Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яшка, хура тул пӑтти, тефтели, салат, кукӑль, лимонпа вӗретнӗ шыв.
Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149
Кукӑль сӑмсине ӑшӑнтӑр тесе пӑсланса ларакан стаканӗсем ҫине хучӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Вӑл пукан ҫине хӑяккӑнрах вырнаҫса ларсан кӗрӗкӗн ҫӳлти йӑлмакне вӗҫертрӗ те кӑкӑр умӗнчи кӗсйинчен хаҫатпа чӗркенӗ кукӑль сӑмси туртса кӑларчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Так туртмах вӗрентӗн ҫав япалана, йытӑ ҫӑвара чикмен кукӑль татӑкне, — сиввӗн тиркешрӗ Мирун пичче.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
— Тӑхта-ха, — пӳлчӗ хӗрарӑма Моляков, — сан упӑшку Крылов юптарӑвӗнчи кукӑль пӗҫерме тапаҫланакан мӗскӗн атӑҫа аса илтермест-и?
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Ҫын аллинчи кукӑль пысӑкрах, курман юман — лапсӑрккарах пек туйӑнать.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ме, — тыттарчӗ ӑна Кӗтерук хаҫатпа чӗркенӗ кукӑль сӑмсине.
Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.
Хурал кукӑль, кӑлпасси, котлет ҫеҫ ҫиет.
Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Торт текен ҫимӗҫ — пы-ылак кукӑль.
Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫӗмӗрте типӗтсе авӑртаҫҫӗ те калама ҫук тутлӑ кукӑль пӗҫереҫҫӗ.
Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Кӗсье тулли хӗвелҫаврӑнӑш, тутӑрсемпе ҫыхса ҫӑкӑр, ҫӑмарта, кукӑль йӑтнӑ.
Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эпӗ кукӑль чӑмла пуҫларӑм ак, темӗн ҫат! Ҫат-ҫат-ҫат-ҫат-ҫат-ҫат! — тӑвать.
Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Выҫӑ виличчен ҫисе вил, — тесе мана тиркӗпе кукӑль тыттарчӗ те кӑмака хыҫне лартрӗ.
Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Кукӑль пӗҫерме, — тетӗп.
Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Кукӑль тума сухан нумай кирлӗ.
Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӑл ешӗл суханпа ҫӑмартаран кукӑль пӗҫересшӗнччӗ.
Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӗсен ҫумне купӑстапа ҫӑмартаран пӗҫернӗ тӑватӑ пӗчӗк кукӑль, ҫавӑн чухлех ашлӑ бутерброд, студень касӑкӗсем, кирлӗ савӑтсем хушӑнчӗҫ.
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
— Вӑт сана хыт кукӑль, — пӗрре шеллӗн, тепре ӳпкевлӗн вӗҫтеретӗп сӑмахӑмсене машина хыҫҫӑн.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн кукӑль юлашкине те ҫӑварне пусса-тӗксех, «чыша-чышах тӑкӑслатса» кӗртрӗ, ӑна чӑмланӑ ятне турӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Хуҫа пӗр авӑк чунӗпе тӑлланса ларчӗ, вара, хӑйне хисте-хисте, пӑркӑчла-пӑркӑчла, хӑй урлӑ йывӑррӑн «ура ярса пускаласа», холодильник алӑкне шалтӑрт уҫрӗ, унтан виҫӗ пӗчӗк кукӑль (вӗсене пурне те кӑмӑска та пӑнтӑх ҫапнӑ) кӑларчӗ те сӗтел ҫине кӑпӑшт хучӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.