Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кукӑль the word is in our database.
кукӑль (тĕпĕ: кукӑль) more information about the word form can be found here.
Кил хуҫи арӑмӗ пасарта лайӑх пӑру ашӗ туянсан е курсан, е лайӑхрах кукӑль пӗҫерсе кӑларсан, вара яланах: — Ах, Иван кунӗнче е Илле кунӗнче ҫакнашкал пӑру ашӗ е ҫакнашкал кукӑль пулинччӗ! — текелерӗ.

И когда хозяйке случалось купить или видеть на рынке отличную четверть телятины или удавался особенно хорошо пирог, она приговаривала: «Ах, если б этакая телятина попалась или этакий пирог удался в Иванов или в Ильин день!»

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑрманкасси ялӗн хӗрӗсем ыхра утинчен кукӑль пӗҫерсе «Чи лайӑх Хравутти кукӑлӗ» номинацие тивӗҫрӗҫ.

Help to translate

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

«Володьӑн малтанхи арӑмӗнчен канӑҫ ҫук: мӗн кӑна кӑтартмарӗ-ши? Лӑпкӑ пурнӑҫшӑн, хӗвел айӗнчи вырӑншӑн кӗрешме тивет. Ҫавӑнпа сирӗнтен пулӑшу ыйтрӑмӑр. Тӗрӗслӗх — пирӗн енче, эпир никама та усал туманнине халӑха ӗнентерес килет. Пӗрмай шухӑшланипе начарланса кайрӑм ӗнтӗ. Пирӗн килте пурнӑҫ вӗрет, ҫемье вучахне ҫӗнӗрен чӗртрӗмӗр, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк туянтӑмӑр. Тӗп сакай тулли ҫимӗҫ хатӗрлетпӗр, пахча-ҫимӗҫ ӳстеретпӗр... Кунта пурӑнма тытӑнсанах кукӑль пӗҫертӗм, кил-йыш епле савӑнчӗ: «Килте кукӑль шӑрши юлашки хут хӑҫан тухнине те астумастпӑр», — терӗҫ.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫын аллинчи кукӑль ялан мӑннӑн курӑнать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ытахальтен каламанах: «Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль», — тенӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Райӗ-ҫӑтмахӗ-мӗнӗ-качки, ҫын аллинчи кукӑль мӑннӑн курӑнни ӗнтӗ ку».

Help to translate

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Икӗ кун ҫӳресех ӑнланчӗ Ваҫук: унччен хӑй ҫапла шутлани — ҫын аллинчи кукӑль мӑннӑн курӑнни ҫеҫ, кӗтӳҫ ӗҫӗ — йывӑр, урана ыртаракан, ӗшентерекен ӗҫ.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Поликарп Фёдорович унччен мана кашни кӗҫнерникунсерен кукӑль пӗҫерсе кӗтсе илетчӗ», — каласа кӑтартать социаллӑ ӗҫчен.

Help to translate

Чӑваш театрне юратакан Поликарп Фёдоров 95 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37333.html

Аҫу пек, кукӑль пуҫлӑ вӗт эсӗ, суккӑр!

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыттисене кӗтмесӗрех кукӑль татӑкне ярса илсе ҫиме тытӑнчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Умра кукӑль татӑкӗ выртнине курсан, Ҫтаппан хырӑм выҫҫине туйрӗ те ку таранччен мӗн курни-илтнисене йӑлтах манчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Римма шурӑ пир сарнӑ чӗрҫи ҫине пысӑках мар сумкӑран тӑватӑ-пилӗк пӗчӗк кукӑль кӑларса хучӗ те кӗленчери сӗтпе сыпса ҫиме тытӑнчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗрулмипе, йӳҫӗтнӗ купӑстапа кукӑль пӗҫерчӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилепе хунямӑшӗ икерчӗ, ҫӗрулми пӗҫернӗ, каякана валли ҫул ҫине тесе вӗтӗ кукӑль пӗҫерме лартнӑ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Астӑватӑп, шкул буфетӗнче Варвара Самсоненко пилӗк пуслӑх вакӑ кукӑль сутатчӗ, анчах ачасем ҫав тери нумайччӗ, вӗсене пирӗн пек пӗчӗккисем мар, вӑйлӑраххисем ҫеҫ туянма пултарнӑ, — кулать ветеран.

— Помню, в школьном буфете Варвара Самсоненко продавала пирожки за пять копеек, но детей было так много, что их могли купить только те, кто сильнее и посмелее, не то, что мы, — смеется ветеран.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

Кукӑль ҫунса кайнӑ манӑн! — кӑшкӑрса ячӗ Васса, ӳкнӗ ҫатма тимрине урайӗнчен хӑпӑл-хапӑл илчӗ те мӑкӑрланакан ҫатмине туртса кӑларчӗ.

Help to translate

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вассана савӑт-сапа тупса парать, кукӑль пӗҫерме пулӑшать.

Help to translate

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса кукӑль хупма тытӑнчӗ.

Help to translate

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ял ҫыннисем уяв валли тутлӑ апат-ҫимӗҫ: кукӑль, плов тата тӗрлӗрен апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ.

Жители деревни приготовили для праздника вкусные блюда: пироги, плов и различную выпечку.

Йӑлпӑлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3387604

Темле кукӑль евӗрлӗскер, салтаксем епле юратса ҫирӗҫ?!

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed