Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗлле вӑл сысна тата чӑх витисем туса лартма, кӗлпе тислӗк пухма сӗнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӑйсен хулисемпе ялӗсене ҫил вӗрсе аркатнине, вӗсен вырӑнӗнче кӗлпе вӗлтрен ҫеҫ тӑрса юлнине пӑхса куртӑр вӑл!
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл паранкӑ ҫинчен те, ҫунма пӑрахса хулӑм кӗлпе витӗнсе пыракан вутӑ ҫинчен те манса кайса, ним хусканмасӑр, кантӑк пек куҫӗсемпе ним тӗлсӗр пӑхса ларчӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Шенкурск патне пымалли ҫул ҫинче, — терӗ вӑл, — большевиксем кӗлпе ишӗлчӗксем кӑна тӗл пулӗҫ.— На пути к Шенкурску, — заявил он, — большевики найдут только пепел и руины.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл кӗлте мӗн-мӗн пуррине тӗплӗн каласа ӑнлантарчӗ, ӑна колхоз уй-хирӗсенчи тӑпрара мӗн-мӗн пуррипе шайлаштарса кӑтартрӗ, ҫӗре кӗлпе ҫемҫетсен, тырӑ тухӑҫӗ епле ӳсесси ҫинчен ӑнлантарчӗ, ҫакна вӑл юриех суйласа илнӗ шултра пучахсемпе, ҫӗрулмипе, кишӗрсемпе кӑтартса пачӗ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кӗлпе ҫӗр ҫемҫелет теҫҫӗ пулмалла.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Асламӑшӗ ӑна кӗлпе тасатрӗ, вара вӑл праҫник чухнехи сӑмавар пек ҫуталса ҫитсен, ӑна чӑлана пуҫтарса хучӗ.Бабка начистила его золой, и, когда он заблестел, как праздничный самовар, спрятала в чулан.
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Сунарҫӑ ӑшӑ ҫӗре выртнӑ, пиншакпа витӗннӗ, хӑй ҫине ҫиелтен кӗлпе витнӗ те ҫывӑрса кайнӑ, ирхине ирех каллех сӑсара йӗрлесе кайнӑ.
Пакша // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 126-129 с.
Тиркӗ ӑшне юнашар хурӑн ҫинчен ӳксе тулнӑ кӑвакарнӑ ҫулҫӑсене сиртӗм те, ман куҫа кӗлпе витӗннӗ хура ҫӗр курӑнса кайрӗ.
Пакша // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 126-129 с.
Унта вӗҫенкайӑк йӑва тумасть, ун патӗнчен аякран пӑрӑнса каять тискер кайӑк, хӑвӑрт ҫунатлӑ ҫил кӑна ун ҫийӗн вӗҫсе иртет, кӑвак кӗлпе йӳҫек тутӑллӑ хура тусана инҫете-инҫете хӑваласа салатать.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ачасем пӗр-пӗрин ҫумне хутланса кӗрсе пурте ҫывӑратчӗҫ-ха, кӑвайтран та кӗлпе ҫунса пӗтмен йывӑҫ турачӗсем ҫеҫ тӑрса юлнӑ, унтан кӑшт ҫеҫ кӑвак тӗтӗм тухса тӑрать.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Пасар кӗрлесе-шавласа тӑнӑ, тусанпа ҫын тарӗ шӑрши кӗнӗ, сутма тесе ятарласа хӑйӑрпа, кӗлпе тасатнӑ кантӑк, никель япаласем куҫа ҫинӗ, ҫӑра сухалне хырман, плащ тӑхӑннӑ темӗнле ҫын, ҫӑварӗнчен эрех-шӑрши перекенскер, хӑрӑлти сассипе: «Кама укҫа шалккӑ мар, килӗр хӑвӑртрах! Йӳнӗпех паратӑп!» — тесе кӑшкӑрнӑ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Стариксем, хӗрарӑмсем, каччӑ пӳне ҫитмен ҫамрӑксем тыткӑнри коммунистсен кӳпчесе кайнӑ, юнланса пӗтнӗ, юнӑхса кӗсенленнӗ пичӗсенчен мӗн алла лекнӗ ҫавӑнпа ҫапрӗҫ, сурчӗҫ, чулпа, типӗ тӑпра муклашкисемпе печӗҫ, хӑрушла хӗнесе пӗтернипе хӗсӗнсе ларнӑ куҫӗсенчен тусанпа, кӗлпе ывӑҫла-ывӑҫла сапрӗҫ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ертсе кай пире Вешенскине, — пӗтӗмпе нимӗр туса кӗлпе вӗҫтеретпӗр!
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗлпе кизек тӗтӗмӗн шӑрши сарӑлнӑ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тимӗрҫӗ ҫав картинӑна пысӑк хӑма ҫине ӳкерсе тӑрмашнӑ вӑхӑтра, шуйттан ӑна чунтанах чӑрмантарма тӑрӑшнӑ: курӑнми пулса чавсинчен те тӗрткеленӗ, лаҫри вучахран ывӑҫласа илнӗ кӗлпе те сапса пӑхнӑ ҫав картина ҫине; анчах, апла пулин те, тимӗрҫӗ хӑй ӗҫне чиперех туса пӗтернӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗр сӑмах каламасӑрах, вырӑнӗнчен тӑчӗ вӑл, пӳлӗм варринче урисене саркаларах тӑчӗ, пуҫне кӑшт малалларах туса пӗшкӗнчӗ те, аллине пӑрҫа тӗслӗрех сӑхманӗн хыҫалти кӗсйине чиксе ярса лакпа сӑрланӑ ҫаврака табак пуракӗ туртса кӑларчӗ, унтан вара, табак пуракӗ ҫине сӑрласа лартнӑ басурман генералне питӗнчен пӳрнипе шаклаттарчӗ те пӗр пысӑк чӗптӗм кӗлпе тата энӗҫ ҫулҫипе хутӑштарнӑ табак илсе, аллине кӗвенте пек авса сӑмси патне илсе пычӗ, илсе пычӗ те ҫавӑнтах табака пӗтӗмпех сӑмсипе туртса ячӗ, сӑмсине пуҫ пӳрни ҫумне перӗнтермесӗрех шӑршларӗ, — анчах пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн, кӗлпе тата тӑмпа вараланса пӗтнӗ пулнӑ.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ун варринче вут вырӑнӗ — кӗлпе вутпуҫҫи татӑкӗсем выртаҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫав ирсӗрсем пире пӗтӗмпе ҫунтарса ярасшӑн, кӗлпе тусан ҫинче лартса хӑварасшӑн; камӑн мулӗ пӗтмелле тейӗр эсир?Эти негодяи хотят все сжечь, превратить в прах и пепел; но чье добро, спрашивается?
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.