Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларма (тĕпĕ: кӑлар) more information about the word form can be found here.
Иртен пуҫласа каҫчен авӑн ҫаптарчӗ, юлашки тарне пӑчӑртаса кӑларма тӑрӑшрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Парти шанӑҫне тӳрре кӑларма тӑрӑш!

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрт кӗтессине ҫитсен, ӑна тепӗр ҫынни ярса тытрӗ те сасӑ кӑларма ӗлкӗриччен ҫӗре пӗтӗрсе ӳкерчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуняшшӗ ӑна каҫарчӗ ҫеҫ мар, пӗтӗм халӑх умӗнче тӳрре кӑларма тӑрӑшать.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсемпе питлешме е хӑвна тӳрре кӑларма ҫеҫ хӑтлан, ку вара вут ҫине краҫҫын сапнӑ пекех пулӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑҫал сезонне уйӑха яхӑнах малтан уҫнӑ пулин те, хура маскӑна сезон пуҫламӑшӗнчех кӑларма шутланӑ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах кӗрӳшӗ Сантӑр шанӑҫне тӳрре кӑларма мар, малтанхинчен те ытларах тилӗртрӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑн пек кӑмӑллӑ ӳкерчӗке куҫ умне кӑларма пултаратӑр-и?

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Ванькка шӑллӗ ҫитӗнсе ҫитсенех ҫӗнӗ пӳрт лартма ӗҫлесе илес тесе Донецк хулине шахтӑна кӑмрӑк кӑларма тухса кайрӗ.

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Пирӗн пата пӗлтӗр улма кӑларма килсе кайнӑ маттур хӗре — Лорӑна — качча илме шуту пур-и?

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫӑмӑл мар ачасемпе ӗҫлеме, вӗсене пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тивӗҫлӗ кӑларма.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Михаҫ сассине илтсе вӗсем тӑна кӗчӗҫ тейӗн, пӗри те тепри каялла таврӑнчӗҫ, инкеке лекнине туртса кӑларма пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫулталӑкри пӗр вӑхӑта хӗл каҫма урӑх вырӑна кайсан та, вӗсем чӗпӗ кӑларма тӑван тӑрӑха таврӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫав каҫхине ҫырмана сикнӗ машинӑна туртса кӑларма кайман пулсан, Улюк паянхи кун та пурӑнмалли ҫынччӗ, утмӑлтан ҫеҫ иртетчӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Мускавран сана тӗрмерен кӑларма ирӗк паракан хут килсе ҫитрӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӗсем ӑна ҫӳлерехри саккунҫӑсем патне хӑйсене тӗрӗс мар айӑплани ҫинчен пӗлтерме, ирӗке кӑларма ыйтса ҫырма йӑлӑнчӗҫ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Эпӗ пур, ҫав суяна хирӗҫлемесӗр, ӑна чӑнлӑха кӑларма ҫул уҫса патӑм.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Унӑн та, ытти ҫынсенни пекех, ҫитменлӗх пур, — хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшрӗ Миша.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Этем пуҫӗ шутласа кӑларма май ҫук хайхи танлаштарусене вара йӑлтах мана, свидетеле, тавӑрса пачӗ.

Help to translate

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Пенси кӑларма манӑн халӗ пур хутсем те ҫитеҫҫӗ.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed