Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Килӗшме килесси пирки савнийӗпе калаҫса татӑлнӑ. Вӑрҫа тухса кайнӑ чухне атте турӑш умне тӑрса: «Мана киле чипер ҫавӑрса кил. Пӗр тӑлӑх турата качча илмелле ту», — тесе ыйтнӑ.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
8. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Альфа, Омега, Пуҫламӑшӗ те, Вӗҫӗ те; Эпӗ — Пурри, Яланах Пулни, Килесси, Пурне те Тытса Тӑраканӗ, тет.8. Я есмь Альфа и Омега, начало и конец, говорит Господь, Который есть и был и грядет, Вседержитель.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑвансем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килесси ҫинчен, пурсӑмӑр та Ун патне пухӑнасси ҫинчен сире ҫапла калатпӑр: 2. Христос кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ тенине илтсессӗн, — пророкла калаҫакансенчен илтетӗр-и е кам та пулин ҫапла вӗрентет-и, е эпир ҫапла ҫырса янӑ теҫҫӗ-и, — эсир ӑсӑр-тӑнӑра ан ҫухатӑр, хӑраса ан ӳкӗр.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненмен кирек хӑш сывлӑш та — Турӑран мар, вӑл — антихрист сывлӑшӗ, антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ, вӑл тӗнчере ӗнтӗ.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир те вӑрахчен тӳсӗр, чӗрӗре тӗреклӗлентерӗр: Ҫӳлхуҫа килесси ҫывӑхарса килет.8. Долготерпите и вы, укрепите сердца ваши, потому что пришествие Господне приближается.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет; 37. Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чухне те ҫаплах пулӗ: 38. талай умӗнхи кунсенче, Ной карап ҫине ларас кун ҫитичченех, ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ, 39. талай ҫитсе пурне те пӗтеричченех нимӗн те ӑнланман — Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ; 40. ун чухне иккӗн хирте пулсассӑн, пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 41. алӑ арманӗ авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Эпӗ ҫапла хуравларӑм: эхер те эпӗ санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, эхер те ҫавӑн пек пулма май пулсассӑн, эпӗ ҫавна юрӑхлӑ пулсассӑн, 45. кӑтарт мана: килесси иртнинчен пысӑкрах-и е мӗн пулнийӗ пулассинчен пысӑкрах-и?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсенчен чи лайӑххи — кӳкен пек, тӳрӗ кӑмӑлли — йӗплӗ картаран та япӑхрах; Сан хыпарҫусенӗн кунӗ, Эсӗ килесси ҫывӑхарать; акӑ вӗсен шуйханса ӳкмелле пулӗ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Турӑ, Хӑйӗн сӑваплӑхӗпе тупа туса, сире ҫекӗлпе, сирӗнтен юлнисене вӑлтапа ҫаклатса каяс кунсем килесси ҫинчен пӗлтерчӗ.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ лешӗ, хайхи, авалхи кунсенче Эпӗ Хамӑн чурамсем, Израиль пророкӗсем, урлӑ пӗлтернӗскер пулмарӑн-и? ҫав вӑхӑтра вӗсем, малашне мӗн пулассине пӗлтерсе, Эпӗ сана вӗсемпе тытӑҫма илсе килесси ҫинчен каланӑччӗ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.