Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫпа (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Ӑна историксен хальхи куҫпа пӑхса ку таранчченхинчен урӑхларах хакламалла-тӑр.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Варламовсене чӑрмантарма та аванах мар-ха, анчах хам ӳссе ҫитӗннӗ кил-ҫурта хӑрах куҫпа та пулин курас килет.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑш-пӗрисем ют ҫӗрсенчи пурнӑҫ йӗркине хӑрах куҫпа кӑна сӑнанӑ-и е курнине те курмӑш пулнӑ-и, анчах Сулагаев вара унта мӗн пуррипе ҫуккине икӗ куҫӗпе те тинкерсе пӑхнӑ пулас, хӑй мӗн курнине чун-чӗри витӗрех сӑрхӑнтарса кӑларма тӑрӑшнӑ-тӑр.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Сывӑ пулӑр! — терӗм эп куҫпа ҫеҫ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Анчах ҫак вӑхӑтра, Аньӑна шелленӗ пекех, ун хурлӑхне сиссе илнӗ пекех, симфонири кӗвӗсем ҫине ӑшӑ лирика сӑрхӑнчӗ, ҫав ӑшӑ лирика ҫутҫанталӑк ҫине кӑшт ҫеҫ ывӑнса ҫитнӗ куҫпа (пурпӗрех ҫирӗп кӑмӑлпа!) пӑхнинчен тухрӗ пулин те, Аньӑна лӑплантарчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Анчах Аня ӗнтӗ текех хӑйӗн Мосальскийӗ ҫине ӑшӑ куҫпа пӑхмӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Куҫпа курмасӑрах мӗнле ҫыран-ха!

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӑна вӑл халь малтанхинчен урӑхларах куҫпа сӑнать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Куҫпа виҫейми анлӑн сарӑлса выртакан ҫеҫен хиртен поселока хумхах текен кӑтра курӑк ҫаврашкисем кӑлтӑртатса килеҫҫӗ те урамри тумхахсем тӗлӗнче мулкачсем евӗрлӗн талтлата-талтлата сикеҫҫӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ульяна Испуханов ҫинелле хӑрах куҫпа та ҫаврӑнса пӑхмарӗ, салху сӑнлӑскер, Анна Петровна ҫывӑхнерех вырнаҫса ларчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Хальхи куҫпа пӑхас пулсан тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарни вӑл вӑхӑтри технологи суверенитетне палӑртать.

Help to translate

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Хӑйпеле тӑшман хушшине куҫпа виҫсе илчӗ те Укаслу ухӑсене карӑнтарма вӑхӑт ҫитнине ӑнланчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та малалла куҫпа ҫивӗчрех пӑхмалла пуль, ӑна-кӑна асӑрхама тӑрӑшмалла пуль…»

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша умӗнче хӑй епле тӑнине, унтан вара Алюн пырса кӗнине, уншӑн мӗн тери пӑлханнине, кайран патька-патша ыр сӑмахне илтнӗ хыҫҫӑн, ун ҫине мӗн тери телейлӗ куҫпа пӑхнине аса илчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫиме мар куҫпа та курман! — тетӗп.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ӗлӗкрех эпӗ те, вӗсен пурнӑҫне хам куҫпа куриччен, ҫапла шутлаттӑм.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла калаҫса, Урха хӗрне тннкерсе, Пӑхать витӗр куҫпа, куҫ хупахне ҫӗклесе.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кунта, ачам, килти мар ҫав, канлӗн ҫывӑраймӑн: пӗр куҫпа тӗлӗк кур та тепринпе сыхӑ тӑр!

Help to translate

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Питӗ килӗшӳллӗ-ҫке, — Лисукпа Анук пӗр харӑсах Хветура шлепки ҫине куҫпа тӑрӑнчӗҫ.

Help to translate

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Унтан эпӗ куҫпа аптрарӑм.

Help to translate

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed