Шырав
Шырав ĕçĕ:
Икӗ пӳлӗмне те тӑвӑрлатса сӗтелсем лартса тултарнӑ, кашни сӗтел хушшинчех икона ҫыракан кукӑрӑлса ларать, хӑшин хушшинче икшерӗн те лараҫҫӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ку уншӑн чи хӑрушӑ сӑмах пулчӗ, анчах ӑна вӑл хӑй каларӗ, хӑйне хӑй касса татрӗ, ҫемҫелсе кайрӗ, кукӑрӑлса ларчӗ те, текех пирӗн ҫине пӗрре те тӳррӗн пӑхаймарӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Янахӗ мӑнтӑр, усӑнсах аннӑ, кӳпшек питҫӑмартисене шӑп варринчен ҫавракан пӗветнӗ, пӗчӗк сӑмсин шӑтӑкӗсем кӑшт ҫеҫ уҫӑлса тӑраҫҫӗ, сӑмси хӑй ҫӳлелле кукӑрӑлса тӑрать, ҫӳҫӗ-пуҫӗ сап-сарӑ, анчах куҫхаршисене кӗрхи каҫ пек хуп-хура сӑрласа лартнӑ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Пӗвӗпе вӑл ҫӳллӗ мар, хулпуҫҫийӗсем сарлака, патвар, кӗске урисем питӗ ҫирӗп пусса тӑраҫҫӗ, хӑй ҫине тӑваткал-тӑваткал ӳкерчӗклӗ ковбойка тӑхӑннӑ, ун айӗнчен тата тепӗр кӗпе курӑнать; сӑнӗ-пичӗ хӗп-хӗрлӗ, ҫӳҫӗ те хӗрлӗ, ӑна вӑл мода хушнӑ пек «под бокс» кастарнӑ; куҫӗсем пысӑк, ни ӑшшӑн мар, ни сиввӗн мар пӑхаҫҫӗ, хулӑн тутисем ҫур уйӑх пек авӑнса тӑраҫҫӗ; пысӑк та мӑнтӑр сӑмсин вӗҫӗ ҫӳлелле кукӑрӑлса тӑрать.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Ҫапах та мана темле лайӑх мар пек туйӑнать: ҫерҫипе тупӑкӗ, кукӑрӑлса кайнӑ кӑвак урисем тата хурлӑхлӑн ҫӳлелле кӑнтарса янӑ ӑвӑс тӗслӗ сӑмсийӗ пӗрмаях ман куҫ умӗнче тӑрать, йӗри-тавра тӗрлӗ тӗслӗ хӗлхемсем татти-сыпписӗр йӑл-ял йӑлтӑртатаҫҫӗ, асамат кӗперри пуласшӑн та, анчах пулаймасть темелле.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Громада генералпа Шапошников капитан, ҫурма сасӑпа калаҫса, сукмак тӑрӑх утаҫҫӗ, ҫав сукмак чикӗри уйрӑм йӑрӑм хӗррипе, вӑл кукӑрӑлсан — кукӑрӑлса, вӑл анаталла ансан — анаталла анса, тӑсӑлать.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унта курӑкпа е вӑрманпа витӗннӗ тикӗс тайлӑм ту шӑртне ҫитиех улӑхать; унта ту тайлӑмӗсене тарӑн та анлӑ варсем каса-каса тухнӑ, вӗсем хушшипе ту юпписем кукӑрӑлса иртеҫҫӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Аялта ҫулҫӑсӑр, типе пуҫланӑ хӑмла ҫырлин ҫамрӑк тӗми кукӑрӑлса хӗвел патнелле туртӑнать; сывлӑм шывне сыпнӑ йӗплерех ешӗл курӑкпа ҫамрӑк хупах, иртнӗ ҫул тӑкӑнса юлнӑ ҫулҫӑсем витӗр шӑтса тухнӑскерсем, ӗмӗрлӗх сулхӑнта сӗткенлӗн ешӗреҫҫӗ, вӗсем улмуҫҫи ҫулҫисем ҫинче хӗвел йӑмӑх ҫутӑпа вылянине те пӗлмеҫҫӗ тейӗн.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунсӑр пуҫне, перопа лексикон ҫумӗнчен туртнӑ хыҫҫӑн ӑна айккинелле илтӗм те хут ҫинче йӗр вырӑнне чернилтан тӑсмака кӳлленчӗк пулса тӑнине куртӑм, — лексикон хут тӑршшӗне ҫитмерӗ, ҫавӑнпа йӗр унӑн ҫемҫе кӗтесси тӗлӗнче кукӑрӑлса кайнӑ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малта, типсе хӑрнӑ хӑмӑллӑ уйсемпе ешӗл курӑклӑ лаптӑксем хушшипе, сарлака хӑю пек кукӑрӑлса, ҫул тӑсӑлать; хӑшпӗр тӗлте ҫул хӗрринче кичем ҫӳҫе е ҫыпҫӑнакан ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк хурӑн тӗл пулать, вӑл урапан типсе тусанланнӑ тӑмлӑ йӗрӗсем ҫине, ҫул хӗрринчи кӗске симӗс курӑк ҫине вӑрӑм хускалми мелке ӳкерет…
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унпа пӗрле Йевта та кулчӗ, унӑн мӑйӑхӗ айӗнче сарӑхса, кукӑрӑлса кайнӑ темиҫе шӗвӗр шӑл курӑнчӗ.Смеялся и Евта, обнажив под усами несколько желтых, острых и кривых зубов.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Лосось текен пулӑ ҫине вара кӗркунне пӑхма та хӑрушӑ: сӑмси ҫекӗл пек кукӑрӑлса ларать, шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ, курпунӗ тухса кайнӑ.На лосося под осень страшно смотреть: нос загнется крючком, зубы торчат, на спине горб.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Поэт шартах сикрӗ, кукӑрӑлса ларчӗ, пӳлӗмрен вӑшт ҫеҫ тухса шӑвӑнчӗ те, вара виҫӗ эрнене яхӑн таҫта пытанса пурӑнчӗ.Поэт, вздрогнув, согнулся, быстро выскочил из комнаты и почти три недели прятался где-то.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Питех те имшер, кӑвакарса кайнӑ, чирлӗ сӑнлӑ принц, мелсӗр кукӑрӑлса, йӗнер ҫинче ларса пынӑ, алчӑрса кайнӑ куҫӗсемпе аяккалла пӑхнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл, эпӗр паллакан типшӗм кӗлетке кантри аннӑ пирки, ура тӑрринче тӑрса пӗр еннелле кукӑрӑлса кайнине, ярханах кӑкӑри ҫинче хӗрес ҫуккине, пуҫне кӑкӑр ҫине усса янине курнӑ пулӗччӗ.
XII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ку ӗнтӗ вутлӑ ункӑ мар, пӑвса вӗлерекен ҫӗлен кукӑрӑлса выртнӑ евӗр хӑрушӑ кӑшӑлсем пӗрӗннӗҫемӗн пӗрӗнсе хӗстерсе пыраҫҫӗ пек.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑй чухласа пӗлме пултарассине шанса, Хаецкий хӑйӗннисене сулахайра, улӑх лапамӗсенче кукӑрӑлса горизонт хыҫнелле каякан дамба патӗнче, шырать.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл тӑват уран пӗшкӗнсе тӑчӗ, эпӗ ӑна урисенчен тытса ҫӳлелле ҫӗклерӗм те, вӑл пӳлӗм тӑрӑх аллисем ҫинче утса ҫӳреме пуҫларӗ, анчах часах унӑн аллисем ывӑнса кукӑрӑлса анчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Снаряд ҫурӑлнипе кукӑрӑлса пӗтнӗ пусмасем питӗ ҫӳлте ӑнланмалла мар хӑватпа тытӑнса тӑраҫҫӗ.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Урам енчи балконсене тахҫанах ҫапса ӳкернӗ, вӗсен вырӑнӗнче халь кукӑрӑлса пӗтнӗ рельсӑсем кӑна курӑнса тӑраҫҫӗ.С фасада балконы уже давно были сбиты, на их месте торчали только изогнутые рельсы.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.