Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑнмалла (тĕпĕ: курӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа Катьӑна ҫул курӑнмалла мар, куҫне-пуҫне хупласа илсе кайма тивет…

Help to translate

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

— Владимир Сергеевич! — хӑюсӑррӑн сӑмах хушрӗ пӗри, чечеклӗ тутӑрне ҫӳҫӗ кӑшт ҫеҫ курӑнмалла ҫыхса лартнӑскер, — манӑн материал пӗтрӗ.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мотоциклпа ҫӳренине пӑхмасӑрах, вӑл хитре ҫӗлетнӗ кӑвак бостон костюмпа, кӑвак галстукпа, кӗпе ҫухави чӑлт шурӑ, пушмакӗсене сӑн курӑнмалла ҫутатнӑ; ҫара пуҫӑн, хӑйӗнчен духи шӑрши кӗрет.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗчӗк пӗвӗ тӑпӑл-тӑпӑлччӗ, пӗҫӗ шӑммисем сарӑлнӑччӗ, кӑрӑн-кӑрӑн кӑкӑрӗсем питех те куҫа курӑнмалла палӑратчӗҫ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Вӑл кӗпе ҫурӑкне саппунӗ айӗнче курӑнмалла мар туса ҫыхнӑ, тутӑрне те тӳрлетнӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑватӑ катемпие тӑватӑ ҫӗре инҫетренех курӑнмалла туса лартрӑмӑр.

Help to translate

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Вӑхӑт ҫитсен, карта хыҫне тухса тӑрӑнтарса лартнӑ улмуҫҫи чечек ҫурнӑ евӗр, пурин куҫне те курӑнмалла хӗр пулса тӑнӑ Укка.

Укка выросла завидной девушкой, глаз невозможно было от нее отвести.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Савтепийӗ, тен, ытлашширех те куҫа курӑнмалла пуль.

Савдеби даже привлекательней Ухтивана.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Куҫа курӑнмалла пултӑр.

Пусть будет видно глазами.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ишут курать: хӗр куҫӗсем Курӑнмалла чӑлт! хӗлхемленчӗҫ, Ҫак сумлӑ вӑхӑтра вӗсем Татах асамлӑн илемленчӗҫ.

Help to translate

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫанталӑк кӑнтӑрла икӗ хӗвел курӑнмалла сивӗтсе пӑрахрӗ, пӗтӗм ҫӗре ҫемҫе юр айӗнчен пӑрлӑ кӑшӑл карса илчӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ ҫул кукӑрӑлчӗ, вӑрман сайралчӗ, часах Атӑл курӑнмалла.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпа сирӗн халӗ нихӑҫанхинчен те лайӑх курӑнмалла.

Важно выглядеть на высоте.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Аспар кӑштах курӑнмалла кӑна хускалчӗ, леш тутарӗ лаша ҫинчен ҫӗре сирпӗнчӗ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Университет ректорӗ Луньяк, кӗреш юманран чутласа тунӑ пек патвар хул-ҫурӑмлӑскер, ҫарамаслантарас пулсан, чӑнах та ҫак рамкӑри пекех курӑнмалла — ҫапах та кам хӑйса хывӑнтарса лартнӑ-ха ректора Хура тинӗс хӗрринчи чуллӑ хӑйӑр ҫине?

Help to translate

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Апла хывмастӑп паян, юлан утпа пынӑ чух вӑл илемлӗн курӑнмалла.

Help to translate

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтанах ӑна хай ҫумне чикрӗ, пӑртак шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн каллех сӗтел ҫине, курӑнмалла ҫӗре, кӑларса хучӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Сӑмса вӗҫне панулми пек гуммос ҫыпӑҫтарсан, каснӑ-лартнӑ Еремка пекех курӑнмалла, Поль, — темшӗн ҫине-ҫинех Павлуша французла ятпа чӗнчӗ Максимов.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пичӗ ҫине хӑмӑр грим ытларах хурсан, сӑмсине кӑшт хӗретсен, хӑйсен ялӗнчи Эрех Ваҫҫи пекех курӑнмалла.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эверкки амӑшӗ питне шурӑ тутӑрпа курӑнмалла мар витнӗ алкум алӑкне чиперех уҫса пӳрте кӗчӗ, ывӑлне юратса аллипе сӗртӗнчӗ, унтан каялла тухса кайрӗ, ҫухалчӗ…

Help to translate

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed