Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калассине (тĕпĕ: кала) more information about the word form can be found here.
Пуху хупӑнсан, Архип Григорьевич тем каласшӑн пек, Ҫимун умӗнче чарӑнса тӑчӗ, анчах, калассине манса кайнӑ пек, унталла-кунталла пӑхкаларӗ:

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Калассине кала — вӑрах кӗттернине юратмастӑп.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— «Кама ҫӑмӑл халь? Хӑвна ҫӑмӑл-и вара?» — тесе ыйтасшӑнччӗ вӑл, анчах колхоз председателӗ мӗн калассине кӗтрӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Санран хак ыйтса тӑмӑп, калассине тӗп-тӗрӗсех калӑп.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Калассине часрах кала.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Итлетчӗҫ йыттисем куккана, вӑл мӗн калассине куҫран пӑхсах пӗлетчӗҫ…

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Пӗлетӗп эс мӗн калассине, ӑнланатӑп.

Help to translate

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ сире халь калассине эпӗ кайран тин, нумай кайран пӗлтӗм…

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ӑнлантӑм, мӗн калассине те пӗлтӗм.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Пар-ха, кӑшт ярӑнса пӑхам», — теттӗмӗр ӑна хушӑран, мӗн калассине пӗлсех.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тепӗр ҫын ман вырӑнта пулсан, Лидӑна халь мӗн калассине те аванах туйса тӑраттӑм, анчах хам ҫав «тепӗр ҫын» вырӑнӗнче пулма ниепле те пултараймарӑм…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑт, мӗн калассине каларӑм.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн сӑмах калассине тупайман пек эхлеткелесе илнӗ хыҫҫӑн Аванкай ҫапла ыйтрӗ:

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавнашкал, калассине каласа ҫитереймен, шухӑш тӗлӗшӗнчен тӗвӗленсе ҫитмен вырӑнсем, роман аталанӑвӗн калӑпне шӑнӑҫтарса ҫитереймен сӑнарсем, пулӑмсем, чӑнлӑха хирӗҫле пыракан ситуацисем чылай тӗлте тӗл пулаҫҫӗ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анчах, вӑл мӗн калассине тавҫӑрайман пирки, нимӗн те шарламарӗҫ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, малтан ашшӗ сӑмах калассине кӗтсе, шарламасӑр ларчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн калассине пӗлетӗр-ха эсир, — терӗ Ухантей сывлӑш ҫитменнипе чыхӑна-чыхӑна кайса.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑна шанма йывӑр, ҫапах та сеидпа хан тата княҫсем юлашки сӑмахра мӗн калассине Хӑна килӗнче тем пекех кӗтрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн ҫирӗн? — вӑл мӗн калассине пӗлсе ыйтрӗ пуп.

— И что ты ел? — все же поинтересовался поп, хотя заранее знал ответ.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Левентей шурӑ хут татӑкӗ илчӗ те хӑй мӗн ҫинчен калассине пӗрер сӑмахӑн тӗрлеме пикенчӗ.

Help to translate

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed