Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗшсе (тĕпĕ: килӗш) more information about the word form can be found here.
Хӗр, унпа килӗшсе, кӑмӑллӑн пуҫне сулчӗ: «Тӗресех калатӑн пуль эсӗ, Алюн!»

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан Укаслу унпа килӗшсе пуҫ сӗлтнине курчӗ те ҫирӗплетсе каларӗ:

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав, халӑхпа килӗшсе, аллине сулчӗ:

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Миҫе кун кӗтсе пурӑнчӗ ӑна Алюнов хӑйсем тӗл пулма килӗшсе татӑлнӑ ҫак таврара!

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав унпа килӗшсе, пуҫне сӗлтрӗ те йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑрах алӑлли кӳсе ҫине кӑтартса пуяна тем каларӗ, лешӗ унпа килӗшсе пуҫне сулчӗ, вара виҫҫӗшӗ те, ҫынсене тӗрткелесе, ҫӗнтерӳҫӗ патнелле сӗкӗнсе кӗме тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑрах алӑлли кӗсйинчен пӗчӗк хутаҫ кӑларчӗ те кӳсе арҫынна кӑтартрӗ, лешӗ вара унпа килӗшсе пуҫне сулчӗ…

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ, лешӗ кулса ячӗ, унпа килӗшсе пуҫне сулчӗ те халӑх хушшинче ҫухалчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тата тӗне кӗрессе Кӑмӑл кирлӗ килӗшсе, — Вара Урха хӑватне Хӑртса лартма ним те мар: Унӑн харсӑр ҫунатне Касӗ хӑйех Шупашкар»…

Help to translate

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑнисене ӑсатсан, Ирхи автан авӑтсан, Урхапала Унерпи Тухнӑ шап-шур кӗпепе Иккӗш пӗрле килӗшсе Анкартине йӗтем ҫине.

Help to translate

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Паян ӳплерен пачах тухмасан та юрамалла, — амӑшӗн шухӑшӗпе килӗшсе калаҫрӗ Кирук.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк малтан шикленсе илчӗ, ҫавах кайран килӗшсе пуҫне сӗлтрӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шултӑрканӑ сӗтел тавра ӗҫ ҫи-пуҫӗпе «катемпиленнӗ» ҫынсем йӑввӑн ларса тухнӑ та темле ыйтӑва, ытлашши сӗрӗлтетмесӗр, сӑмаха шӑлтӑр-шалтӑрах авӑрттармасӑр, чӑнласа, апла та капла ҫавӑркаласа, шӗкӗлчесе тӗшӗлеҫҫӗ, пиҫсе ҫитнӗ шухӑшӗсене, килӗшсе татнӑ сӑмаха хут ҫине куҫарса ҫыракан та пур.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫак уйрӑм тата пӗтӗмӗшле позици пӗр-пӗрипе гармонилле ҫыхӑнса, килӗшсе тӑрсан ҫеҫ (пӗри — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн) обществӑра тӑнӑҫлӑх, аталану пулма пултарать.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Таврӑнма килӗшсе ҫыру янӑ!

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Анатолие итлесе, унӑн теветкеллӗ, сӗмсӗр авантюрине «пӗҫерсе кӑларма» килӗшсе, пӗри «кӑлтӑрмач кустарса ячӗ», теприсем лӑхлатрӗҫ, ихӗлтетрӗҫ, «куҫ пӑван» савӑнӑҫӗпе чыхлана-чыхлана аллисене сӑтӑркалакансем те, хӑйма вӑрласа ҫинӗ кушак аҫи пек тутисене ҫулакаласа илекенсем те пулчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, унпа килӗшсе, пуҫне ҫеҫ сӗлтсе илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗкӗте пичче ывӑлӗ, килӗшсе, «ӑхӑ» е «юрӗ» тесе каласса кӗтнӗччӗ, анчах лешӗ нимӗн те шарламарӗ.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

— Зойӑпа килӗшсе кӑшкӑрчӗ Галя та.

Help to translate

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Киле килсен те мӗнпур ӗҫе пӗрле канашласа, килӗшсе тунӑ.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed