Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑтлӑхри сукмак айккинчен айккине кукӑрӑлса тӑсӑлать, вырӑн-вырӑнпа ҫатрака айӗнче пачах ҫухалать, уҫланкӑ хӗррипе йӗрленет те иртсе каҫма чӑрмантаракан, ӳкнӗ вулӑсен хушшине чӑмать; унти ҫӳхе ҫутӑ пайӑркисенче хурлӑханӑн кӗрен сапакисем илӗртеҫҫӗ, кӑмпа шӑрши кӗрет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Виҫӗ-тӑватӑ ҫухрӑмран ҫул сӗм вӑрмана кукӑрӑлса кӗчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унӑн ҫӳл енӗ кӑшт сӗвекрех тӳпемре сарлакан та ярт тӳрӗ тӑсӑлса выртать, аяларах енӗ вара, ҫырмапа пысӑках мар сӑрт хӗррисене вырнаҫнӑ май, кукӑрӑлса сапаланать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах ют ҫын куҫӗ кӑна умрине нимех те асӑрхаймасть, ачаран кунта ӳссе ҫитӗннӗ ҫынсем вара, тӗттӗм пулин те, нумай-нумай япалана кураҫҫӗ, сисеҫҫӗ, илтеҫҫӗ, туяҫҫӗ: унталла-кунталла кукӑрӑлса выртакан урамсене те, кил-ҫуртпа хуралтӑсене тӑр-кӑнтӑрлах тӗтре пек хуплакан кӑтра йӑмрасемпе тирексене те, революциччен темиҫе ҫул маларах кӑна-ха туса лартнӑ ҫутӑ пуҫлӑ чиркӗве те, унран инҫех те мар, тӗрӗсрех каласан, унӑн тӳртумӗнчех тупӑшмалла вырнаҫнӑ шкул ҫуртне те, ял вӗҫӗнчи кантӑр пӗвине те — пурне те, пурне те.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫул юппинче экеҫсем — Телегин, унӑн йӑмӑкӗ Тарье, избачра ӗҫлекенскер, тата Ольга Матвеевна, — вулӑсри ытти ял ҫыннисенчен уйрӑлса, сулахаялла кукӑрӑлса кӗрекен ҫулпа виҫҫӗнех утрӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Паровоз ерипен дамба тӑрӑх кукӑрӑлса ҫавӑрӑна пуҫларӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Дон хӗрне ҫитерехпе чугунҫул кукӑрӑлса, ҫӳллӗ дамба тӑрӑх пырать, сылтӑмра та, сулахайра та таҫта аялта ҫӳҫе-хӑвалӑхпа, шӗшкӗсемпе тата кукӑр-макӑр тирексемпе витӗнсе выртакан кӳлӗсем курӑнаҫҫӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ревматизмпа кукӑрӑлса ларнӑ урисем унӑн йывӑр ӳт-пӳне аран йӑтса ҫӳренӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Йӗри-таврах хирсем, сӑртсем, тӗмескесем; сӑртсем хыҫӗнчен, сулахай енчен, пӑрпа витӗннӗ сарлака юханшыв кукӑрӑлса выртни курӑнса каять.
XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ку тӗлте ҫул аяккалла кукӑрӑлса каять, йывӑҫ тӗмӗсем шӑпах блиндажсем патнелле пыраҫҫӗ.Дорога здесь круто поворачивала в сторону, а кусты подходили к самой бровке.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Асанне, асанне, пуҫна кӑтралат!.. — вара ҫӑварӗнче така мӑйраки пек кукӑрӑлса ларнӑ курӑк тунине туртса кӑларчӗ.Бабка, бабка, завей кудри!.. — и вытащил изо рта стебель, завившийся, как бараний рог.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Шӑплӑхра тата садӑн уҫӑ ешӗллӗхӗнче, каҫ кӑна ҫумӑр лайӑххӑн ҫуса хӑварнӑ ҫӗрте, харсӑррӑн ҫуталса шавласа ларакан пӑхӑр йӑлтӑркки Фомана, темӗнле, кирлӗ мар пек, вырӑнсӑр пек туйӑннӑ, — вӑл вӑхӑтпа та, вырӑнпа та, тата ҫак хӗрлӗ улмасене тӑп-тӑп кӑна упраса тӑракан ҫулҫӑсен хушшинче пӗчченех ларакан чирлӗ, кукӑрӑлса кӗнӗ, шурӑ тумтирлӗ старике курсан ҫуралнӑ туйӑмпа та килӗшмен.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Старик пукан ҫинчен йывӑррӑн ҫӗкленнӗ те, ҫара урисемпе тӗрӗс мар пускаласа, кукӑрӑлса, тулалла тухнӑ.Старик тяжело поднялся со стула и, нетвердо ступая босыми ногами, согнувшись, ушел из комнаты.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шыв урлӑ каҫма вырӑнӗ те ҫук, пӗр лаптӑкра кӑна, юханшыв пӗкече пек кукӑрӑлса аннӑ ҫӗрте, пӗр ярӑм пӑр талккӑшӗ ванмасӑр юлнӑ пулнӑ та, эпир хамӑр соединение ҫав «кӗпер» урлӑ каҫарса ятӑмӑр.Переправа происходила по узкой полоске льда, задержавшейся на одном крутом повороте русла.
Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Шалта ҫунса кӑмрӑкланса кайнӑ тӑхӑр нимӗҫ вилли кукӑрӑлса выртаҫҫӗ.
Танксемпе ҫапӑҫни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Спартак Красӑн чӑн-чӑн римлянинӑн хура сӑнарӗ ҫине, шӑмӑллӑ пичӗ ҫинчи уҫҫӑн палӑрса выртакан йӗрсем ҫине, кӗске мӑйӗ ҫине, сарлака хулпуҫҫийӗсем ҫине, чӗркуҫҫи тӗлӗнче кӑштах тулалла кукӑрӑлса тӑракан чалӑш урисем ҫине пӑхса тӑчӗ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӗсем айккинелле кукӑрӑлса тӑраҫҫӗ.
Сурӑхсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Юханшыв кукӑрӑлса юхнӑ тӗлте Ефим Кондратьевичӑн пӳрчӗ ҫыран хыҫне пытанса юлать, ҫӳлте Миша вучахӗн тӗтӗмӗ саланса каять, хирӗҫле вӗрекен сулхӑн ҫилпе пӗрле Костьӑна ҫӗнӗ туйӑмсем ярса илеҫҫӗ, ҫӗнӗ шухӑшсем килсе тухаҫҫӗ.
Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Штабнӑй вагон Бейцухе станцине ҫитсен, вӑл платформа ҫинче типсе хытнӑ, мунчала пек сухаллӑ старике курнӑ: старик кукӑрӑлса ларнӑ пӳрнипе юнаса, тутисене кӑпӑклантарсах кӑшкӑрнӑ:
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Тутин кӗтессисем усӑнса анчӗҫ, ҫӑварӗ ҫурла пек кукӑрӑлса карӗ, тути ҫинчи ӳт-тирӗ сиккеленсе тӑнине тата чӗтрекен пӗркеленчӗкӗсем чӗлхесӗрех тем ҫинчен каланине курса тӑрасси шутсӑрах лайӑх марччӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.