тухса, урамран вӑрласа кайрӗ.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed