Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ итлекенсем ҫӑварӗсене уҫаҫҫӗ те вӗсен: «Ха-ха!» — хыттӑн ахӑлтатса кулнӑ сассисем ҫуртсен хӑрӑмланнӑ ҫивиттийӗ айӗпе аслати евӗр кӗмсӗртетсе каяҫҫӗ, вара унӑн куҫӗсем шӳтлӗ сӑмах каланипе пӗрӗнсе пӑха пуҫлаҫҫӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑйӗн хӗрӳлӗхне пула, йывӑрлӑхсем умӗнче пуҫне тайманнине пула, шухӑшӗсене уҫҫӑн ӑнланмалла каланипе тата ҫак сехетсенче рабочисем Питӗрти пур заводсенче те троцкистсемпе «сулахайрисене» трибунӑсем ҫинчен хӑямат тӗпнелле хӑвала-хӑвала антарса: «Эпир — Лениншӑн, миршӗн!» — тесе кӑшкӑрма тытӑннине пула, — вӑл оппозицине ҫӗмӗрсе тӑкса ҫӗнтерме пултарчех.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл Брест-Литовскӑна мир тума кайнӑ делегацин представителӗ халӗ ҫеҫ тухса — Германи империализмӗ умӗнче эпир урӑх чакас ҫук тесе каланипе хӑйӗн кӑмӑлӗ тулни ҫинчен каласа парать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Ну, мӗн, усал сӑмах каланипе сана ҫӑмӑлтарах-и халь? — ҫиллессӗн пӑхса илчӗ ун ҫине Эмиль ашшӗ.— Тебе легче не стало оттого, что ты выругался, — строго сказал папа Эмиля.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл каланипе манӑн ирӗксӗрех килӗшмелле пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл мана темиҫе тӗслӗ шӑнасем кӑтартрӗ, ҫав шӑнасемпе тӑрантса усрасан, эрешмен картисем те ҫавсем тӗслех пулма пултарни ҫинчен ӗнентерчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Тӑвар каланипе каламаннине тӗрӗслес шутпа эпӗ сирӗн кухньӑри кашни ҫимӗҫе тутанса пӑхма хатӗр.— Я готов перепробовать все блюда, чтобы сказать, где недосол!
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫапла каланипе ҫак пит лайӑх патшан ырӑ ӗҫӗсене кая хурас шухӑш манӑн пӗртте ҫук, анчах эпӗ хамӑн калав ҫакна вулакан акӑлчан ҫынни куҫӗ умӗнче ун чапне питех те чакарассине лайӑх пӗлетӗп.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакна каланипе те ҫитӗ: пуйӑсӑн юлашки вакунӗ Ҫӗр пулнӑ вырӑнта тӑнӑ чух, пӑравусӗ чи аякри ҫӑлтӑр патӗнче пулӗ.
Ҫӗр чӑмӑрӗ мӗн пысӑкӑш? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Унӑн чунӗ, ҫамрӑклӑхӑн чи ҫутӑ сӑрӗсемпе илемленнӗскер, пурӑнӑҫа паха шӳтсемпе, лайӑх юрӑсемпе, ҫынсен йӑлисемпе хӑнӑхӑвӗсенчен ҫивӗччӗн кулнипе, пурӑнӑҫ тӗрӗсмарлӑхӗсем ҫинчен хӑюллӑ сӑмахсем каланипе ҫутатса тӑратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Плетнёв ҫав хӗрарӑм патӗнче, пусми айӗнче, кӗтес йышӑнса пурӑнатчӗ, анчах унӑн «хваттершӗн» тӳлеме укҫи ҫукчӗ, ҫавӑнпа та вӑл ӑна хаваслӑн шӳт тунипе, купӑс каланипе, чӗрене пырса тивекен юрӑсемпе кӑна тӳленӗ; вӑл ҫав юрӑсене тенорпа юрласа ларнӑ чух унӑн куҫӗсенче тӑрӑхлакан кулӑ ҫиҫсе тӑратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Сӑмахран, унта карета ҫине мӗнле лармаллине сӑмахпа ҫеҫ каланипе мар, ҫук, унта пӗр класра чӑн-чӑн каретах пур, вӗренекен хӗрсем вара каретӑна мӗнле илемлӗ кӗрсе лармаллине, мӗнле анмаллине вӗренеҫҫӗ, шлейфла платьепе, шлейфсӑр платьепе, ротондпа, кӗрӗкпе мӗнле лармаллине вӗрентеҫҫӗ вӗсене.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унӑн кӑмӑлсӑрлӑхӗ ӗнси ҫинче те палӑрать; вӑл, ларкӑч ҫинче ларса пынӑ май, манпа ҫав тери калаҫу пуҫласа ярасшӑн, анчах та сӑмаха эпӗ малтан пуҫласа ярасса кӗтсе, лашасене темӗн шӑппӑн мӑкӑртатнипе е вӗрентнипе, тепӗр чухне тата тӑрӑхласа каланипе ҫырлахать.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Ленька каланипе пурте килӗшрӗҫ: варение вӗсем ҫиме мар, фрицсене тарӑхтарма ҫеҫ илнӗ.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл эпир мӗн каланипе килӗшрӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Вӑл эпӗ мӗн каланипе пуринпе те килӗшнӗ пек пулса пычӗ; анчах каярахпа, хам кирлӗ мара калаҫнине туйса илсен, эпӗ вӑтанса кайрӑм…
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Вӑл каланипе пурте килӗшрӗҫ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
«Блокада» мӗн иккенне пурте ӑнланмарӗҫ, анчах Сашка каланипе пурте килӗшрӗҫ.Что такое «блокада», не все поняли, но согласились с Сашкой.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Упӑшки вӑл каланипе килӗшет.
Пуян улпутпа хитре хӗрарӑм ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Арӑслан хур каланипе брахмана икӗ хутаҫ укҫа парнеленӗ, икӗ хутаҫҫинче те пиншер рупий пулнӑ иккен.Выслушал лев гуся и пожаловал брахману две сумы с деньгами — в каждой было по тысяче рупий.
Брахман, арӑслан хур тата ҫӑхан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вӑл сан ҫинчен каланипе эпӗ сана искровец пулӗ тесех шутласаттӑм…
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.