Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килнӗшӗн (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Эсир килнӗшӗн савӑнатпӑр ҫеҫ эпир, сире халӑх представителӗ вырӑнне йышӑнса сума сӑватпӑр.

Мы вам рады и уважаем как представителя народа.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑнтӑрласенче пӳрт карнизӗсем тӑрӑх, улӑм шерепеллӗ ҫи виттисем ҫинчен, тикӗт пек хӑп-хӑмӑр шыв юхса капланать, ҫатан картасем ҫинче чакӑлти чакаксем антӑхса чакӑлтатаҫҫӗ тата хутор халӑхӗ Мирон Григорьевич патӗнче хӗл каҫаракан ӑратлӑ вӑкӑр, ҫуркунне ир асапланса килнӗшӗн пӑлханса ӳкнӗскер, тискер сасӑпа ӳлесе мӗкӗрет.

Днями по карнизам куреней с соломенных сосульчатых крыш стекала дегтярная вода, надрывно чечекали на плетнях сороки, и, обуреваемый преждевременным томлением весны, ревел зимовавший на базу у Мирона Григорьевича общественный бугай.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑн та, окопсенче вӑрах вӑхӑт ларма тӳр килнӗшӗн казаксем ытларах тарӑхаҫҫӗ — служба йӗрки вӗсене вырӑнтан-вырӑна куҫса ҫӳреме хӑнӑхтарнӑ.

Несомненно, казаки болезненней реагируют на вынужденное сиденье в окопах — по роду службы привыкли к постоянному движению.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Прохор килнӗшӗн Сергей хӗпӗртерӗ, каҫ пуласса кӗтсе илсе, ҫынсем апат ҫисе ҫывӑрма выртсан, вӑл Прохора чӗнсе илчӗ.

Сергей обрадовался приходу Прохора, он дождался вечера и, когда поужинали и лагерь уснул, позвал Прохора.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗншӗн хурлӑхлӑ-и? — терӗ те, Ирина килнӗшӗн савӑнса, Сергей ӑна ыталаса илчӗ.

— Отчего я грустный? — Сергей обнял Ирину, обрадованный ее приходом.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Савӑнӑҫ хыҫҫӑн темле хурланас килсе кайрӗ, ҫартан тухса килнӗшӗн вӑл малтанхи хут ӳкӗнсе илчӗ.

Но вслед за радостью пришла еще незнакомая ему горечь, и он впервые пожалел, что ушел из армии.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Григорий ӑна мӗн киленичченех йӗме ирӗк пачӗ те: — Мӗн нӗшкесе выртатӑн? Ай эп килнӗшӗн хавас мар-им? — тесе ыйтрӗ.

Григорий дал ей выплакаться, спросил: — Чего ж ты кричишь? Аль не рада мне?

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ҫакна ҫеҫ туйрӗ: халь унӑн нихҫанхинчен ытларах хӗрӳллӗ вӑй пур, ҫак вӑйпа унӑн ҫапӑҫӑва кӗресси килет, ҫакӑн пек тӗл килнӗшӗн пурнӑҫра хӑйшӗн мӗн хаклӑ пулнине те хӗрхенсе тӑрас ҫук.

Он лишь чувствовал: теперь, как никогда прежде, у него так много горячих сил и так хочется идти с ними в бой, что он, ради такого случая, мог бы поступиться всем дорогим в жизни.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Инҫетрех мар, хӑй сыхлама пултарнине систерме май килнӗшӗн савӑнса, хутран-ситрен ҫамрӑк йытӑ вӗркелерӗ.

Невдалеке звонким голосом, явно радуясь редкому случаю показать свою бдительность, залаяла молодая дворняжка.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка каялла килнӗшӗн Лопуховсен ҫемйинче те пурте хавасланчӗҫ.

Вся лопуховская семья тоже была безмерно рада возвращению Марийки.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Спасибо сире, Тимофей Ильич, пирӗн пата килнӗшӗн, анчах манӑн паян та нимӗн кӳренсе каламалли те ҫук, пурте йӗркеллӗ пулса пырать…

— Спасибо, Тимофей Ильич, что вы нас навещаете, но у меня и сегодня никаких жалоб нету, все идет нормально…

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫапах та Кондратьев ту ҫине выльӑх пӑхакансем патне кайса килнӗшӗн ӳкӗнмен.

Секретарь райкома был доволен поездкой в горы к животноводам.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсир килнӗшӗн эпӗ ҫав тери, ҫав тери хавас, комиссар юлташ, — терӗ Озеров.

— Я очень, очень рад, что вы пришли, товарищ комиссар, — сказал Озеров.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫакӑнта килнӗшӗн вӗри куҫҫуль юхтарса макӑрӗҫ!

Горючими слезами плакать, что пришли сюда!

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫемйине яла хӑварма тӳр килнӗшӗн те хытӑ куляннӑ: ийе чӑмланипе асапланакан ватӑ хунямӑшӗ вилес пек выртнӑ, ҫавӑнпа та арӑмӗн унӑн юлашки кунсенчи пурнӑҫне ҫӑмӑллатмалла пулнӑ.

С большой душевной болью он оставлял в деревне семью: старушка мать, разбитая параличом, лежала при смерти, и жена должна была облегчить ее последние дни.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эпӗ килнӗшӗн анне питӗ хӗпӗртерӗ, анчах та унӑн сӑнӗ тарӑн хуйхӑллӑччӗ.

Мать обрадовалась моему приезду, хотя и у нее на душе было совсем невесело.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

— Ну, тавтапуҫ сана ырӑ хыпар илсе килнӗшӗн, чунӑм!

— Ну, спасибо тебе за добрые вести, дорогая!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Салтак шыв ӑсса килнӗшӗн тав тунине кӑтартас тесе, вараланчӑк пӳрнисемпе хӗстернӗ икӗ сигарета ачасене тӑсрӗ.

Немец, решив показать, что он благодарен за услугу, протянул мальчикам две сигареты, зажатые между грязными, замасленными пальцами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Килнӗшӗн, Ромочка, тавтапуҫ, — ҫурма сасӑпа хӑвӑрттӑн калаҫрӗ вӑл ҫав вӑхӑтрах.

И в это время она говорила быстро и вполголоса: — Спасибо, Ромочка, что приехали.

XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Килнӗшӗн тӳлемелле пулать, сударь…

— Заплатите за визит, сударь…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed