Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавна валли Муратовпа Смирнов вырсарни кун, кӑнтӑр кунӗнчех, хулан шавлӑн урамӗнче ларакан Ключников типографине шрифтсем вӑрлама кӗнӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Виҫҫӗмӗш кунӗнчех ӗнтӗ чӑтайми пулнӑ, вара Вера Николаевна Фигнер, тӑххӑрмӗш кунӗнче, чи юлашкинчен кӗрешме пӑрахса, — вилесле кӳреннипе хут татӑкӗ ҫырса хӑварнӑ, вӑл хут татӑкӗ тӗрмерен темле ирӗке тухнӑ (ҫав ҫырури шанӑҫ ҫухатнӑ сӑмахсем ӗмӗрлӗхех асра юлчӗҫ).
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Урӑм-сурӑм ҫинчен вӑл тахҫантанпах илтнӗ, — пӗтӗм ҫӗр ҫине хыпар сарӑлнӑ, — патшана ларнӑ пӗрремӗш кунӗнчех вунӑ пин ҫынна епле вӗлернине пӗлнӗ вӑл…
ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Илнӗ те кайнӑ — кӑнтӑр кунӗнчех вӑрланӑ.
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗрре вӑл мана айккинерех ҫавӑтса кайрӗ те, эпӗ «хӑрах ураллӑ моряк курӑнмӗ-ши тесе икӗ куҫпах пӑхса тӑрсан», тата вӑл килнине курсанах ун ҫинчен хӑйне пӗлтерсен, вӑл мана кашни уйӑхӑн малтанхи кунӗнчех тӑватшар пенс кӗмӗл укҫа тӳлеме пулчӗ.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Шкул пурнӑҫӗн малтанхи кунӗнчех, Фома, чӑрсӑр алхасусен ҫӗкленӳллӗ шавӗпе тата чӗрӗ те тӑвӑллӑ вӑйӑ-кулӑпа алчӑраса кайнӑскер, ачасен хушшинчен уйрӑмах иккӗшне асӑрхаса илнӗ, — вӗсем уншӑн ыттисенчен интереслӗрех туйӑннӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавӑнпа та Курс кӑнтӑр кунӗнчех аппаланма шутларӗ.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫак укҫа ҫинчен шухӑшла-шухӑшла Федорка ухмаха ерес патнех ҫитнӗ: кӑнтӑр кунӗнчех ӑна ҫав сӑваплӑ ҫичӗ тенкӗ курӑна пуҫланӑ — виҫӗ тенкӗлӗх икӗ симӗс укҫа, пӗр тенкӗлӗх пӗр сарӑ укҫа куҫ умӗнчен кайман…
V // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Анчах Прохор Палыч халь нумай хӑюллӑрах пулнӑ та, кунта пырсан малтанхи кунӗнчех, Недошлепкин вӗрентсе янӑ тӑрӑх, лабораторие тӗрӗсленӗ.Но Прохор Палыч был уже куда смелее и в первый же день по совету Недошлепкина проверил лабораторию.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Хам Березовая полянӑна килсен иккӗмӗш кунӗнчех эпӗ Нарышкина тухса кайма хамах ирӗк патӑм вӗт-ха, эпӗ ӑна юри, ӑнлансах турӑм.
18 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗри вӑл — граф Милорадович пулнӑ — паттӑр, илемлӗ, ҫав тери хӑюллӑ, нимӗн ҫинчен те шутламанскер; Александр ӑна вунӑ хутчен парӑмсенчен хӑтарнӑ; кунпа пӗрлех вӑл хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗннӗ, укҫа шутне пӗлмесӗр тӑкнӑ, лӗпӗрти пулнӑ, тӗнчери чи ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен пӗри пулса тӑнӑ, салтаксен идолӗ пулнӑ, пӗр саккуна та пӗлмесӗр, темиҫе ҫул хушши Петербурга тытса тӑнӑ, юлашкинчен, юри тенӗ пекех, ӑна Николай патша пулса тӑнӑ пӗрремӗш кунӗнчех вӗлерсе пӑрахнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Моряк ултӑ хӗрарӑм ярса панӑ та, ку пӗртте ытлашши пулман; ҫанталӑк питӗ сивӗ пулнипе тата тӑлӑпсем начаррипе ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн пиллӗкмӗш кунӗнчех килтен кӑларса янӑ икӗ чи лайӑх хӗрарӑмӗ ҫав тери хытӑ шӑнса пӑсӑлнӑ, вара кайран, кайӑксем пӑхакан карчӑк калканпа тата сапурпа темле тӗтӗрсен те пурпӗрех вӗсем водянкӑпа чирленӗ, виҫҫӗмӗш хӗрарӑмӗн ачи ҫул ҫинче — куҫӑхнипе пулас — чирлесе ӳкнӗ, сывлӑш уҫӑ пулнӑ тата хӗллехи ҫул ҫинчи ытти ырлӑхсем пулнӑ пулин те вӑл Реполовкӑна — Липовка ҫыннисем яланах чарӑнса тӑракан яла ҫитичченех, ҫуна ҫинчех вилсе кайнӑ; ҫав ача амӑшӗн сӗчӗ пуҫа пырса ҫапнӑ пирки вӑл ӗмӗртме юрӑхлӑ пулман.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Авланнӑ хыҫҫӑн тӑваттӑмӗш кунӗнчех поручик ӑна хӗнеме тытӑннӑ, хальхинче вара Акулина Андреевна хӑй тутлӑлатнӑ наливкӑсем ӗҫме тытӑннӑ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫапла ӗнтӗ Сервантес, юлашкинчен, хӑйне валли кӑнтӑр кунӗнчех тӗрмерен тухса ҫӳреме те ирӗк илнӗ.Так Сервантес добился, наконец, для себя свободы выходить днём.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Мӗнрен пуҫлӑпӑр-ха эпир, Валя? — тесе ыйтрӗ вӑл вӑрттӑн курӑнма пуҫланин пӗрремӗш кунӗнчех.— С чего же мы начнем, Валя? — спросил он в первый же день их подпольной жизни.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
— Ара, хӗл кунӗнчех аҫа ҫапасшӗ мар-и!
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
А леш «антиподсем», урӑхла каласан, американецсен делецӗсем, совет инженерӗсен изобретенийӗпе кӑнтӑр кунӗнчех вӑрлас ӗҫре, ӑнланмаллӑрах каласан, хӑйӗн кӳрши йышӑнакан участокри нефте кӑларас ӗҫре усӑ кураҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Эпӗ пуринчен ытла хам шкула пырсан, пӗрремӗш кунӗнчех Ваҫҫукпа тӳпелешсе кайнине астӑватӑп, мӗншӗн тесен вӑл хӗрлӗ пуҫлӑ.
9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пурине ӑна… — ҫамкине картлантарчӗ Имет, — ҫу кунӗнчех пурарӑм.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Леш тӗнчене лексен малтанхи кунӗнчех ӑна шыраса тупатӑп.В первый же день, как только попаду на тот свет, разыщу непременно.
21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.